Паттăрсем манăçмаççĕ…

13 Мар, 2014

Пирĕн республикăра çеç мар, Раççей Федерацийĕнче те интернационалист-салтаксене сума суса асăну кунĕ ирттереççĕ. Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа кăçал 25 çул çитрĕ.

Кÿршĕллĕ çĕр-шыв çĕрĕнче пынă çар хирĕçĕвĕсен вăхăтĕнче пирĕн салтаксем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартрĕç. Çапăçусем, паллах, пысăк çухатусем те кÿчĕç, пин-пин салтакпа офицер пуç хучĕ.

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашье- лĕнчи вăтам пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă Сител каччи Александр Журавлев 1986 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче çак вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Чылай медальпе тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă паттăр салтак ячĕпе Пăлапуç Пашьел шкул çурчĕ çине ятарлă паллă вырнаçтарнă.

Кашни çулах шкулта Саша Журавлев ячĕпе волейбол турнирĕ иртет. Кăçал та çак йăлана пăхăнса Афган çĕрĕнче çар тивĕçне пурнăçланă ветерансем, пĕрле вĕреннĕ-ÿснĕ тантăшĕсем, Сашăн амăшĕ Роза Николаевна мăнукĕпе, волейбола юратакан çамрăксем пухăнчĕç. Асра юлмалли самант вара – Чăваш Республикинчи “Афган ветеранĕсен Раççейри союзĕ” организацинчен Сашăпа пĕрле хĕсметре пулнă юлташĕсем килсе çитни. Кăçалхи паллă куна палăртса организаци ертÿçи Игорь Кашаев ветеран-афганецсене медальсемпе чысларĕ. Уйрăм тав сăмахне Журавлевпа пĕр класра вĕреннĕ, Афган çĕрĕнче хĕсметре пулнă Сергей Кузьмичев тивĕçрĕ. Вăл çуллен иртекен турнира йĕркелеме укçа уйăрса пырать. Ăмăртăва хутшăннă сакăр ушкăна парне парса хавхалантарчĕç.

Александр Журавлев ячĕ пирĕн асра.. Яланлăхах 20 çулта юлнă салтак паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх: паттăрсем манăçмаççĕ…

Даша ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.