Комментировать

6 Мар, 2014

Хĕрлĕ Чутайсем – пĕрремĕш!

2013 çулхи юпа - 2014 çулхи пуш уйăхĕсенче республикăра çамрăксен хушшинче Шкул волейболĕн лигин IV Чемпионачĕ пырать. Вăл Чăваш Енре тăваттăмĕш хут иртет. Мероприятисене Чăваш Республикин Спорт тата Вĕренÿ министерствисем, волейбол федерацийĕ йĕркеленĕ.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче пирĕн районти «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрсем хушшинчи Чемпионатăн зонăри малтанхи вăйăсем иртрĕç. Ăмăртусене виçĕ команда - Çĕмĕрлерен, Шупашкартан тата пирĕн районтан - хутшăнчĕ. Вăйăсене физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иннокентий Кошкин /тĕп судья/, «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Вячеслав Дадюков, администрацин культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайне ертсе пыракан Алексей Никитин хакларĕç.

Турнирăн тĕп судйи муниципаллă тапхăрта çĕнтернĕ командăсене волейбол тумĕпе тивĕçтерчĕ, вăйăсен расписанийĕ-пе паллаштарчĕ. Унтан командăсем пĕр- пĕринпе тупăшрĕç.

Хĕрлĕ Чутай районĕн Мăн Этмен вăтам шкулĕн волейболисчĕсем мала тухрĕç /тренерĕ - Владимир Валерьянович Кукушкин/. Чемпионат çĕнтерÿçисене чысланă çĕре Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та хутшăнчĕ. Вăл çĕнтерÿçĕсене саламларĕ, кăсăклă вăйăшăн тав турĕ, малашне волейбол çамрăксем хушшинче тата анлăрах сарăласса шаннине пĕлтерчĕ.

Пирĕн шкул команди вунă çынран тăрать: Ирина Афанасьева - капитан, Аня Мерзлайкина, Алена Ястребова, Настя Ельмова, Настя Ильина, Татьяна Граченова, Ольга Кондратьева, Виолетта Морозова, Марина Селянкина, Кристина Мерзлайкина. Вĕсем пиллĕкмĕш класранпах волейболла выляççĕ. Ирина çак шкула çиччĕмĕш класра кăна куçнă, ăна кунта килсенех капитана суйланă.

Ку вăл - хастар хĕр ачасен пĕрремĕш çĕнтерĕвĕ мар. Пĕлтĕр вĕсем Етĕрне районĕнче те, Çĕмĕрлере те выляса мала тухнă. «Эпир хамăр вĕрентекене, тренера пысăк тав сăмахĕ калатпăр, - теççĕ пурте. - Вăл пире мĕн пĕчĕкренех выляма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентет».

Владимир Валерьянович Кукушкин Мăн Этмен шкулĕнче физкультурăпа пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне вĕрентет. Ку тивĕçе вăтăр ултă çул пурнăçлать ĕнтĕ вăл. «Ачасем питĕ маттур, тăрăшуллă, командăра пĕрлĕх пурри мана питĕ савăнтарать», - тет Владимир Валерьянович.

Анна МИХЕЕВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мăн Этмен шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.