Архив - 25 Дек, 2014 - Тантăш

25 Дек, 2014

Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

Çывхарса килекен Çĕнĕ 2015 çула эпĕ паян та ача чухнехи пекех савăнса та хăпартланса кĕтсе илес тĕллевлĕ. Килте чăрăша тĕрлĕ теттепе илемлетсе капăрлатнă та ĕнтĕ. Вăл уяв каçхине йăлтăртатса çуталĕ, пурне те телей, савăнăç парнелес тенĕн вун-вун тĕспе çиçĕ.

25 Дек, 2014

Хĕл Мучи парни халĕ те асра

Хĕл çитрĕ. Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарать. Анне ун чухне ялти почтăра почтальонкăра ĕçлетчĕ. Вăл мана: «Хĕл Мучи патне почта урлă хăвăн ĕмĕтÿсем пирки çырма пулать», - тесе каларĕ. Эпĕ савăнсах кайрăм. Конверт туянтăм та Хĕл Мучи патне çыру шăрçалама пуçларăм. Ăна уяв ячĕпе саламларăм, хама Çĕнĕ çул ячĕпе пультлă машина парнелеме ыйтрăм. Çырăва аннене патăм, вăл ăна почта ешчĕкне кайса ячĕ. Парне кĕтме пуçларăм. Кĕтетĕп-кĕ-тетĕп, парне çук та çук. Эрне те иртсе кайрĕ, икĕ эрне те. Темиçе эрнерен хамах почтăна кайса пăхма шутларăм. Оля аппа мана: «Сан ятпа посылка килнĕ», - терĕ.

25 Дек, 2014

Асламăшĕн ырăлăхĕ - мăнукĕнче

- Юмах вулама питĕ юрататăп. Пĕррехинче фасоль çинчен çырнипе паллашрăм та манăн та çавăн пекреххине хайлас килчĕ. Пĕлĕт таран çитĕннĕ пахча çимĕç çинчен пĕлме питĕ интереслĕ пулчĕ-çке. Эпĕ вара «Укçа йывăççи» юмах çыртăм.

25 Дек, 2014

Ăста шашкăçă тата шахматçă

Канаш районĕнчи Пайкилт шкулĕн-че 9-мĕш класра вĕренекен Елена Алексеева тĕрлĕрен ăмăртăва е конкурс-олимпиадăна хаваспах хутшăнать. Математиткăпа, литературăпа, физикăпа, химипе унăн пĕлĕвĕ уйрăмах çирĕп.

25 Дек, 2014

Савăнма пĕлекен Вера

Эпир тăван ялăмăр мĕнле пуçланса кайнине пĕлмесен пирĕн хыççăн çитĕнекен ăрăва мĕн калăпăр-ши? Темĕнле пулсан та шухăшсăр пурăнмалла мар, хамăр тавралăхпа кăсăкланса çакна ăçта та пулин палăртса хăварма тăрăшмалла.

25 Дек, 2014

Командăра яланах пĕрлĕх кирлĕ

Спортпа туслă пулни вĕренĕве ним чухлĕ те чăрмантармасть. Çакна Куславкка районĕнчи Энтри Пасар шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен Полина Турганова та çирĕплетет. Пуçламăш класранпах «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. Волейбол секцине çÿрет. Çак вăййа выляссипе районта чемпион та пулнă.

25 Дек, 2014

Ялăн пуласлăхĕ хамăртан килет

Тахçан авал икĕ Çавал пĕрлешнĕ тĕле Нурăс ятлă улпут çитсе чарăннă. Кунти çĕрсем тыр-пул акма юрăхлă пулнă, çавăнпа вăл чылай лаптăка хăй аллине илнĕ, çурт-йĕр çавăрма пикеннĕ. Çав çулсенчех кунта темиçе çемье куçса килнĕ. Нурăс ят панă яла. Куçса килнисенчен чылайăшĕ Нурăсран уйрăлса ултă выселка йĕркеленĕ. Мачамăш Нурăс, Кивьял Нурăс, Хăмăш Нурăс, Услапа Нурăс, Кăмпал Нурăс, Çĕньял Нурăс.

25 Дек, 2014

Сурăх çулталăкĕ алăкран шаккать

Çĕнĕ çул çитиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех вăл кашни кил алăкне хăйĕн асамлă туйипе килсе шаккĕ. Кашни чÿречерен пырса пăхĕ - пурте хаваслă-ши, парнеллĕ-ши тесе тĕрĕслĕ.

Эсир, хаклă вулаканăмăрсем, 2015 çула кĕтсе илме хатĕр-и? Чăрăш капăрлатса лартрăр пулĕ-ха, ырă шăршăллă мандарин та туянтăр-тăр. Апла, халĕ декабрĕн 31-мĕшне çеç кĕтмелле.

Кĕçех Кăвак Лаша çулĕ пирĕнпе сывпуллашса Кăвак Йывăç Сурăх çулталăкне çул уçса парĕ. Ăна епле кĕтсе илетĕн, вăл çапла иртет те. Çĕнĕ çула тивĕçлипех уявлар. Вара Сурăх та кăмăллă пулĕ.

Страницы