Словарĕн черетлĕ томĕ пичетленнĕ
«Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» ятпа тухса пыракан ăнлантару словарĕн тăваттăмĕш томĕ пичетленнĕ. Унăн авторĕсем – Г.А.Дегтярев, А.П.Долгова, Ю.Ф.Ефимов, Н.А.Плотников тата И.П.Семенова. Кăларăма филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Г.А.Дегтярев редакциленĕ.
Словарĕн черетлĕ томне П, Р тата С сас паллисемпе пуçланакан сăмахсем кĕнĕ. Словарьти сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. Кĕнекене хатĕрлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, словарĕн тĕллевĕ – «вулакана, пĕлес текене тăван сăмах тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарасси». Авторсем ăнлантару словарьне филологсемшĕн çеç мар, тăван чĕлхене хаклакан кашни çыншăн хатĕрленине ĕнентереççĕ.
Словарь 7 томлă пулĕ.
www.hypar.ru chgign.ru сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.
Комментари
Стеклов Юрий Ни...
вт, 12/01/2021 - 17:04
Permalink
Тăватă томра пĕтĕмпе миçе
Тăватă томра пĕтĕмпе миçе сăмах? Скворцовăн "... словарĕнче" 40000 сăмаха яхăн, Ашмаринăн миçе сăмах? Çичĕ томра Ашмарин словарĕнчи сăмахсенчен ытларах пулать пуль?
Таня
ср, 20/01/2021 - 09:04
Permalink
2014 çулта интернет
2014 çулта интернет-кăларăмсенчен пĕринче çапла çырнине куртăмăр: Планируется, что всего в семитомный словарь войдет около 100 тысяч чувашских слов, словосочетаний и выражений, которые используются в литературном языке и разговорной речи.
Комментари хушас