Комментировать

25 Дек, 2014

Сурăх çулталăкĕ алăкран шаккать

Çĕнĕ çул çитиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех вăл кашни кил алăкне хăйĕн асамлă туйипе килсе шаккĕ. Кашни чÿречерен пырса пăхĕ - пурте хаваслă-ши, парнеллĕ-ши тесе тĕрĕслĕ.

Эсир, хаклă вулаканăмăрсем, 2015 çула кĕтсе илме хатĕр-и? Чăрăш капăрлатса лартрăр пулĕ-ха, ырă шăршăллă мандарин та туянтăр-тăр. Апла, халĕ декабрĕн 31-мĕшне çеç кĕтмелле.

Кĕçех Кăвак Лаша çулĕ пирĕнпе сывпуллашса Кăвак Йывăç Сурăх çулталăкне çул уçса парĕ. Ăна епле кĕтсе илетĕн, вăл çапла иртет те. Çĕнĕ çула тивĕçлипех уявлар. Вара Сурăх та кăмăллă пулĕ.

Кăвак Сурăх е Качака çулталăкне килте çывăх çынсемпе кĕтсе илсен лайăхрах. Шавлă ушкăна, дискотекăна, хытă кĕвве урăх уяв валли хăварăр. Сурăх - вăтанчăк выльăх, çавăнпа та ултавçăсене, икĕпитлĕхе кăмăлламасть. Кĕрекене чи çывăх юлташсемпе, лайăх пĕлекен çынсемпе çеç пухăнăр.

Çуртра Çĕнĕ çул палли пулмалла. Ăна сĕтел çине хурсан та, чăрăш çине çаксан та вырăнлă. Ку Сурăх çулталăкне хапăл туса кĕтсе илнине пĕлтерет. Çитес çул хуçи те кăмăллă юлать. Çавăн пекех маччаран е урăх çĕрте пĕчĕк шăнкăравсем çакмалла. Вара ăнăçу яланах сирĕнпе пулĕ. Сывлăх та хавшаса аптратмĕ.

Пÿрт-çурта çăм çиппинчен çыхнă теттесемпе илемлетсен аван. Сурăх ăшша, хăтлăха юратать. Сĕтел-пукан йывăçран пулсан лайăх. Апат-çимĕçе те йывăç савăт-сапапа лартмалла.

Пÿлĕме капăрлатмалли япаласем Çĕнĕ çул палли тĕсĕпе те килĕшсе тăччăр. Ăна сăнланă фоторамка, статуэтка, ваза тата ытти те кăвак, симĕс-кăвак тĕс сĕмлĕ пултăр. Çакăн тĕслĕ хăюсем, хăмпăсем, гирляндăсем те Сурăх кăмăлне çавăрĕç. Вăл ешĕл курăк юратнăран хăш-пĕр вырăнта искусственнăй ÿсен-тăран вырнаçтарсан аван.

Уяв сĕтелĕ çине мĕн-мĕн лартсан лайăхрах-ши? Çĕнĕ çул хуçи ешĕл апата кăмăллать. Çавна шута илсе сĕтеле улма-çырлапа, пахча çимĕçпе пуянлатăр. Уйрăмах панулми нумайрах пултăр. Декораци вырăнне тырăпа тултарнă йывăç пиала лартăр. Ăна чăрăш тураттисемпе йĕри-тавра çавăрса илемлетĕр. Апат-çимĕçе ытларах çимелли ÿсен-тăран (укроп, петрушка, салат çулçи) хушăр. Кукăль-çăмах, пирожнăй, торт та сĕтле çинче пулсан пăсмасть. Вĕсенчен хăшне те пулин лартмаллах.

Апат-çимĕç хатĕрленĕ хыççăн уяв çи-пуçĕ пирки те шутлама вăхăт. Кунта вара чи кирли - ăна çĕлетнĕ пусман пахалăхĕпе тĕсĕ, фасон тата аксессуарсем.

Капăрлăх суйланă чухне йывăçран ăсталанисене туянăр. Сăмахран, сулă е Сурăх кÿлепи евĕр кулон. Çÿçе «хÿ- ре» туса пуçтармалла е сапаласа ямалла. Прическăна искуственнăй çивĕт евĕр тыткăчсемпе, ободокпа капăрлатсан аван. Çÿçе тирпейленĕ хыççăн унпа килĕшÿллĕ тумтир тăхăнăр. Вăл хăмăр, шурă, хура, кăвак, изумруд, ÿт тĕслĕ пултăр.

Юлташсемпе çывăх çынсене Çĕнĕ çул парнисĕр те хăварар мар. Хамăр алăпа çыхнă илемлĕ çăм нуски, алсиш, шарф парнелĕр.

Чĕрчун кÿлепи, çак ÿкерчĕкпе илемлетнĕ тĕрлĕ япала та паха парне шутланĕ. Уявра чи кирли - хаваслă кăмăл-туйăм. Сехет вуниккĕ шакканă чухне вара мĕн çинчен ĕмĕтленнине асра тытма ан манăр.

Нина ЦАРЫГИНА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.