Командăра яланах пĕрлĕх кирлĕ
Спортпа туслă пулни вĕренĕве ним чухлĕ те чăрмантармасть. Çакна Куславкка районĕнчи Энтри Пасар шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен Полина Турганова та çирĕплетет. Пуçламăш класранпах «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. Волейбол секцине çÿрет. Çак вăййа выляссипе районта чемпион та пулнă. Шкул командипе республикăра 4-мĕш вырăна тухнă. Полинăн шухăшĕпе, командăра яланах пĕрлĕх кирлĕ. Унсăрăн çĕнтерме питĕ йывăр-çке. Пĕр-пĕрне ăнлансан, пулăшсан ăнăçу патне çитме пулатех.
- Сылтăм алă пекех вăл маншăн. Урокра яланах хастар, - кăмăллăн мухтать хĕрачана акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Алевтина Аркадьевна Николаева.
Хушнă ĕçе ялан тĕплĕ пурнăçлаканскере предмет олимпиадисене те тăтăшах хутшăнтараççĕ. Интернетра вырăс чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра маттур хĕрача 1-мĕш вырăн йышăннă. Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ, тăван ен культури, историпе общество пĕлĕвĕн предмечĕсемпе те кăтартăвĕсем пысăк.
- Пĕчĕк чухне ÿссен такам пулма та ĕмĕтленеттĕм. Халĕ те хамăн шухăша уççăнах калаймастăп. Çапах хуть те мĕнле ĕç суйласан та чи малтан çын пуласчĕ, атте-анне ятне ярас марччĕ, - тет Полина.