Archive - 10 Пуш, 2020
«Чăваш хĕрарăмĕ» 9 (1134) № 07.03.2020
Чăваш чĕлхи 201-мĕш пулмĕ-и?
Çуркунне çитрĕ. Тавралăх майĕпенех юртан тасалса пырать. Тĕнче кĕç-вĕç хĕл ыйхинчен вăранĕ. Йывăç-курăк йăл илсе илемĕпе чуна килентерĕ, кайăк-кĕшĕк сасси чунра савăнăç вăратĕ.
Куççуль витĕр çырнă çырусем
Фронтран янă сарăхнă çырусем, вăрçă кунĕсенче пичетленнĕ хаçатсем, сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ документ... Хулăн тетрадь — Чăваш ăмăрт кайăкĕ Федот Орлов алли витĕр тухнă кĕнеке ал çырăвĕ — куçа тыткăнлать. Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генерал-майор амăшĕн тăванĕ патне шăрçаланă ăшă йĕркесемпе паллашатăп. Акă тата Павел Еромолаев, вăрçăран таврăнсан пĕр вăхăт Чăваш Ен архивĕн пуçлăхĕ пулнăскер, мăшăрĕ Екатерина патне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленни çинчен 1945 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче янă çыру. Самай вăрăмскере хумханмасăр вулаймăн.