Архив - Мар 2014 - Тантăш

март 27th

27 Мар, 2014

Анлă юхан шыв хĕрринчи шурă Шупашкар

Çĕр-шыв карттине эсĕ, хаклă тусăм, пĕрре çеç мар уçса пăхнах ĕнтĕ. Унăн сарлакăшĕнчен те, вăрăмăшĕнчен те тĕлĕнни каламасăрах паллă. Карттă çинчи хуласен шучĕ калама çук йышлă пулни те сана та шухăшлаттарнах. Тата сăрт-ту, кÿлĕ, юхан шыв, вĕçĕ-хĕр-рисĕр вăрман, тинĕс нумаййи те савăнтарни каламасăрах паллă.

27 Мар, 2014

«Çĕнĕ ятсен» вĕр çĕнĕ кĕнеки

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» («Открываем новые имена») çамрăксен литература пултарулăхĕн регионсем хушшинчи конкурсĕ пирки илтнех-тĕр тантăшăмăрсем. Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотекин пуçарăвĕпе 2004 çулта йĕркеленнĕскер пĕлтĕр пиллĕкмĕш хут иртнĕччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăна мар, хăш-пĕр хайлавпа та паллаштарнăччĕ сире. Пултарулăх ăмăртăвне чăвашла тата вырăсла çыракан 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултарнă.

27 Мар, 2014

ЦСКАра - вунă çул

Сергей Николаевич Игнашевич - хÿтĕлевçĕ, спортăн тава тивĕçлĕ маçтăрĕ - 1979 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. «Торпедо» шкулĕнче ăсталăх илнĕ. Вăл çак командăсемшĕн вылянă: «Спартак-Орехово» Орехово-Зуево (1999), «Крылья Советов» Самар (1999-2000), «Локомотив» Мускав (2001-2003), ЦСКА Мускав (2004 çултан пуçласа паянхи кунччен). 2002, 2005, 2006, 2012¹/2013 çулсенче Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ. 2001, 2005, 2006, 2008, 2009, 2011 тата 2013 çулсенче Раççей, 2005 çулта вара УЕФА кубокне илнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче 94 матч вылянă, 5 гол кĕртнĕ.

27 Мар, 2014

Леня Голиков паттăрлăхĕ

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи нумай çамрăк пурнăçне татнă.
Арçын ачасем те аслисемпе тан çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлесе пуç хунă.
Çавăн пек харсăрсенчен пĕри - Леня Голиков.

март 20th

20 Мар, 2014

Ытти халăха хисеплени аван, çапах тăван чĕлхе сумĕ те ан чактăрччĕ...

Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнисем çак районта пиллĕкĕн. Вĕсенчен пĕри, Константин Михайлович Антонов, шăпах Комсомольски 1-мĕш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун ячĕпе кунта асăну хăми те уçнă. Ан тив, çамрăк ăру камран тĕслĕх илмеллине пĕлсе ÿстĕр.

20 Мар, 2014

Телей çăлтăрĕсем... Паян та хулпуççи çинчех

Мускаври çар университетĕнче вăй хуракан психологи наукисен кандидачĕ, Юрий Михайлович Охотников доцент, Çар ăслăлăхĕсен академийĕн профессорĕ каçсерен конференцие хатĕрленсе тĕрлĕ материал пухса хатĕрлет. Паян та компьютер умĕнче вăл. Ара, кирек епле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă-çке.

20 Мар, 2014

«Вăхăта усăсăр ирттериччен...»

Хăшĕ-пĕри ÿт-пĕве çирĕплетес тесе тĕрлĕ хускану тăвать. Теп-рисем спорт секцийĕсене çÿресе савăнăç тупаççĕ кăна мар, хул-çурăма тĕреклетеççĕ те. Вун пĕрмĕш класра вĕренекен Валя Васильева вара шкулти "Родина" çарпа патриот клубне яланах хаваспа васкать.

март 13th

13 Мар, 2014

Шырăр, çырăр, ÿкерĕр, хутшăнăр та çĕнтерĕр!

«Кĕнеке – паха тупра, ăна упра. Кĕнекепе туслашсассăн ăс пухатăн», – тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Ку сăмахсем паян та кивелмен. Паллах, компьютер пĕлĕвĕ те питĕ кирлĕ. Анчах ачана кунашкал кăткăс техникăпа паллаштариччен, кирлĕ информацие çăмăл мелпе шырама вĕрентиччен малтан кĕнекепе туслаштармалла. «Мĕншĕн?» – тесе тĕлĕнетĕр-и? Ара, шăпах кĕнеке çамрăка шухăшлама, илемлĕ те яка калаçма, тĕрĕс çырма хăнăхтарать; асамлă та хăйне евĕрлĕ тĕнчене ертсе кĕрет; пулăмсене хак пама, анлăрах курма май парать.

13 Мар, 2014

«Пичче, эсĕ хальхинче те «5» паллă илетĕнех!»

Дима Золотаревшăн пурнăçра вĕренÿ пĕрремĕш вырăнта. Пур предмета та юратать вăл, çапах та чи çывăххи те, юратни – математика. Задача е уравнени шутласси уншăн çав тери çăмăл. Темĕнле кăткăс хăнăхтарусене те самантрах парăнтарать.

Страницы