Пурте — библиотекăна

Ыран Чăваш наци библиотекинче пĕрлехи вулав кунĕ старт илĕ. Акцие «Чăваш Ен — çĕр пин сăмах çĕршывĕ» марафонĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Пĕрлехи вулав кунне уйăхăн кашни виççĕмĕш шăматкун ирттерме йышăннă. Çав кун республикăри библиотекăсенче пултарулăх каçĕсем, кĕнеке презентацийĕсем, концертсемпе тĕлпулусем, конкурссемпе вăйăсем пулĕç. Наци библиотекинче старт илекен акци программи хăйне евĕр. Вăл тĕрлĕ ÿсĕмрине кăсăклантарма тивĕç.

Ăс-хакăл вăййине хутшăнакансем экологи пĕлĕвне анлăлатĕç, сайра тĕл пулакан кĕнекесен центрĕнче кивĕ кăларăмсене алла тытĕç. Шăматкунах библиотекăри клубсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулĕ. Вулав кунне ăшă тĕлпулупа вĕçлеме палăртнă. Вулакансен ыйтăвĕсене Григорий Аросев журналист тата çыравçă, «Берлин. Берега» литература журанелĕн тĕп редакторĕ хуравлĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Сulture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас