Комментировать

6 Мар, 2014

Надежда Павлова - Чăваш Ен мухтавĕ

Надежда Павлова Шупашкарта çуралнă. Çемьере вăл - саккăрмĕш ача. Ачаранах ташлама юратаканскер çичĕ çул тултарсан хăй тĕллĕнех Пионер çуртĕнчи хореографи кружокне çырăннă, кĕлеткене йĕркере тытас тесе диетăна пăхăнма пуçланă. Хĕрĕ питĕ имшерленнине асăрханă ашшĕ-амăшĕ ăна тухтăр патне илсе кайсан çеç хĕр ача балет кружокне çырăннине пĕлтернĕ. Çывăх çыннисем юратнă тĕпренчĕкĕ ташăпа кăсăкланнине ырланă-ха, вăл мĕнле апатланнине вара малашне хăйсем сăнаса тăнă.

1966 çулта Шупашкара Пермьри хореографи училищинчен ятарлă комисси килсе çитнĕ. Пултаруллă ачасене шыраканскерсем Надьăна тÿ-рех асăрханă, Пермьре вĕренме сĕннĕ. Экзаменра педагогсем хĕр ачан пултарулăхĕнчен шутсăр тĕлĕннĕ: «Нимĕн те чăрмантармасан вăл иккĕмĕш Павлова пулса тăрĕ», - тенĕ.

Иккĕмĕш класран пуçласа шкул пĕтеричченех Надя Павлова Людмила Павловна Сахарова патĕнче ăсталăхне туптанă, унăн чи пултаруллă вĕренекенĕ пулса Пермь шкулне тĕнчипе палăрма пулăшнă.

М.Газиев Надя валли ятарлă номерсем хатĕрленĕ ?«Хĕр ача тата ахрăм», «Пĕчĕк балерина» тата «Ашкăнчăк»%, вĕсемпе тăтăшах тĕрлĕрен концерта хутшăнтарнă. 1970 çулта Пермь театрĕ Мускава гастроле кайсан каллех çак пултаруллă хĕр ачана асăрханă. «Театр» журналта çапла çырнă: «Унăн пĕтĕмпех пур - сăн-пичĕ те, кĕлетки те, ăсталăхĕ те, ачалла мар пуян шалти тĕнчи те».

Вун пилĕк çулта Надежда Павлова Балетмейстерсемпе артистсен пĕтĕм союзри конкурсĕн пĕрремĕш премийĕн лауреачĕ ятне илнĕ. Çулталăкран вара, 1973 çулта, Мускавра Балет артисчĕ-сен пĕтĕм тĕнчери конкурсĕн иккĕмĕш степеньлĕ Гран-прине тивĕçнĕ. Надежда Павловăпа Вячеслав Гордеева вырăс балечĕн Шанчăкĕпе Мухтавĕ тенĕ.

Çав çулсенче балерина чикĕ леш енне те тăтăшах çÿренĕ: Итали, Япони, Китай, Австри, Германи, Франци тата АПШ кураканĕсене илемлĕ ташшипе тыткăнланă. Критиксем ăна «70-мĕш çулсенчи Пысăк театрăн çĕнĕ стильне» пуçарса яраканĕ тесе хакланă.

Пермьри пысăк çĕнтерÿ хыççăн вăл çулталăк кăна ĕçленĕ. Унтан Пысăк теат-ра куçнă. Балеринăна килĕштерекенсем çак утăмшăн кăмăлсăрланнă. Пĕчĕк хуларан тухнă хĕр ача пысăк та хĕрхенÿсĕр Мускавра пачах та çухаласран хăранă вĕсем.

Çичĕ çул хушшинче Надежда Павлова çак спектакльсене хутшăннă: Мари ?Ю.Григоровичăн «Щелкунчик»%, Геро ?В.Боккадорон «Юратушăн юрату»%, Китри ?Р.Захарова редакциленĕ «Дон Кихот»%, Фригия ?Ю.Григоровичăн «Спартак»%, Эол ?В.Васильевăн «Икар»%, Валентина ?Ю.Григоровичăн «Ангар»%, Флорина тата Аврора ?Ю.Григорович редакциленĕ «Çывăракан чиперук»%, Валентина ?Ю.Григоровичăн «Ангара»%, Принцесса ?А.Петровăн «Йывăç принц»%, Сильфида ?М.Фокинăн «Шопениана»%.

Пултаруллă та сăпайлă балерина çинчен ĕçтешĕсем ырă сăмах кăна каланă. «Вăл ытла та лайăх», - тенĕ Майя Плисецкая. «Надежда Павлова - тĕлĕнтермĕш те паллă балерина», - çирĕплетнĕ Ролан Пети.

1984 çулта Надежда Павловăна СССР халăх артисчĕ ятне панă. ГИТИСри балетмейстер уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан вăл педагог-репетитор пулса Францире, Германире, Японире тата Финляндире маçтăр-классем ирттерме пуçланă. 1992 çултан пуçласа 1994 çулччен - хăйĕн ячĕллĕ Балет театрĕн, 1995 çулта вара Ренессанс-балет ертÿçи.

1999 çулта Надежда Павлова Вашингтонри Раççей культура центрне уçнă çĕре хутшăннă, Донецкра «Тĕнче балечĕн çăлтăрĕ» фестиваль лауреачĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне вăл «Кăвак кайăк» совет-американ фильмĕнче ?режиссерĕ Дж. Кьюкор% тата «Сицилиан хÿтĕлевĕ» детективлă кинолентăра ?режиссерĕ В.Грахов% тĕп рольте вылянă. Н.Павловăн ташши «Асаф Мессерер» документ фильмĕнче ?1981, режиссерĕ Ф.Слидовкер%, «Тăван çĕр-шыв хĕрĕсем» ?1976, режиссерĕ Н.Орлов%, «Дон Кихот» балетăн телеверсийĕнче ?1978, режиссерĕ Е.Мачерет% тата Ф.Слидовкерăн Лист кĕвĕленĕ «Поэмăсем» телефильм-балетĕнче ?1981% сăнланнă. Балеринăна нумай фильм халалланă, вĕсен шутĕн-че: «Надя Павлова ташлать» ?1973, режиссерĕ В.Баранов%, «Джульетта» ?1974, режиссерĕ Б.Галантер%, «Çамрăксен дуэчĕ» ?1977, режиссерĕ В.Граве%, «Надежда Павлова» ?1992, режиссерĕ С.Конончук%. Игорь Васильевпа Любовь Лондон скульпторсем тата Евгений Широков, Илья Глазунов, Валерий Косоруков художниксем унăн портретне хатĕрленĕ.

Надежда Павлова - СССР халăх артистчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Ленин комсомолĕн премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм союзри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ, Театр искусствин Раççей академийĕн профессорĕ. Ăна Хисеп орденĕпе чысланă.

Хăйĕн пурнăçне вăл балета тата ташша халалланă. Паянхи кун та П.И. Чайковский композитор пултарулăхне кăмăллать. Ачалăхне Атăл шывĕ çинче, вĕренÿ çулĕсене Кама çывăхĕнче ирттернĕ вăл, çавăнпах анлă уй-хире юратать.

Халĕ Надежда Павлова Мускавра пурăнать.

Нина ЦАРЫГИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.