- Чăвашла верси
- Русская версия
ЦСКАра - вунă çул
Сергей Николаевич Игнашевич - хÿтĕлевçĕ, спортăн тава тивĕçлĕ маçтăрĕ - 1979 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. «Торпедо» шкулĕнче ăсталăх илнĕ. Вăл çак командăсемшĕн вылянă: «Спартак-Орехово» Орехово-Зуево (1999), «Крылья Советов» Самар (1999-2000), «Локомотив» Мускав (2001-2003), ЦСКА Мускав (2004 çултан пуçласа паянхи кунччен). 2002, 2005, 2006, 2012¹/2013 çулсенче Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ. 2001, 2005, 2006, 2008, 2009, 2011 тата 2013 çулсенче Раççей, 2005 çулта вара УЕФА кубокне илнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче 94 матч вылянă, 5 гол кĕртнĕ. Вăл - Европăн 2008 çулхи чемпионачĕн пăхăр призерĕ, çавăн пекех 2012 çулхи чемпионата та хутшăннă. 2006 çулта ăна Туслăх орденĕпе наградăланă.
Çак маттур футболист çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха эпир/ «Торпедо» шкулĕ арканнăран Эдуард Стрельцов, Валентин Иванов, Валерий Воронин тата Виктор Шустиков пуçарса янă мухтавлă йăлана тăсаканĕ пулма тÿр килмен ăна. Клубри тĕп йышра выляма пултарнăскер тахăш самантра физкультура коллективĕ-сен ăмăртăвне хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Торпедо команди çапларах йĕркеленсе кайнă. Анчах Игнашевич унта нумай тытăнса тăман, 1998 çулта клубри çичĕ юлташĕпе пĕрле çамрăксен «Спартак» командине куçнă. Шăпах çав вăхăтра вăл пĕр матчра икĕ гол кĕртсе хăйĕншĕн рекорд лартнă.
«Крылья Советов» клуба куçсан пĕрремĕш матч умĕн çамрăк футболистăн ыйхи те вĕçнĕ. «Уралана» хирĕç выляма тивнĕ-çке! Халĕ Игнашевич хуть те хăш халăх хапхаçине те - «Боруссири» Йенс Леманн нимĕçрен пуçласа «Шахтерти» Стипе Плетикоса таранах% парăнтарма пултарнине кура çакна ĕненме те йывăр пек. Ун чухне вара çирĕм çулти яш тин кăна çĕнĕ шая куçнă-çке. Епле хумханмăн/
Кăçал Сергей Игнашевич ЦСКА-ра выляма пуçланăранпа вунă çул çитрĕ. Çак вăхăт хушшинче савăнмалли те, хурланмалли те пайтах пулнă. Çапах футбола юратни йывăрлăха парăнтарма, ÿксен çĕкленме яланах пулăшать.
Кĕпепе çуралнă
2002 çулта Игнашевич ылтăн медале тарпа тата юнпа çĕнсе илнĕ тесен те юрать. Çу уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче «Локомотив»-«Ротор» матчĕн пĕрремĕш таймĕ вĕçĕнче хирĕçлисен тапăнаканĕ Денис Зубко ăна ăнсăртран питрен тапнă. Тăн çухатнăскере тухтăрсем çавăрса илнĕ, васкавлă пулăшу машинипе больницăна ăсатнă. Унта вара çапларах диагноз лартнă: пуç мими чĕтренни тата сăмса хуçăлни. Игнашевич тăватă кун реанимацире выртнă, тепĕр тăххăрăшне - пĕрлехи палатăра. Больницăран кăларнă чухне тухтăр ăна çапла каланă: «Çамрăк çыннăм, эсĕ кĕпепе çуралнă. Пуç купташки çирĕп санăн, унсăрăн... Лайăх генсемшĕн аçу-аннÿне тав ту».
Кăçалхи чемпионатра Раççей çĕнтерес шанăç пысăк
Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Раççей премьер-лиги çулталăка пĕтĕмлетсен чи палăрнисен шутне Роман Широковпа Александр Кержаков зенитçăсем тата ЦСКА хÿтĕлевçи Сергей Игнашевич кĕнĕ. «Çак награда иртнĕ çулталăка кăна мар, манăн пурнăçри футбол тапхăрне пĕтĕмпех хак панăн туйăнать. Унăн ячĕ те çапларах вĕт: «футбол аталанăвне витĕм кÿнишĕн». Халĕ пурнăçăмра йывăртарах вăхăт пуçланчĕ, килес çул вара ăнăçлă пуласса шанатăп», - тенĕ вăл чыславра.
«Спартака» 0:3 шутпа выляса янине Игнашевич чи ăнăçсăр матчсен шутне кĕртет. Лайăх вылянăн туйăннăран çак парăну командăна питĕ кулянтарнă.
Аса илме кăмăллисен шутĕнче вара - Португалипе Израиль матчĕсем.
Кăçал Бразилире иртекен футбол чемпионатĕнче çĕнтерессе шанать Игнашевич. «Эпир çурма финала тухма пултаратпăрах», - тет вăл. Паллах, кампа выляссинчен те чылай килет.
Мĕн пирки ĕмĕтленет-ха Сергей Игнашевич/ Тĕнче чемпионатĕнче гол тапса кĕртме! Эпир те çакна чунтанах шанатпăр!
Футболистăн чăваш тымарĕсем
Сергей Игнашевич амăшĕ чăваш пулнине пĕлмен çын республикăра çук та пуль/ Раиса Герасимовна Хĕрлĕ Чутай районĕн-чи Тумликасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Футболистăн кукамăшĕ те мăнукĕн кашни матчне телевизорпа пĕр сиктермесĕр сăнать. «Çамрăкрах пулас тăк Мускаври аренăсене те çитĕччĕ», - тет ун пирки тепĕр мăнукĕ, Игнашевичăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Сергей Бармин. Кукамăшĕ халĕ вĕсем патĕнче пурăнать-çке. Сăмах май, Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренекен Сергей мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Физкультура урокĕсене хаваспа çÿ-рет, хальччен пĕринчен те юлман-ха.
«Малтан эпир Çĕнĕ Атикасси ялĕнче пурăнаттăмăр, - каласа парать паллă футболистăн шăллĕ. - Каçхи 6-7 сехетсенче ачасем тата аслисем пĕрле пуçтарăнса футболла выляттăмăр. Кайран Вырăсушкăне куçсан кунта та стадион пуррине пĕлтĕм. Анчах вылякансем хушшинче хÿтĕ- левçĕсем сахалрахчĕ, ытларах тапăнакансемччĕ. Çапла эпĕ хÿтĕлевçĕсен йышне кĕтĕм. Çак вăйă мана питĕ илĕртрĕ».
Вун икĕ çулта чухне амăшĕ ăна лагере канма янă. Сергей саккăрмĕш отряда лекнĕ. Унта та спорт вăййисем тăтăшах иртнĕ-ха. Хастарскере футболра варринчи çурма хÿтĕлевçĕ пулма суйланă. Кайран киле каяс умĕнхи кун аслисене, пĕрремĕш отряда, хирĕç вылянă вĕсем, 4:2 шутпа çĕнтернĕ. «Çав кун яланлăха манăн асăмра юлчĕ. Пĕтĕмлетÿ хыççăн эпир виççĕмĕш вырăн йышăнни палăрчĕ. Ку вара пирĕн-шĕн пысăк ÿсĕм», - çав телейлĕ вăхăта таврăннăн каласа парать Сергей. Халĕ вăл юратнă футбол клубĕшĕн, пиччĕшĕ вылякан ЦСКА-шăн «чирлет». Хăй те чап-лă футболист пулма ĕмĕтленет. Мĕнех, тĕллев лартса ăна пурнăçа кĕртме тăрăшсан пĕтĕмпех пулĕ. Пирĕн пуласлăх - хамăр алăра. Сергей, сана та ăнăçу сунатпăр!
Игнашевич Чăваш Енри ачалăхне аса илни
Сергей Игнашевич Белоруссири аслашшĕпе асламăшĕ патне тăтăшах çÿренĕ. Чернобыльте авари пулнă çулхине вара ашшĕпе амăшĕ ăна Чăваш Ене, кукамăшĕ патне ăсатнă. Акă мĕнлерех аса илет паллă футболист çав вăхăта.
«Манăн тантăшсем унта çукпа пĕрехчĕ. Чи кĕçĕнни - аннен шăллĕ, Владик. Вăл манран пилĕк çул аслăрахчĕ, эпĕ ялан унпа пулма тăрăшаттăм. Вăрмана каяççĕ-и, шыва кĕме-и - эпĕ те хыççăнах. Ытти чухне кил çывăхĕнчи пĕвере чăмпăлтататтăмччĕ-ха, унта шывĕ те чĕр куççи таран кăна. Владикпа юлташĕсем кăмăллакан вырăнти чăнкă çыран вара 2-3 метра та çитет пуль. Ыттисем хыççăн эпĕ те шыва сикме шут тытрăм, пĕтĕм вăйран чупса пытăм та - шывалла! Чăмрăм та - унта вара тĕпĕ те çук. Ишме пĕлместĕп. Çырана аран-аран çитрĕм.
Кукамайăн тăхăр ачаччĕ. Аслисем кĕçĕннисене пăхатчĕç. Ял çыннисем ялан ĕçре вĕт-ха. Пĕррехинче вĕсем колхоз хирне тухса кайрĕç, мана килте пĕчченех хăварчĕç. Çак ирĕклĕх мана питĕ килĕшрĕ. Кÿршĕ ачипе кунĕпе выляттăмăр, «Бобик Барбос патĕнче хăнара» мультфильмри пекех. Ют пахчари грушăсене силлесе антараттăмăр, хире пăрçа татма çÿреттĕмĕр. Утă уйăхĕн вун тăваттăмĕшĕнче юлташпа манăн çуралнă куна паллă турăмăр, çурт тăрринче унччен пуçтарнă пăрçана çисе лартăмăр».
Çак хăйне евĕр самантсене Сергей Игнашевич паян та ăшă кăмăлпа аса илет.
Комментировать