«Юрăç мар, юрист пулăп!»

13 Мар, 2014

«Юрă вăл – пурнăç. Унсăр эпĕ пĕр кун та ирттерейместĕп. Тата вăл – чи лайăх сиплевçĕ, куллен сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», – тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси ялĕн пултаруллă ывăлĕ Владислав Жуков.

Арçын ача хăйĕн пĕрремĕш çĕнтерĕвне аван ас тăвать. Ун чухне вăл пиллĕкмĕш класа çеç çÿ- ренĕ-ха. «Çынсене курас тата хама кăтартас», – тенĕ пек республикăри «Çеçпĕл кăвайтне» хутшăннă. Çак пысăк та чаплă конкурсра пурте палăраймаççĕ. Владик вара унта «Чăваш юррисене чи лайăх шăрантаракан» номинацире çĕнтернĕ.

«Ун чухне Чăваш Республикин Культура министерствин тата «Тантăш» хаçатăн Хисеп хутне тивĕçни маншăн мĕн тери пысăк савăнăçчĕ! Хавхалану ÿсрĕ, пултарулăха татах та аталантарас туртăм çуралчĕ», – тет Хĕрлĕ Чутайри искусство шкулĕн вуннăмĕш класс вĕренекенĕ. Уçă та янăравлă саслă арçын ача кĕçех çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пуçланă. Эстрада юррисен «Чăваш Ен ритмĕсем – Çĕнĕ Хум» республика конкурс-фестивалĕнче куракансене илемлĕ сассипе тыткăнласа виççĕмĕш вырăн йышăннă вăл. Ял çамрăкĕсен илемлĕ пултарулăхĕн «Хавхалану» ятпа иртекен IV фестивалĕн-че «Вокал пултарулăхĕ» номинацире дипломлă пулса тăнă. Çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери тинейджерсен илемлĕ пултарулăхĕн «Расул Гамзатова вулатпăр» конкурсĕн-че те çĕнтернĕ. Вырăнта тăма юратмасть вăл, яланах малалла талпăнать. «Раççей – сăваплă тăван çĕр-шыв» регионсем хушшинчи 5-мĕш форумра та палăрма ĕлкĕр- нĕ.

Афганистан тата Чечен çĕрĕсенче пуçне хунă Г.Иванова, Ю.Макарова, С.Эзенкина тата В.Быкова асăнса районта çулсеренех патриотла юрăсен фестивалĕ иртет. Владик унта та чĕрене пырса тивекен юрăсемпе тыткăнлать, тăтăшах малти вырăнсене тивĕçет. И.Охливанкинпа Г.Петрова халалланă районти çамрăк вокалистсен 5-мĕш конкурсĕнче вара иккĕмĕш тухнă.

Юрлама юратакан арçын ачан çывăх çыннисем те çак енĕпе ăста. Ашшĕ, Юрий Васильевич, Питĕркасси шкулĕнче газ операторĕ пулса ĕçлет. Анчах çакă ăна уявсенче е кăмăл килнĕ вăхăтра хут купăс е гитара калама нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть. Тен, çавăнпах та пуль Владислав малашнехи çул-йĕрне кăшт урăхларах курать: «Эпĕ юрăç мар, юрист пуласшăн», – тет. Ура çине çирĕп тăрас тĕллевлĕ-çке вăл. Амăшĕ, Людмила Валентиновна, Питĕркасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Тăван чĕлхене юратса унăн шăпишĕн пăшăрханасси ачана пурнăç парнелекенĕнчен куçнă пуль. «Хăшĕ-пĕри чăвашла пĕлнĕ çĕртех вырăсла пуплет. Тăван чĕлхерен епле вăтанăн-ха? Ун пек çынсене ăнланмастăп. Çакă вĕсем хăйсене хисеплеменни çинчен калать», – тет тарăн шухăшлама пĕлекенскер.

«Талант пулни сахал, ăна туптамалла та», – теççĕ. Ку тĕлĕшрен вара Владике Валентина Иосифовна Грачева вĕрентекен пулăшать. Унăн урокĕсем пултаруллă ачан ăсталăхне татах та ÿстереççĕ.

Анлă тавра курăмлă арçын ача предмет олимпиадисенче те палăрать. Географипе тата общество пĕлĕвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă вăл. Ыттисемпе те тăрăшсах вĕренет.

Хушамачĕ паллă маршалăнни пекех пулнăран Владик хăй те Георгий Жуков кун-çулĕпе кăсăкланать. «Вăл питĕ маттур ертÿçĕ пулнă, Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Паллах, манăн хушамат чаплă çыннăннипе пĕр килнĕшĕн кăштах мăнаçланатăп та», – тет вăл.

Кăçал Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен списокĕнче хăйĕн ятне курсан Владислав Жуков калама çук савăннă. Пултарулăхне тата тăрăшулăхне çапла хаклани, хавхалантарни питех те çунатлантарать ăна. «Хальлĕхе пĕр пусне те тĕкĕнмĕп, – тет тĕплĕ шухăшлама хăнăхнă маттур ача. – Аслă шкула вĕренме кĕрсен те пайтах кирлĕ пулĕ».

Ăнăçу кахаллисем патне килмест. Çавăнпа та, ачасем, Владикрен тĕслĕх илĕр те Турă панă таланта аталантарса вăхăта сая ямасăр тĕрлĕрен конкурса хутшăнма васкăр. Вара, тен, эсир те стипендиат пулса тăрăр.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.