Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

6 Кăрлач, 2020

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ачасен хăрушсăрлăxне социаллă службăсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе учительсем рейдсем ирттереççĕ. Çак мероприятие çул çитмен ачасене каникул вăхăтĕнче саккуна пăсассинчен асăрхаттарма, сирме йĕркеленĕ.
Вĕсем социаллă хăрушă лару-тăрури çемьесенче профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ.
Учительсем йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе пĕрле ачасен пурăнмалли условисене тĕрĕслеççĕ. Ачасен килте тата урамра хăйсене мĕнле тытмалли çинчен амăшĕсемпе, ашшĕсемпе уйрăммăн калаçaççĕ.
Специалистсем палăртнă тăpăx, çакăн пек мероприятисем çемьесенчи харкашăвăн сăлтавне пĕлме кăна мар, вăxăтра пулăшма та май параççĕ.
Паянхи куна Шупашкарта 271 çемье учетра. Çак çемьесенче 366 ача ýсет. Шупашкар хулин вĕренý управленийĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăpăx, специалистсем 2020 çултан пуçласа 178 çемьене çитнĕ.
 

Комментари хушас