Комментировать

13 Мар, 2014

Вĕрентекен, санăн яту сумлă!

Ĕнер кăна чупаттăмăр шкула… Çав асамлă вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ялти шкул та çавах, пирĕн учительсем те пур, анчах ачасен йышĕ çеç чакнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенче Пуянкассинчи вăтам шкулта 300 яхăн ача ăс пухнă пулсан, паян кунта (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта) вĕренекенсен йышĕ 70 патне кăна çывхарать. Вăтам пĕлÿ илес текенсен тăххăрмĕш класс хыççăн Шăмăршă шкулне кайма тивет.

Раиса Васильевна Алексеева пуçламăш классене вĕрентет. Çак ĕçре вăл 34 çул. Раиса Васильевна ĕç кĕнекине Шăмăршă районĕнчи Шамкайри шкулта уçнă. Чун вара çуралнă кĕтесех туртнă. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă, вăл малалла хăй вĕреннĕ шкултах вăй хума тытăннă. Чунри ачашлăхне, юратăвне веçех ачасене парать вăл. Вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех. Пĕчĕкскерсем ун патĕнчен кайма та пĕлмеççĕ, тем çинчен те ыйтса пĕлме, каласа пама тăрăшаççĕ. Раиса Васильевна кашни ача валлиех вăхăт тупать, пурне те тимлĕн итлет, кирлĕ сĕнÿ парать, тĕслĕх-семпе ăнлантарать.

– Паллах, вăтăр çул ытла шкулта ĕçлесе тĕрлĕ ачапа тĕл пулма тиврĕ, – чунне уçать Раиса Васильевна Алексеева. – Малтан класра 20-30 вĕренекен пулнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Апла пулсан та учитель ĕçĕ çавах тăрса юлчĕ. Пирĕн, пуçласа парта хушшине ларнăскерсене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕмелле, вĕсене вулама, шутлама, илемлĕ çырма хăнăхтармалла. Класс тулашĕнчи ĕçсем пирки те манса каймалла мар. Пĕчĕкскерсене пур енлĕн аталантарма тăрăшмалла.

Уявсене ачасен ашшĕ-амăшне класа чĕнет Раиса Васильевна. Тĕпренчĕкĕсем юратнă çыннисене хăйсен аллипе ăсталанă парнесемпе, юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Кунта çакна та асăнса хăвармалла: Раиса Алексеева хăй те юрра-ташша питĕ ăста, çавăнпа чăваш халăхĕн йăли-йĕркине вĕренекенĕсем патне çитерме тăрăшать. Пултаруллăскерсенчен ачасем те юласшăн мар, хаваспах юрлаççĕ, ташлаççĕ. Вĕренÿ çулĕнче вун-вун мероприяти ирттерет кĕçĕннисемпе Раиса Васильевна. Çут çанталăк ытамне те илсе тухать, илеме чунпа туйма хăнăхтарать. Интереслĕ самантсене ÿкерсе илсе ятарлă пухмача упрама хурать, компьютера вырнаçтарать.

– Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те, эпĕ учитель ĕçнех суйлăттăм, – пытармасть Р.Алексеева. – Чуна çывăх ĕç ку маншăн, çав вăхăтрах йывăр та, интереслĕ те.

Александр МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.