130-ти çамрăк шкул
Тăвай районĕнчи Тăрмăш вăтам шкулĕ кăрлачра 130 çулхи юбилейне паллă турĕ. Астрономсем пек тĕп-тĕрĕс каласан - хавхаллă шкул 1884 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Павел Сидоров çуртĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш вĕрентекен - Михаил Семенов ?Енĕш Нăрвашран%, шкула малтанласа 18 арçын ача çÿренĕ. Хальхи шкул çуртне 1979-1981 çулсенче хута янă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кунта 161 ача ăс пухать. Шкул директорĕ - Светлана Владиславовна Николаева.
Мĕн каласси - республикăра кашни шкул хăйĕн гербĕпе мухтанаймасть. Тăрмăшсен вара унпа пĕлтĕртенпех савăнса пурăнаççĕ те вĕренеççĕ! Чыс-тăмха авторĕ - Михаил Смолин. Тăрмăш шкулĕн «Олимп ушкăнĕнче»:
- 9 ăсчах - ăслалăх докторĕ, 8 ăслалăх кандидачĕ,
- 5 композитор - мухтавлă Чăваш Енĕн чи çемĕ-юрăллă тăрăхĕ,
- 2 тава тивĕçлĕ артист - ыран-паян ят илмеллисене хальлĕхе асăнмăпăр та,
- 35 тава тивĕçлĕ ĕçчен - вĕсем мĕнле ĕçре-пултарулăхра палăрнине çырса кăтартмăпăр,
- 80 офицер - вĕ-сенчен 18-шĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă,
- тĕнче класлĕ спорт мастерĕ, 5 спорт мастерĕ, 4 спорт мастерĕн кандидачĕ,
- 180 педагог - вĕрентекенсен пĕчĕк çарĕ!
Çапла вара, тĕнчипе мар пулсан та - республикипе Тăрмăш шкулĕ тахçанах чапа тухнă. Чăваш автономи облаçĕнчен 36 çул, автономи республикинчен 41 çул аслăрах вăл! 130 çул хушшинче иккĕмĕш тăван килте 1448 вĕренекен аттестат илнĕ, вĕсенчен 43-шĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.
Камсем мĕнле те - Тăрмăшсем уява волейбол ăмăртăвĕпе уçрĕç. Хăй вăхăтĕнче вĕсен команди республика чемпионĕ те пулнă, Раççей тупăшăвĕнче те 4-мĕш вырăн йышăннă. Шкултан вĕренсе тухнисем çамрăклăхне аса илсе мечĕке çунатлантарчĕç. Юбилей çапла пуçланчĕ!
Уява килнĕ сумлă хăнасем тĕлĕнме манса кайманнине тĕрĕслеме пĕрремĕш хутри фойе-ре «Пирĕн ăста алăсем» курав уçăлчĕ. Ăстасен пултарулăхĕ-пе паллаштараканĕ - С.Семенова. Тутлă апат-çимĕç маçтăрĕсем те тупăшăва тухрĕç. «Тăрмăш хĕрĕсем пек апат пĕçерме пĕлекенсем тата ăçта пур-ши/» - çакăн пек хакларĕç юбилея пухăннисем ас тивлĕ ăмăртăва. Пĕчĕк поварсен пысăк тусне Э.Михайловăна Копенгагенри тĕнчери чи чаплă ята тивĕçнĕ «Noma» ресторана шеф-повара халь тесен халь лартма юрать. Шкул пурнăçĕпе паллаштаракан хăтлавсене ?презентацисене% Голливуд блокбастерĕсене пăхнăн куракансем те йышлăн пулчĕç. Хăтлавсене чун кĕртекенĕ - М.Смолин.
Виççĕмĕш хутри фойере вара шкул хăнисем пĕчĕк «вăрçă хирнех» лекрĕç. Тăрмăшра та Робин Гуд çуралма пултарнине сывлăш винтовкинчен тĕл персе çирĕплетсе пачĕç. Пуç çĕмĕренсем çак вăхăтра истори кабинетĕнче шашкăлла выляса гроссмейстера тухма пултарчĕç. «Снайпер шкулĕн» инструкторĕ те, шашкăлла ушкăнпа харăс выляма вĕрентекен те - В.Афанасьев. Чей-кофесĕр пĕр самант та пурăнма пултарайманнисене кабинетсенче чунпа вĕресе тăракан сăйлавçăсем кĕтсе тăчĕç. Уяв мĕнле иртнине тĕрĕслесе тăракан «тухтăрсен» - çамрăк корреспондентсен ушкăнĕ те - О.Александрова ертсе пынипе ырми-канми тăрăшрĕ.
Юбилейĕн 1-мĕш çаврăмĕ шкул музейĕнчи экскурсипе вĕçленчĕ. Хăнасем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем курал ?акт% залĕнче пуçтарăнчĕç, хаваслă уяв пухăвĕ уçăлчĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ тăрăхĕн-чен кам кăна килмен юратнă шкулăн сумлă та аслă кунне! Пурнăç алăкне яр уçнă иккĕмĕш тăван кил асамлăхĕ çулсем иртнĕçем чăнлăхне ытларах кăтартать, ачалăх-çамрăклăхăн нихăçан та анман, пĕлĕт хыçне пытанман хĕвелĕ пулса тăрать. Юбилейра сăмах илнисем шкулăн чунне вĕрентекенсемпе вĕренекенсем упранине те ăшшăн асăнчĕç, тав турĕç. Шкул коллективĕ пил сăмахĕ каласа пуçтарăннисене чаплăран чаплă концертпа савăнтарчĕ. Юбилей дискотекинче те ватти-вĕтти савăнчĕ.
130 çул пысăкăш уява сума суса «Шкул хыпарçи» хаçатăн юбилей кăларăмне те хатĕрленĕ вĕрентекенсемпе ачасем. Хаçат ярăмĕсенче аслисемпе çамрăксем чуна уçса калаçаççĕ, пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
«Шкул хыпарçи» юбилей кăла- рăмĕнчен:
«Пĕрле вĕреннĕ хĕрсем çине çирĕм çул иртсен пăхатăн та, тĕлĕнетĕн: шкул ачи чух вĕсем илĕртÿллĕн, илемлĕн курăнмастчĕç, халĕ вара Голливуд майрисенчен те хÿхĕмрех, хитререх пулса кайнă. Вăхăт вĕсене илемлетнĕ-ши е хамăр ача-пăча пулнăран хĕр илемне курма пĕлмен-ши. Вăл та, ку та пулĕ...» /А.Кузнецов/
«Павлов Григорий Николаевича, Смолин Михаил Антоновича, Григорьева Людмила Германовнăна физикăна ансаттăн ăнлантарнăшăн, Николаева Нина Герасимовнăна кăсăклă опытсемшĕн тавтапуç. Иванов Иван Иванович географăн питĕ лăпкă урокĕсем ăшшăн аса килеççĕ - унăн урокĕсенче эпир чунпа канаттăмăр, кайран вара физкультура урокĕсенче чуна кăларса илетчĕç. Физкультурăпа спорта юратма вĕрентнишĕн Антонов Анатолий Сергеевича, Степанов Николай Петровича, Афанасьев Валерий Ильича пысăк тав. Чăнах та турă панă педагогсем. Ачасене те итлеме пĕлетчĕç, усăллă канашсемпе те пулăшатчĕç. Спортсменсен ăрăвĕсене çитĕнтерчĕç. Пирĕншĕн йĕлтĕр тата волейбол - ĕмĕрлĕхех пурнăç йĕрки». /Хаваслă та шавлă 10 «б» класра вĕреннисем. 1986 çулта тухнисем./
«Тăрмăш шкулĕнчен халĕ кăна - 2013 çулта вĕренсе тухрăм. Темиçе уйăх хушшинчех шкул татах та лайăхланнă. Халăхпа тăрăшса ăна юсанă. Шкула çĕнĕрен çÿрес килет, алăкне уçасчĕ те вĕрентекенсен кăмăллă та ырă сăнĕсене курасчĕ» /А.Андреев/
(Г.Федотова, 5 класс)
Владимир СТЕПАНОВ.