Çыравçăсемпе презентаци иртнĕ
Нарăсăн 4-мĕшĕнче Çĕрпÿри культура çуртĕнче Чăваш кĕнеке издательствин тата вĕсен çĕнĕ кĕнекисен презентацийĕ иртнĕ. Уявра сумлă хăнасем — ача-пăча çыравçисем Ордем Галипе Николай Ишентей — те пулнă.
Издательствăн тĕп директорĕ Светлана Каликова 2019 çулти çĕнĕ кĕнекесем çинче чарăнса тăнă, кăçалхи проектсемпе паллаштарнă.
— Эпĕ Самарта çуралса ÿснĕ, анчах Çĕрпÿ маншăн тăван. Манăн атте çак тăрăхран тухнă. Çавăнпа ачалăхăм çак районта иртнĕ. Манăн пултарулăхра ырăлăхпа ырă кăмăл алла алăн пыраççĕ, хайлавăмсенчи ĕçсем те çак сăмахсемпе çыхăннă. Тĕнчен ырă енĕсем ачасен ăнлавĕнче ÿснĕçемĕн çухалаççĕ. Хамăрăн тĕнчене хамăр тăватпăр. Çакна кашни ача патне çитересшĕн эпĕ. Пирĕн пуласлăх хамăртан килет, — каласа кăтартнă Ордем Гали. Вăл ачасем валли çырнă нумай кĕнеке авторĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Десять Аниных секретов. Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ», «Приметы, подсказки, словно из сказки», «Лесная история» тата ытти кĕнеки кун çути курнă.
Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Ишентей ырă сăмах ĕçлеме хавхалантарнине палăртнă. Вулакан унăн «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем», «Татăк тăрăллă ватă юман» кĕнекисене ăшшăн йышăннă.
Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас