Архив - 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
декабрь 22nd
Няня шăв-шав çĕклемен тĕк ача пирки аса илĕччĕç-ши?
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Зинаида Киргизова Пĕрремĕш каналти “Мужское/Женское” кăларăма хутшăнса пысăк ыйту çĕклерĕ: амăшĕ, 22-ри Надежда Петрова, ачине Ярослава няньăпа хăварнă та хăй çухалнă: укçан пулăшмасть, килсе курăнмасть. Ку шăв-шав пирки эпир те çыртăмăр, кĕçех Надежда Петровăна амăшĕн правинчен хăтарас тĕлĕшпе суд пуласси пирки те пĕлтертĕмĕр. Малалла вулас...
«Кăвакарчăнсем чуна ăшăтаççĕ»
Хăй вăхăтĕнче шăпа Сорокинсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитернĕ. Владимир Юрьевичпа Людмила Ивановна Пермь крайĕнче, Ставропольте… пурăннă. Çемье пуçĕ Чечнян пĕрремĕш вăрçинче çапăçнă чухне мăшăрĕ икĕ ывăлĕпе Çурçĕр Осетири Моздок хулинче кун кунланă. Унччен Улатăрти юсанмалли колонире тăрăшнă хĕрарăм çар çыннине качча тухсан хĕсметре тăнă, кĕçĕн сержант звани таран çитнĕ. Пурăна киле мăшăр Элĕк районĕнчи Шураçа, Людмила Ивановнăн тăван ялне, куçса килнĕ. Çурт туяннă вĕсем. 12 çул каялла Свердловск облаçĕнчи тусĕ Владимир Юрьевича юбилей ячĕпе икĕ цесарка парнеленĕ. Унтан 3 мăшăр ăратлă кăвакарчăн илсе килнĕ. Ача чухнех çак кайăксене юратнă арçын вĕсене ĕрчетме тытăннă. Малалла вулас...
Ача сăпки сиктерме пÿрмен
Çурта кĕрсен унта 89 çулти кинемей пурăнать тесе шухăшлама хĕнтерех. Ватă çын хуçалăхĕ пек мар: йăлтах тирпейлĕ, пĕтĕм япала хăй вырăнĕнче. Кашни чÿрече янахĕ çинче темиçе чÿлмек ларать, вĕсенче — хитре чечексем. Анчах пÿрте илем кÿрекеннисем – лартса ÿстернисем мар, çипрен çыхнисем. Çакăн пек маттур кинемей Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче пурăнать. Вăл – Клавдия Такмакова. Малалла вулас...
Вера ЭВЕРККИ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Кооператив кивçенне хуçалăх ĕçченĕсен тÿлемелле-и?
Банкран укçа кивçен илекен тăван е çывăх юлташ поручитель пулма ыйтсан иккĕленетĕн: пысăк яваплăха хăвăн çине илмеллех-ши? Комсомольски районĕнчи «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕ банкран илнĕ кивçеншĕн хуçалăх ĕçченĕсем — 6 çын — хăйсен кĕсйинчен укçа тÿлеме тивессине пĕлмен. Вĕсене урăхла шантарнă: «Ан пăшăрханăр: йăлтах йĕркеллĕ пулать, сирĕнтен никам та 1 пус та ыйтмĕ. Йывăрлăхсем сиксе тухсан техникăна сутăпăр».
Пĕр машина вутта хăех çурать
«Ачасен куççулĕпе çăрнă чустаран çăкăр пĕçеретĕр»
Çапла каланă курайман çынсем 20 шăпăрлана опекăна илнĕ Суворовсене
Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килсен тÿпере çăлтăр çуталать теççĕ. Вăл мĕнлерех ялкăшасси ашшĕпе амăшĕнчен килет. Пĕрисем вăйсăррăн çутатаççĕ, теприсем ырă та ăшă чунлă çынсем пулăшнипе çĕнĕ вăйпа ялкăшма пуçлаççĕ. Çемьере çитĕнекен ача кил вучахĕн ăшшине туять, хăйне шанма вĕренет, çывăх çыннисен юратăвне курса ÿсет. Шупашкарта пурăнакан Суворовсем хăйсен виçĕ тĕпренчĕкĕшĕн çеç мар, опекăна илнĕ 20 ачашăн та юратнă ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă.
декабрь 15th
«Çамрăксен хаçачĕ» 49 (6142) №. 15.12.2016
Чăвашсен диалекчĕпе кăсăкланать
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 4-мĕш курс студентки, Тăвай районĕнчи Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Александра Прокопьева культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЭКО» çамрăксен форумĕнче палăрнă. Историпе филологи факультетĕнче ăс пухаканскер I степень Диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçнĕ. Пĕтĕм çĕршыври çамрăк ăсчахсем пуçтарăннă форумран çĕнтерÿпе таврăннă хĕрпе ăслăлăх, малашлăхри плансем пирки калаçрăмăр.Малалла вулас...
Ывăлĕ хăр-хар калаçнăшăн пăшăрханать
Страницы
- « первая
- ‹ предыдущая
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- …
- следующая ›
- последняя »