Комментировать

20 Мар, 2014

Телей çăлтăрĕсем... Паян та хулпуççи çинчех

Мускаври çар университетĕнче вăй хуракан психологи наукисен кандидачĕ, Юрий Михайлович Охотников доцент, Çар ăслăлăхĕсен академийĕн профессорĕ каçсерен конференцие хатĕрленсе тĕрлĕ материал пухса хатĕрлет. Паян та компьютер умĕнче вăл. Ара, кирек епле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă-çке. Акă канса илмелле тесе сайта кĕчĕ. Чим, Чăваш Енре пурăнакан паллакан çын та унта иккен.

Каçарăр, иртги куç умне тухрĕ...

– Сывлăх сунатăп аякри ентешĕме! Мĕнле пурăнатăр? Паянхи кун ăнăçлă иртрĕ-и? – сăмах пуçарчĕ полковник компьютер клавиатури çине пÿрнисемпе пуснă май.

– Пурăнатпăр-ха, майĕпен. Тин çеç урай сĕрсе тухрăм, – килчĕ самантрах кĕске хурав.

– Урая сĕрмеççĕ пуль ĕнтĕ, тен, çăватăп темелле? – кăсăкланчĕ Юрий Михайлович, унтан шухăша кайрĕ.

«Тăван тăрăхран, Етĕрне районĕнчи Килтĕш ялĕнчен тухса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ çав. Хăш-пĕр чăваш сăмахне манса пыратăп-ши вара? Тĕрĕссипе, чăваш сăмахлăхĕн арчи питĕ пуян. Тем тĕрлĕ сăмах упранать унта. Шел, Мускавра тăван чĕлхепе сайра пуплетпĕр», – тесе хăйпе хăй калаçрĕ вăл.

– Чăвашсем урая сĕреççĕ те, çăваççĕ те. Техĕмлĕ курăк çисе кĕтÿрен таврăннă ĕнен кăпăклă сĕтне те сĕреççĕ, – каллех килчĕ кĕске хурав.

– Пĕвери пулăсене те сĕреççĕ. Ача чухне кун пек ĕçсемпе аппаланма юрататтăмăр çав, – унран юлас темерĕ полковник та. – Выльăха та мăйĕнчен сĕреççĕ. Анчах шеллетĕп вĕсене, питĕ шеллетĕп... Тепĕр чух пырта тем чăмакки капланса ларать.

– Выльăха какай тума усраççĕ-çке, çавăнпа та хĕрхенмелле мар. Пурнăçĕ çавнашкал пирĕн.

Пĕр вăхăт хурав параймарĕ Юрий Михайлович, унтан хăйне алла илсе каллех компьютер клавиатури çине пусрĕ.

– Каçарăр, куç умне Афганистанри тата Чечняри самантсем тухса тăчĕç. Унта салтаксене выльăх вырăнне хуратчĕç. Вилнисем хушшинче пуçсăррисене те курма тÿр килнĕ. Хăрушăччĕ. Тĕрĕссипе вара, хам ирĕкпех Афганистана тухса кайнă. Кирек мĕнле çар çыннипе салтакăн та Тăван çĕр-шыва сыхласси – тĕп тĕллев пулмалла-çке. Вăрçă вăхăтĕнче пÿлĕмре ларнипех паттăрлăх кăтартаймăн. Пурте пĕрле кар тăрса тăшмана хирĕç ыткăнмалла. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче те пирĕн асаттесемпе кукаçисем нимĕнле йывăрлăхра пуçĕсене усман, шав малалла ăнтăлса тăшмана çапса аркатнă. Килес ăрăва тăнăç пурнăç парнеленĕ, – çапларах вĕçлерĕ хăй çырăвне полковник.

Теттепе выляс килет-и? Пилĕк пус!

Пĕчĕкренех çар çынни пулас ĕмĕт канăç паман Юрăна. Асламăшĕ те пĕремĕк-таврашне ăна ытларах çитерме тăрăшнă. «Санăн пысăк çын пулмалла, çавăнпа вăй-хăват хушмалла», – тенĕ вăл мăнукне пылак кучченеç тыттармассерен. Унăн сăмахĕсем çунатлантарнă арçын ачана. Çавăнпа хăвăртрах шкула кайса ăс пухас килнĕ. Улттă тултарсан çак ĕмĕт пушшех амаланнă. Таçтан кутамкка тупнă та унта аппăшĕн сумкинчен кăларса илнĕ кăранташпа тетрадьне тата букварьне чиксе хунă. Тепĕр кунне ир-ирех никам сисиччен пĕлÿ çуртне тухса вĕçтернĕ. Коридора кĕрсенех вĕрентекенсем тытса чарнă ăна.

– Кам ачи эсĕ? Мĕн туса çÿретĕн кунта? – кăсăкланнă хайхискерсем.

Арçын ача хăй мĕншĕн килнине каласан, лешсем ахăлтатса кулнă.

– Ачам, иртерех-ха сан парта хушшине ларма. Килне кай халь, вăхăт çитсен хамăрах систерĕпĕр, – тесе йăпатнă шĕвĕрккене.

Чунĕ тăвăлса килнĕ Юра виçĕ кун кăмака хыçĕнче макăрнă.

...Пĕр кунхине амăшĕ сĕтел çине вунă тенкĕлĕх укçа хурса хăварнă. Ăна самантрах Юрăн аппăшĕ ярса илнĕ. «Эпĕ пĕрремĕш курнă, çавăнпа та вăл манăн!» – хăпартланнă сасартăках. Унăн сăмахĕ– сем арçын ачан кăмăлне кайман. «Аннене каласа паратăп!» – парăнман вăл та. Зоя шикленсе ÿкнĕ, йăпăлтатма тытăннă. «Чим, апла пайлар ăна, анчах мĕнле?» – тенĕ пăшăрханса. Юра нумай шухăшласа тăман, хачă йăтса килнĕ. Хут укçана вĕсем самантрах варринчен каснă. Çакăншăн пĕр тăвансене паллах пуçран шăлман амăшĕ, лайăхах лектернĕ. «Ахалех шкула илмерĕç. Унта вĕреннĕ пулсан ăслă пулаттăм. Укçана та хачăпа касман пулăттăм. Патакне те çиместĕм», – тесе куляннă арçын ача.

Пĕрремĕш класа амăшĕ пусмаран çĕлесе панă сумкăпа çÿренĕ Юра. Рогнеда Никандровна Дмитриева педагогăн кашни сăмахне тимлĕ итлесе ларнă вăл. Вулама вĕренсен библиотекăран тухма пĕлмен. Тепĕр чух, çил-тăманлă каçсенче çутă сÿн- нĕ. Ун пек вăхăтра урокĕсене хунар çутипе тунă, юратнă кĕнекине те алăран яман.

Канмалли кунсенче кино курма клубалла васканă арçын ача. Анчах ялан пилĕк пус парайман ăна амăшĕ. Çавăнпа юлташĕ-семпе клуба маларах кайнă та кĕтесе пытанса ларнă. Кино пуçланассине систерсе çутта сÿнтерсен, шăппăн çеç йăраланса тухнă вĕсем хăйсен «шăтăкĕсенчен». Шел, тепĕр чухне «тыткăна» çакланнă вĕсем, сăмах-юмах тапратмасăрах хайхискерсене урама кăларса янă.

«Çынсем пек тенкел çинче ларса илемлĕ фильм курас килет, анчах укçа ăçтан тупмалла-ха?» – тесе тарăн шухăша путнă Юра. Пĕррехинче лавккари çÿлĕк çинче тетте-машинăна асăрхасан канăçне йăлтах çухатнă. «Кур-ха, тапратса яма уççийĕ те пур. Кун пеккине пĕрремĕш хут куратăп, анчах мĕншĕн ытла хаклă-ши вăл?» – тесе пăшăрханнă. Ытти ачасем те çав машинăна курас тесе кулленех лавккана чупнă, темччен пăхса тăнă та пусăрăнчăк кăмăлпа каялла тухса кайнă. Юрăпа юлташĕ майне тупнă, урамра выртакан кĕленче савăтсене пуçтарса çунă. Никам ан куртăр тесе пахча хыçĕнчи йывăçсем хушшине çĕр чавса пытарнă. Çур çулта вĕсем виçĕ михĕ пухнă та хавас кăмăлпа лавкканалла утнă. Кĕленчесемшĕн 13 тенкĕ панă вĕсене. Тетте туяннă çав укçапа. Юлнă нухратпа икĕ кило сушка тата канфет илнĕ. Çав кунхине пĕтĕм ял ачи вĕсем машинăпа вылянине пăхса ăмсанса ларнă. Пĕри те тепри тытса пăхасшăн пулнă йăлтăрккана, анчах хайхисене çийĕнчех асăрхаттарнă Юра. «Выляс килет-и? Пилĕк пус! Кино курма та укçа кирлĕ, лимонад та ĕçес кăмăл пысăк, пылак çимĕçсене те тутанас килет вĕт манăн!» – кăмăллăн çеç пупленĕ сушка чăмланă май.

 

Физика пÿлĕмĕнчи "хуçа"

Шкулта лайăх вĕреннĕ Юра. Истори предметне тата рисование юратнăран Прасковья Николаевна Андреевăна музей тума пулăшнă. Тĕрлĕ плакатпа стенд тăрăшса хатĕрленĕ вăл. Ял тăрăх çÿресе авалхи япаласем пуçтарас тĕлĕшпе те хастаррисенчен пĕри пулнă.

Тăххăрмĕш класа Советски шкулне çÿ-ренĕ йĕкĕт. Хастарлăхне кура ăна класс ертÿçи кино аппаратпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Урокра документ е веренÿ фильмĕсем кăтартмалла чухне вĕрентекенсем тÿрех унран пулăшу ыйтнă. Çапла мал ĕмĕтлĕ яш физика пÿлĕмĕнче «хуçа» пулса тăнă.

Унччен спортпа туслă каччă ку шкулта теннисла выляма вĕреннĕ. Анчах черетне ирех йышăнса хумалла пулнă. Тăхтав вăхăчĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Урок тухнине систерсе шăнкăрав янăрасанах пурте ăмăртмалла коридора чупса тухнă. Пĕрисем выляма, теприсем юлташĕсене хавхалантарма.

Пĕррехинче Юрăна Мускавра пурăнакан Женя аппăшĕ «Олимпиада-80» тесе çырнă эмблемăллă чаплă сумка парнеленĕ. Çакăншăн вăл мĕн тери савăннă! Ара, кун пекки шкулĕпе те никамăн пулман-çке. Юлташĕсем ăмсаннă, вăл вара мăнаçланнă. «Мана та пар-ха сумкуна, пĕр-икĕ кун ăна хам хулпуççи урлă çакса çÿрем», – текенсене хирĕçлеймен вăл.

 

Çар çынни пулма пиллетĕп !
 

Юрăн та салтака кайма ят тухнă. Ăсату каçĕнче, сĕтел хушшинче, ашшĕн пиччĕшĕ Аверкий Иванович сăмах илнĕ. «Санран питĕ çар çынни тăвас килет. Çавăнпа та хамăн погон çинчи подполковник çăлтăрĕ-сене парнелетĕп. Ан ман, телей çăлтăрĕсем вĕсем. Курса тăр, малашлăхра пулăшса, вăй-хăват парса тăрĕç. Типтерлĕ упра», – тенĕ пиллесе.

...1983 çулта Свердловскри танкпа артиллери училищин курсанчĕ пулса тăнă Килтĕш йĕкĕчĕ. Кунта хастар яш ăс-тăнне вăйлăрах аталантарнă, спорт ăмăртăвĕ-сене хутшăнса хул-çурăмне пиçĕхтернĕ. Тăван çĕр-шыва тата та ытларах юратма, хисеплеме вĕреннĕ. Пултаруллăскер çарăн виçĕ енлĕ кĕрешĕвĕ енĕпе спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Уралти çар округĕн пĕрлештернĕ командин членĕ пулнăран тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса пĕрре мар çитĕнÿ тунă. Училище чысне çÿллĕ шайра тытнă. Кайран çамрăк офицерсен спорт ăмăртăвĕнче те ăна çитекен пулман.

...Хăй ирĕкĕпе Афганистана тухса кайнă Юрий Михайлович. Кун пирки вăл ашшĕпе амăшне пĕлтермен. «Кулянтарас килмест», – тесе шухăшланă вăл.

Çитсенех Юрий Михайловича хăйне улăштараканĕ кĕмĕл лютер хĕрес тыттарнă. «...Ахаль хĕрес мар ку. Вилĕмрен, чир-чĕр-тен сыхлаканни. Ялан хăвăнпа пĕрле пултăр вăл. Ан ман, кунтан кайнă чухне хăвна улăштаракана парса хăвар», – тесе ăс панă.

...1988 çулхине душмансем çар гарнизонне пеме тытăнсан складсем çунма тытăннă. Снарядсем сирпĕнме тытăнсан пушшех çулăм ялкăшма тытăннă. Вут-çулăм чĕлхине парăнтарма йывăр пулнă, çавăн чухне вĕсен тĕрлĕ докуменчĕпе ытти япала кĕл купине çаврăннă. Вут-кăварпа кĕрешнĕ чух Юрий Михайлович çÿçсĕр тăрса юлнă...

Чаçри пĕр салтак юнашар госпитальти пĕр хĕре юратса пăрахнă та авланма шухăшланă. Командир Юрăна чĕнсе илнĕ. «Ку ĕç сан çинче пулĕ. Çырăнма илсе кай çамрăксене. Анчах каçчен каялла çаврăнса çитмелле сирĕн. Асăрхануллă пулăр», – тенĕ хытарса.

Палăртнă çĕре чиперех çитнĕ. Вăхăт хăвăрт шунă. Юра командир каланине асра тытса сехечĕ çине пăхсах тăнă. Васкатнă. Каялла кайнă чухне пăтăрмах сиксе тухнă. Вĕсем çийĕн пульăсем шăхăрса иртме тытăннă. Юра телейлĕ мăшăр ларса пыракан машинăна ирттерсе янă, хăйсем вара хирĕç пеме тытăннă.

Чаçе йĕркеллĕ çитнĕ. Тепĕр кунне ир-ирех хăйсен машинисене тухса пăхнă та шалт тĕлĕннĕ. Ара, хĕрпе каччă ларса пынă машинăна пуля йăлтах шăтарса пĕтернĕ. «Иккĕшĕ те кĕпепе çуралнă. Турра шĕкĕр, юрать моторне лектермен», – тенĕ ниепле те тĕлĕнме пăрахаймасăр.

Çаврăнăçуллă та пултаруллă яш чылай чăрмав витĕр тухса йывăрлăха парăнтарнă. Тус-юлташĕсене вăхăтра пулăшу панă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Юрий Михайлович Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тата ытти наградăна тивĕçнĕ.

...Юра хăйне хăварнă лютер кĕмĕл хĕресне никама та пама ĕлкĕреймен – çарсене Афганистан çĕр-шывĕнчен илсе тухма тытăннă та ĕнтĕ. Çавăнпа вăл хăйĕн-чех юлнă.

Чечен вăрçине кайнă чухне те çав хĕресе пĕрле илнĕ. Чăн та, тĕрлĕ йывăрлăхра пĕрре мар пулăшнине чунĕпе туйнă Юрий Михайлович. Паттăрла ĕçсемшĕн Суворов медальне тивĕçнĕ. Кунта та çав лютер хĕресе никама та парса хăварайман вăл. Шăп çав вăхăтра Чечняран салтаксене илсе тухма тытăннă.

– Эпĕ Аверкий Иванович ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕм. Е урăхла каласан унăн пилĕ çитрĕ. Çар çынни пулса тăтăм. Паян та вăл парнеленĕ çăлтăрсем – ман хулпуççи çинчех! Чăн та, телей çăлтăрĕсем вĕсем. Халĕ Аверкий Иванович çÿл тÿперен ман çине пăхса савăнать ахăртнех. Тата паллах хама ăс панă педагогсене – Геннадий Николаевич Григорьева, Дмитрий Иванович Иванова, Валентина Алексеевна Павловăна, Зоя Федоровна Ивановăна, Анастасия Ивановна Васильевăна, Нина Ивановна Анисимовăна тата ыттисене çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем хăй вăхăтĕнче пулăшса та хавхалантарса сĕнÿ-канаш паман тăк, тен, манран çар çынни те пулаймĕччĕ. Пĕлетĕп, юратнă вĕрентекенсен умĕнче – ĕмĕр парăмра,– тет кăмăллăн Юрий Михайлович Охотников полковник.

Элиза ВАЛАНС.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.