Архив - Мар 2014 - Тантăш

март 13th

13 Мар, 2014

«Юрăç мар, юрист пулăп!»

«Юрă вăл – пурнăç. Унсăр эпĕ пĕр кун та ирттерейместĕп. Тата вăл – чи лайăх сиплевçĕ, куллен сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», – тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси ялĕн пултаруллă ывăлĕ Владислав Жуков.

13 Мар, 2014

Пиччĕшĕнчен тĕслĕх илме тăрăшать

Кашни çулах Патăрьел тăрăхĕнче паллă поэтсен вулавĕсем иртеççĕ. Раиса Сарпи, Геннадий Айги, Митта Ваçлейĕ ячĕпе иртекен мероприятисенче чăвашлăхшăн çунакан, тăван чĕлхене чун-чĕререн юратакан шкул ачисем тĕрлĕ поэтпа автор сăввисене вулаççĕ. Айги вулавĕсем хальхипе саккăрмĕш хут иртрĕç.

13 Мар, 2014

Паттăрсем манăçмаççĕ…

Пирĕн республикăра çеç мар, Раççей Федерацийĕнче те интернационалист-салтаксене сума суса асăну кунĕ ирттереççĕ. Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа кăçал 25 çул çитрĕ.

13 Мар, 2014

Вĕрентекен, санăн яту сумлă!

Ĕнер кăна чупаттăмăр шкула… Çав асамлă вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ялти шкул та çавах, пирĕн учительсем те пур, анчах ачасен йышĕ çеç чакнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенче Пуянкассинчи вăтам шкулта 300 яхăн ача ăс пухнă пулсан, паян кунта (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта) вĕренекенсен йышĕ 70 патне кăна çывхарать.

13 Мар, 2014

«Эпĕ пĕлетĕп чăвашла»

Çавнашкал юрлаççĕ Йĕпреç районĕнчи Березовка шкулĕн ачисем. Ара, вĕсен гимн-çке вăл! Эсир «Çумăр çăвать ман çине» юрра пĕлетĕр вĕт? Кĕвви çавнашкал, сăмахĕсем çеç урăхла. Хăш чухне урокра хăнăхтарусем пурнăçласа ывăнни те пулкалать, тепĕр чухне савăнăçлă кăмăл-туйăм, класра вара гимн янăрать:

март 6th

6 Мар, 2014

Хĕрлĕ Чутайсем – пĕрремĕш!

2013 çулхи юпа - 2014 çулхи пуш уйăхĕсенче республикăра çамрăксен хушшинче Шкул волейболĕн лигин IV Чемпионачĕ пырать. Вăл Чăваш Енре тăваттăмĕш хут иртет. Мероприятисене Чăваш Республикин Спорт тата Вĕренÿ министерствисем, волейбол федерацийĕ йĕркеленĕ.

6 Мар, 2014

Артист мар вăл, анчах унран та кая мар

Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ те, Надежда Викентьевна пысăк сумка йăтса пĕрремĕшсем патне васкарĕ. Ялан çĕннине пĕлме ăнтăлакан ачасем ăна хавассăн кĕтсе илчĕç.

- Паян, паян мĕнпе кăсăклантаратăр пире/ - харăссăн ыйтрĕç вĕсем вĕрентекене сывлăх суннă хыççăн.

6 Мар, 2014

Надежда Павлова - Чăваш Ен мухтавĕ

Надежда Павлова Шупашкарта çуралнă. Çемьере вăл - саккăрмĕш ача. Ачаранах ташлама юратаканскер çичĕ çул тултарсан хăй тĕллĕнех Пионер çуртĕнчи хореографи кружокне çырăннă, кĕлеткене йĕркере тытас тесе диетăна пăхăнма пуçланă.

6 Мар, 2014

130-ти çамрăк шкул

Тăвай районĕнчи Тăрмăш вăтам шкулĕ кăрлачра 130 çулхи юбилейне паллă турĕ. Астрономсем пек тĕп-тĕрĕс каласан - хавхаллă шкул 1884 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Павел Сидоров çуртĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш вĕрентекен - Михаил Семенов ?Енĕш Нăрвашран%, шкула малтанласа 18 арçын ача çÿренĕ.

Страницы