Комментировать

25 Дек, 2014

Асламăшĕн ырăлăхĕ - мăнукĕнче

- Юмах вулама питĕ юрататăп. Пĕррехинче фасоль çинчен çырнипе паллашрăм та манăн та çавăн пекреххине хайлас килчĕ. Пĕлĕт таран çитĕннĕ пахча çимĕç çинчен пĕлме питĕ интереслĕ пулчĕ-çке. Эпĕ вара «Укçа йывăççи» юмах çыртăм. Ăна вĕрентекене Галина Вячеславовнăна кăтартрăм та вăл манăн хайлава «Самант» журнала ярса пачĕ. Хамăн ĕç пичетленсен питĕ савăнтăм, - кăмăллăн калаçать Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Диана Манина.

Пур предмета та юратса вĕренет вăл. Вырăс литературине вара уйрăмах кăмăллать. Алена Юрьевна Мадебейкинăн кашни сăмахне ăса хывать, вăл каланисем пурнăçра кирлĕ пуласса ĕненет. Çынна хакланă чухне те Дианăшăн ырăлăх тата тĕрĕслĕх малти вырăнта.

Хастар хĕрача физкультура урокне те юратса çÿрет, баскетболла ăста вылять. Ăна кура тантăшĕсем те хавхаланаççĕ.

- Эпĕ асаннерен тĕслĕх илетĕп. Мана çулталăкранпах пăхса пурăнать вăл. Сакăрвунна çитрĕ пулин те паян та ахаль лармасть, килте вăл тытман ĕç çук. Мана çыхма вĕрентрĕ. Эпĕ ăна яланах савăнтарма тăрăшатăп. Акă шарф та çыхрăм, - тет Диана.

Асламăшĕн ырăлăхĕ мăнукне те куçнă. Пĕр-пĕрне ăнланни, пĕр-пĕрин телейĕшĕн çунни вара мĕн тери паха.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.