Архив - 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

декабрь 8th

8 Дек, 2016

«Чÿречерен çынсене кураттăм та – пурăнас килетчĕ»

Светлана Афанасьева пуç­­­­­­­­­­ламăш классен учите­лĕн специальноçне алла илнĕ хыççăн направленипе Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл Николай Афанасьевпа паллашнă. Çамрăк педагог хăйĕнчен 5 çул кĕçĕнрех йĕкĕте салтака ăсатса кĕтсе илнĕ.

8 Дек, 2016

Ялти хусаха авлантарчĕç

Ялта туй тахçантанпах пулман. Халăх уявшăн тунсăхланă. Мĕн тумалла? Хĕр тупмалла та хусаха авлантармалла. Ял çине сас-хура тухнă ĕнтĕ: учительте ĕçлекен Николай кĕçех туй тăвать. Сăмах сараканни — хусахăн тăванĕ Маша инке. Чакак пек чанкăлтискер шăллĕн ывăлне: “Авланмалла!” — тесе аптăратсах çитернĕ ĕнтĕ.  Малалла вулас...

8 Дек, 2016

Арăмĕ хăранипе тухса тарать, упăшки кĕвĕçет

Валерий Яклашкин киле килмесĕр çухалса çÿрекен арăмне кÿршипе тытнă. Анчах ку ултава çиеле кăларнипе вăл хăех шар курнă: ăна хуçи ирĕк памасăр çын килне кĕнĕшĕн патшалăхшăн 160 сехет ĕçлеттерме йышăннă, кунсăр пуçне арăмĕн еркĕнĕпе тытăçнăшăн 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

8 Дек, 2016

«Хальхи хĕрарăмсене чухăн арçын кирлĕ мар»

Корреспондентсем килессине пĕлсен Красноармейски районĕнчи Хусакассинчи Леня Григорьев кил хуçалăхĕнчи виçĕ енчи алăка питĕрессипе, никама та кĕртмессипе хăратнă. Анчах качча кайман хĕрсем çитессе систерсен кăмăлĕ çаврăннă: пĕччен пурăнакан арçын хапхине тĕкĕлеменччĕ, пÿрт алăкне питĕрменччĕ.

Арăмĕ тĕрмене хуптарнă

декабрь 1st

1 Дек, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 47 (6140) №. 1.12.2016

1 Дек, 2016

Инвестици илĕртӳлĕхĕпе - 6-мĕш вырăнта

Михаил Игнатьев Мускава кайнă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Ертӳçи Михаил Игнатьев Мускава ĕçлĕ визитпа кайнă. Унта вăл «Лайăх инвестици климачĕ патне илсе çитерме пулăшакан 100 утăм» конференцие тата «Бизнес тата влаç. Ăнланулăх патне илсе пыракан тĕп çăлкуç» ятпа иртнĕ ирхи апатланăва хутшăннă.

1 Дек, 2016

Пĕр-пĕрне улталаман мăшăра кăна чир ермест

Республикăри СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе профилактика ирттерекен тата кĕрешекен центрăн тĕп тухтăрĕ Алексей ЩЕРБАКОВ пирĕн ыйтусене хуравлать. Малалла вулас...

1 Дек, 2016

«Чăваш пики» — Тутарстан чиперкки

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округĕсенчи, Мурманск хулинчи, Самар, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи, Тутар, Пушкăрт, Крым республикисенчи тата, паллах, Чăваш Енри 31 хĕр хутшăннă. Пикесен пултарулăхне пилĕк тупăшура хакланă. «Чăваш пики — 2016» ята тата 30 пин тенкĕ тăракан путевкăна Тутарстанран килнĕ Ксения Романова тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна та тулай чăвашĕ — Пушкăрт Республикинчи Елена Садыкова — тухнă. «Чи хӳхĕм пике» номинацире Крым чăвашĕсен чысне хӳтĕленĕ Ксения Сергеева çĕнтернĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» — Мила Яковлева /Канаш районĕ/, «Чи çепĕç пике» — Нелли Львова /Элĕк районĕ/, «Ăс пике» — Дарья Степанова /Пушкăрт Республики/. «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Ангелина Адамовăпа инçетри Ямал-Ненецк автономи округĕнчен çитнĕ Екатерина Сафронова мала тухнă.

1 Дек, 2016

Камăн йăнăшĕшĕн укçа тӳлемелле?

Нумай ачаллă çемьерен 500 пин тенкĕ шыраса илесшĕн

Пĕлтĕр 5 ачаллă Макаровсене патшалăх хăтлă, икĕ хутлă çурт лартса панă. Анчах пысăк савăнăç çулталăка та пыман. Кăçалхи çулла çемьене çуртран тухса кайма е 500 пин тенкĕ тӳлеме ыйтнă.

“Нумаях пулмасть суд пулчĕ, Макаровсенчен çав укçана шыраса илме йышăннă, ăна вĕсем нихăçан та тупса параймĕç. Йăмăкăн упăшки хăйĕн çине алă хума хатĕр. Нимĕн тума аптăранипе шăнкăравларăм. Сирĕн хаçата питĕ юратса вулатăп. Тен, йăмăкăн çемйине пулăшма май килĕ?” — редакцие шăнкăравларĕ Светлана Никитина. Иртнĕ эрнекун Канаш районĕнчи Матьшӳ ялне çула тухрăмăр.

1 Дек, 2016

Ӳнерçĕсен читлĕхри пек хупăнса пурăнмалла мар

«Ӳнерçĕсем юрату куçĕпе ӳкереççĕ, çавăнпа вĕсене юрату куçĕпе çеç хакламалла», — тенĕ нимĕç çыравçи Готхольд Лессинг. Çакна чăваш ӳнерçи Светлана КОКЕЛЬ пирки каланăнах туйăнать. Пултаруллăскер Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче кун çути курнă. Халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн дизайн факультетĕнче ĕçлет, вăл — педагогика наукисен кандидачĕ. Унăн картинисем Чăваш Ен, Раççей тата тĕнче шайĕнче иртнĕ конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Светлана Кокель хĕрарăм ӳнерçĕсен куçса çӳрекен пленэрне нумай çул йĕркелет. Çак кунсенче вăл Турцири Малатья хулинче йĕркеленĕ тĕрĕк халăхĕсен пленэрĕнчен таврăнчĕ. Светлана Васильевнăпа Интернет урлă çыхăну тытатăп пулин те хăйĕнпе куçа-куçăн пĕрремĕш хут тĕл пулса чуна уçма май килчĕ. Малалла вулас...

Страницы