Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

25 Дек, 2014

Çывхарса килекен Çĕнĕ 2015 çула эпĕ паян та ача чухнехи пекех савăнса та хăпартланса кĕтсе илес тĕллевлĕ. Килте чăрăша тĕрлĕ теттепе илемлетсе капăрлатнă та ĕнтĕ. Вăл уяв каçхине йăлтăртатса çуталĕ, пурне те телей, савăнăç парнелес тенĕн вун-вун тĕспе çиçĕ. Çĕнĕ çулăн чи хаклă йывăççи айĕнче Хĕл Мучипе Юр пикен парне хутаççи те туллин илĕртсе ларĕ. Сурăх çулталăкĕ те ырă пурнăç, кулленхи савăнăç-телей парнелессе шанса, ĕмĕтленсе пурăнатăп.

Пурнăçăн ытларах пайĕ юратнă ĕçре иртет. Чунтан кăмăллакан «Тантăш» хаçатра вăтăр çул ытла тăрăшма тÿр килнишĕн савăнатăп. Туслă йыш пурришĕн, маттур ĕçтешсемпе пĕр коллективра вăй хума тивнишĕн хĕпĕртетĕп. Ĕçе васкатăн-и е пĕр-пĕр шкула çамрăк вулакансемпе тĕл пулма çула тухатăн-и - чунра яланах ачасен хаçатĕнче тăрăшнишĕн мăнаçланни сисĕнет. Чăннипех те çапла. Шкул ачисене мĕн интереслентернине, вĕсен туйăмне ăнланма пултаракансемпе пĕр коллективра пулнишĕн те питĕ савăнатăп. Ашшĕ-амăшне те çакна калас килет: эсир хăвăр ачăрсене юратнă пекех вĕсем те «Тантăш» хаçата, кĕçĕннисем «Тетте», аслисем «Самант» журналсене кăмăлласа вулаччăр. Çĕнĕ çулта та пепкĕрсемпе мăнукăрсем çак кăларăмсемпе туслă пулччăр.

Хаклă тусăмăрсем! Сире пурне те Çĕнĕ çулпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Çитес çул та пĕрле пуласчĕ.

Владимир ФЕДОРОВ,

«Тантăш» хаçатпа «Тетте»

журнал редакторĕ.

 

Луиза ВАСИЛЬЕВА:

Хĕллехи кун маншăн - чи илемли! Ача чухне те çак вăхăта кăмăллаттăм. Тавралăх шурă кавирпе витĕнни, çерçисемпе кăсăясем тата уйăпсем эпир пиччепе ăсталанă сырăшсенче апатланни, ирсерен кашни килте мăрьесенчен тĕтĕм тухни кăмăла çĕклетчĕç. Тата та чуна хăпартлантараканни - çырмара çунашкасемпе, йĕлтĕрсемпе ярăнни, аслисемпе шăннă пĕвене юртан тасатса кунсерен коньки çине тăни! Шартлама сивĕре те апат çинчен манса шăннине пăхмасăр çутçанталăк ытамĕнче пулнă. Таврана каç сĕмĕ çапсан, пĕлĕте уйăхпа çăлтăрсем шуса тухсан та киле кĕме васкаман. Атте-анне шырама тухсан çеç пăрланса ларнă шăлаварсене шакăртаттарса вĕсен хыççăн утнă. Апла пулин те - никам та чирпе аптраман, пушшех сывлăх енчен, асанне калашле, пăхаттир пек сывлăхлă пулнă.

Мĕнех, туссем, Сурăх çулĕнче сурăх çăмĕнчен çыхнă ăшă кофта, алса, нуски, калпак тăхăнса çырманалла çунашкапа е йĕлтĕрпе васкасан - юмахри Юман паттăр пек сывлăхлă пулатăрах! Эсир, компьютер умĕнчен хăпса та ун çинчен пуçĕпех манса, çав асамлă вырăна кăткă пек пуçтарăнни тахçантанпах тунсăхланă çырмасене савăнăç çеç кÿрĕ. Çитменнине чи кирлине СЫВЛĂХ парнелĕç вĕсем сире!

 

Нина ЦАРЫГИНА:

Хаклă вулаканăмăрсем! Сире Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатăп! Вĕренекенсене спортпа туслă пулма, вĕренÿре çитĕнÿсем тума, кашни ĕçре хастарлăхпа палăрма сунатăп. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне вара - чăтăмлăх, савăнăç, лăпкăлăх.

«Тантăш» хаçатпа ытти çулсенчи пекех туслă пулăр. Хăвăрăн хайлавăрсене пирĕн почтăна ярсах тăрăр. Чи кирли - Çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илĕр, вара вăл ăнăçлă та телейлĕ иртĕ.

 

«Самант» капитанĕ - Владимир СТЕПАНОВ:

Пурнăç тинĕсĕ вĕçĕ-хĕррисĕр те тарăн. Сенкер тÿпере сарă хĕвел йăл кулса пăхни - пурнăç илемне асамлатать те юмахлатать. Мĕн тăвăн: тинĕсре хăрушла çил-тăвăл та тухкалать.

«Самант» хурçă карап пек хумсене çурса малалла ишет, сехрене хăпартакан 9-мĕш вал журнал тусĕсене пĕрре те шиклентермест! Çут тĕнчене астутарсах тăмалла: «Тетте», «Тантăш», «Самант» тусĕсене нимĕнле çил-тăвăл та хăрушă мар! Кам пирĕнпе - вăл хастар, пултаруллă, маттур, телейлĕ.

Туссем, сирĕн пурнăçра яланах хĕвел пăхса тăтăр, çил-тăвăл вара айккипе иртсе кайтăр. Астăвăр, шăпа штурвалне кашни хăй тытса пырать. Телей пурне те юратать, никама та уйăрмасть. Пурнăçра пĕтĕмпех хамăртан килет.

 

Лариса ПЕТРОВА:

Çĕн çула ăçта кĕтетĕн.
Эпĕ – тĕп сакайĕнче.
Каçсерен унта, пĕлетĕн,
Питĕ хăйне май тĕнче.
 
Шăшисем чĕриклетеççĕ,
Ирттереççĕ ăмăрту,
Кушакне те илĕртеççĕ -
Лешĕ хускалмасть атту.
 
Шăшисем - хаваслă халăх,
Тăрăшуллă та правур.
Кăшт вĕсем пекрех пулмалăх
Халĕ ман та шухăш пур.
 
Ма тесен çынна çимеççĕ,
Мухтанмаççĕ те пачах,
Пĕртте кахала пемеççĕ,
Тем ĕçлеççĕ тăтăшах...
 
Пит чăна ан ил, тархасшăн -
Эп шÿтлерĕм-ха пăртак.
«Тантăшпа» пĕрлех пуласшăн
Халь ĕмĕтленетĕп ак.
 
Ырă шухăшпа кĕресчĕ
Качака çулталăкне.
Ăшă салам вĕçтересчĕ
Пĕтĕм чăваш халăхне!
 

Кристина БАЙБАТОРОВА:

Сывлăх сунатăп, юлташсем, тăванăмăрсем! Нумай та юлмарĕ, Сурăх çулĕ алăкран шаккать ĕнтĕ. Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Ачасем, япăх паллăсене кивĕ çула хăварса Çĕнĕ çула лайăххисемпе, ырă кăмăл-туйăмпа кĕретпĕр, çапла вĕт? Малашлăхра сирĕн ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр, Сурăх çулĕ пĕлтĕрхинчен темиçе хут лайăхрах пултăр.

 

Надежда ПЕТРОВА:

Çĕнĕ çула пурте юратаççĕ: ачасем те, çитĕннисем те. Кашниех çитес çул иртнинчен лайăхрах пуласса шанать. Ĕмĕтленни, шанни пурнăçлантăр. Çĕнĕ çула çемьепе е юлташусемпе савăнса кĕтсе илме, ырлăх, сывлăх, телей сунатăп сире пурне те!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.