Комментировать

25 Дек, 2014

Хĕл Мучи парни халĕ те асра

Хĕл çитрĕ. Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарать. Анне ун чухне ялти почтăра почтальонкăра ĕçлетчĕ. Вăл мана: «Хĕл Мучи патне почта урлă хăвăн ĕмĕтÿсем пирки çырма пулать», - тесе каларĕ. Эпĕ савăнсах кайрăм. Конверт туянтăм та Хĕл Мучи патне çыру шăрçалама пуçларăм. Ăна уяв ячĕпе саламларăм, хама Çĕнĕ çул ячĕпе пультлă машина парнелеме ыйтрăм. Çырăва аннене патăм, вăл ăна почта ешчĕкне кайса ячĕ. Парне кĕтме пуçларăм. Кĕтетĕп-кĕ-тетĕп, парне çук та çук. Эрне те иртсе кайрĕ, икĕ эрне те. Темиçе эрнерен хамах почтăна кайса пăхма шутларăм. Оля аппа мана: «Сан ятпа посылка килнĕ», - терĕ. Посылка хучĕ çине алă пусрăм та Çĕнĕ çул парнине аннепе киле илсе кайрăмăр. Уçса пăхрăм та савăнсах кайрăм, унта шăпах эпĕ ĕмĕтленнĕ пультлă машинăччĕ!

Паянхи шкул ачисем вара мĕн çинчен ĕмĕтленеççĕ-ши? Çĕнĕ çултан мĕн кĕтеççĕ-ха вĕсем?

Коля ИВАНОВ, 5-мĕш класс:

- Япăх паллăсене Çĕнĕ çула илсе каймастăпах. Тăрăшса вĕренетĕп те лайăх вĕренекенсен йышне кĕретĕпех. Хамăн шанчăклă туссемпе те Çĕнĕ çулта пĕрлех пуласчĕ. Эпир питĕ туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. Хĕл Мучи мана хăçан та пулин вĕр çĕнĕ автомобиль парнелессе шанатăп.

Сергей ПАРИКОВ, 5-мĕш класс:

- Хĕл Мучи мана парне паратех пулĕ тесе шутлатăп. Тен, Шупашкара та кайса курăп, Магдоналдс ăçта ларнине пĕлĕп. Кинотеатра кайса курма та ĕмĕтленетĕп. Енчен те Хĕл Мучи укçа парнелесен хит-ре çурт тата автомобиль туянăп.

Филипп АФАНАСЬЕВ, 5-мĕш класс:

- Çитес çулта та кăçалхи пекех çирĕп сывлăхлă, хаваслă пулас тетĕп. Хĕл Мучи мана хитре чечеклĕ кĕпе парнелессе шанатăп. Йăлтăртатаканскере Çĕнĕ çул уявне тăхăнса кайăттăм. Тантăшсем ман çине пăхса тĕлĕнĕччĕç, мĕншĕн тесен эпĕ те капăр чăрăш пекех йăлкăшăп. Хăшĕ-пĕрисем кĕпене тытса та пăхĕччĕç, савăнса кулĕччĕç.

Ксюша СОФРОНОВА, 5-мĕш класс:

- Чăваш чĕлхипе лайăхрах вĕренме шутлатăп, тăрăшсан пулатех. Çакна питĕ шанатăп. Çĕнĕ çул уявне пĕтĕм çемьепе пĕрле пухăнса уявлас килет. Аслă аппасем те çемйипех тăван киле уява килччĕр!

Хĕл Мучи çĕнĕ кĕпе парнелерĕ. Вăл кăвак тĕслĕ, эпĕ ăна уявсенче тăхăнатăп. Пурте ман çине пăхаççĕ: «Кун пек хитре кĕпене ăçтан тупрăн?» - тесе ыйтаççĕ. «Хĕл Мучи парнелерĕ!» - тесе каласан пурте ун патне кĕпе илме чупрĕç. Пĕр хĕрачи ман кĕпене туртса илчĕ, хăй тăхăнса лартрĕ. Шăпах çак вăхăтра Хĕл Мучи елкăна килчĕ, эпĕ ăна хама кÿрентернине каларăм. Вăл çилленсех кайрĕ, хамăн кĕпене каялла тавăрса пачĕ. Мана ăмсаннă хĕрачана та парнесĕр хăвармарĕ.

Карина ПАРИКОВА, 5-мĕш класс:

- Эпир пÿртри кашни пÿлĕме тĕрлĕ эрешсемпе капăрлататпăр. Чăрăш лартатпăр. Хамăн тантăшсемпе, тăвансемпе Çĕнĕ çул уявне пĕрле ирттеретпăр. Хăш-пĕр çул тăвансем уява çуралнă тăван килĕнче пуçтарăнаççĕ. Юрлатпăр-савăнатпăр, пĕр-пĕрне парнесем парса саламлатпăр. Уява епле кĕтсе илетĕн, çулталăкĕпех çапла пурăнатăн теççĕ-çке, шăпах çавăнпа ăна асăнмалăх савăнăçлă ирттерме тăрăшатпăр. Пире кашни çулах Хĕл Мучи парне парать.

Эпĕ Çĕнĕ çулта тата тăрăшарах вĕренĕп, çĕнĕрен-çĕнĕ ÿсĕмсем тăвăп.

Наташа ПАРИКОВА, 6-мĕш класс:

- Мĕнпе килĕшет-ха мана Çĕнĕ çул уявĕ? Савăнăçпа, юрă-ташăпа. Чăрăш тавра юрлатăн, ташлатăн. Хĕл Мучипе Юр пике канфет-пĕремĕкпе хăналаççĕ. Эпир те килте чăрăш çине канфетсем çакатпăр, ăна капăрлататпăр. Унсăр пуçне урамри пăрланнă кÿлĕ йĕри-тавра гирлянда çакса тухатпăр, ун пек конькипе ярăнма чылай хаваслăрах!

Стасик МАНИН, 6-мĕш класс:

- Эпĕ çитес çул тата тăрăшарах вĕренĕп, спорт ăмăртăвĕсенче хастарлăх кăтартăп. Кăçалхи пекех сывлăш çĕленĕ вĕçтерессипе иртекен ăмăртусене хутшăнса мала тухасшăн. Килте эпир яланах чăрăш капăрлататпăр, атте-анне мана та Хĕл Мучи парнипе савăнтарать.

Алеша ЕФРЕМОВ, 5-мĕш класс:

- Çитес çул та яланхи пекех тăрăшса вĕренес килет. Ăмăртусене хутшăнса мала тухма ĕмĕтленетĕп.

Килте чăрăш капăрлатрăмăр. Вăл хăйĕн çутипе кăмăла çĕклет. Кĕçех Хĕл Мучи мана парнепе савăнтарĕ. Мĕн парсан та эпĕ кăмăллă юлăп. Çĕнĕ çул парни-çке вăл!

 

Шкул ачисен шухăшĕсене ыйтса пĕлнĕ хыççăн хам та ачалăха таврăнтăм. Эпĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухне шкул ачисен елкине шкултах ирттеретчĕç, пысăк коридорти пĕр класра. Пуçламăш классем малтанхи шкул çумне хушса çĕкленĕ çуртра вĕренетчĕç, аслисем - пысăк коридорта.

Аслăрах класа куçсан Хĕл Мучи уявне ялти клубра ирттерме пуçларĕç, хальхи Культура çуртĕнче мар, ăна кайран çеç хăпартрĕç. Малтанхи кивĕ клубра библиотека та пурччĕ, кино пăхмалли зал та, сцена та. Эпĕ аслă класра вĕренме пуçланăччĕ ун чухне. Манăн аттене, Вячеслав Александрович Александрова, шкул ачисен уявĕнче Хĕл Мучи пулма йыхравланă. (Вăл «Заветы Ильича» колхоз агрономĕ, спектакльсенче вылякалатчĕ, кĕлеткипе Хĕл Мучи пек-рехчĕ). «Ман карçинккана кученеç тултарсан çеç Хĕл Мучи пулма килĕшетĕп!» - тет ăна атте. Мĕн шухăшлатăр эсир? Аттене карçинккана тултарса параççĕ! (Вăл вăхăтра халăхăн канфет-пĕремĕк илме укçи сахалтарах пулнă-çке). Халĕ Хĕл Мучи ачасене сăвă-юрăшăн пĕрер-икшер канфет кăна çитерет. Пирĕн вăхăтра шкулта ятарласа хутран пĕчĕк хутаç тăватчĕç, унта мĕн чухлĕ тутлă çимĕç чикни курăнмасть пулсан та ача: «Мана Хĕл Мучи пĕр хутаç парне пачĕ», - тесе савăнатчĕ.

Хĕл Мучи, манăн атте, ачасене тăраниччен пылак çимĕçпе хăналанă ун чухне. Çав Çĕнĕ çул уявĕ пурин асĕнче те юлнă.

Галина ЗОТОВА,

вĕрентекен.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.