Савăнма пĕлекен Вера
Эпир тăван ялăмăр мĕнле пуçланса кайнине пĕлмесен пирĕн хыççăн çитĕнекен ăрăва мĕн калăпăр-ши? Темĕнле пулсан та шухăшсăр пурăнмалла мар, хамăр тавралăхпа кăсăкланса çакна ăçта та пулин палăртса хăварма тăрăшмалла. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕн-че 9-мĕш класра вĕренекен Вера Устинова та çакăн пирки шухăшламасăр пурăнаймасть. Тăван ял мĕнле пуçланса кайнине ашшĕн-чен ыйтса пĕлсен хĕрача тĕпчев ĕçĕ те хатĕрленĕ, «Тантăшра» пичетленнĕ.
Вера пушă вăхăтра ашшĕпе амăшне пулăшнисĕр пуçне телевизорпа истори кăларăмĕсем е чĕрчунсем çинчен ÿкернĕ фильмсем пăхма кăмăллать. Çутçанталăк илемĕпе киленесси те илĕртет ăна.
- Кĕркуннесерен юлташăмпа тата шăллăмпа час-часах пулла çÿретпĕр. Пирĕн ял вĕçĕнче пĕве пур. Унта эпир кÿршĕсемпе пулă янăччĕ. Кайран вĕсем çитĕннĕ. Халĕ çавсене тытса савăнатпăр, - каласа парать Вера.
Çу кунĕсенче вăл юлташĕсемпе ĕнесене е сурăхсене хирĕç тухать. Унта вара выльăхсем киличчен мечĕкле выляма та пулать. Ялта ачасем нумаях мар, çавăнпа вăййа аслисем те хутшăнаççĕ.
- Юрать-ха, вĕсем пур. Атту пирĕн тунсăхламалли çеç юлатчĕ, - тет хĕрача сăпайлăн кулса.
Çулла ачасем ял вĕçне шыва кĕме те çÿреççĕ. Пĕвине арçын ачасем курăкран тасатаççĕ те унта хăрамасăрах чăмпăлтатма пулать.
Хальлĕхе Верăн чи пысăк ĕмĕчĕ - лайăх вĕренсе тухса ют çĕршывра пулса курасси. Тĕлĕкре те Мальдива утравĕсене тĕлленет-çке вăл.