82-ри ватă Ванерккен икĕ кĕнекине цифрăлаттарса пичетлеттернĕ

21 Авăн, 2018

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Леонид Андреев-Лесник пулчĕ. Пушкăртстан çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта тĕпленнĕскер темиçе çул ĕнтĕ чăваш чĕлхин орфографи правилисене тишкерет. Паян вăл пире типографире тин çеç пичетлесе кăларнă икĕ кĕнекене кăтартрĕ.  

Ÿркенмен ватă Николай Ванерккен 1926 çулта пичетленнĕ "Чăваш чĕлхийĕн орфокрафи словарĕ" тата 1929 çулта кун çути курнă "Чăвашла çырасси (правĕлăсемпе орфокрафи словарĕ)" кĕнекесене цифрă çине куçарттарса пичетленĕ. Цифрăлаттарма вăл 500 тенкĕ тÿленĕ, икĕ кĕнекене пĕр çĕре пухса кăларма - 750 тенкĕ. Саппас пултăр тесе икĕ экземплярпа пичетлеттернĕ. 

"Хальхи вăхăтри орфографи правилисене сÿтсе явнă чух Тимухха Хĕветĕрĕн, каярах Ванеркке ятне пуçласа илтрĕм. Унтан вĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланма пуçларăм", - каласа кăтартрĕ пире Леонид Андреев-Лесник.

Орфографи правилисемпе кăсăкланакан ватă, аса илтерер, колхозра та ĕçленĕ, счетоводра та, истори учителĕнче те, судьяра та. Псевдонима вăл Вăрман хуçалăхĕн министерствинче юридици службин пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленине кура илнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас