«Ачасен куççулĕпе çăрнă чустаран çăкăр пĕçеретĕр»

22 Дек, 2016

Çапла каланă курайман çынсем 20 шăпăрлана опекăна илнĕ Суворовсене

Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килсен тÿпере çăлтăр çуталать теççĕ. Вăл мĕнлерех ялкăшасси ашшĕпе амăшĕнчен килет. Пĕрисем вăйсăррăн çутатаççĕ, теприсем ырă та ăшă чунлă çынсем пулăшнипе çĕнĕ вăйпа ялкăшма пуçлаççĕ. Çемьере çитĕнекен ача кил вучахĕн ăшшине туять, хăйне шанма вĕренет, çывăх çыннисен юратăвне курса ÿсет. Шупашкарта пурăнакан Суворовсем хăйсен виçĕ тĕпренчĕкĕшĕн çеç мар, опекăна илнĕ 20 ачашăн та юратнă ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă.

«Ялавран тумтир çĕлеттĕм»

Анна Викторовнăпа Александр Васильевича ют ачасене ăшăлăхпа юрату парнелеме мĕн хистенĕ-ха? 20 ачана вĕрентсе, ăс парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма мĕнле вăй çитернĕ вĕсем?

— Мăшăрăмпа виçĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр. Эпĕ хĕр пирки ĕмĕтленеттĕм. Çĕвĕç ăсталăхĕ пулнăран-ши — пушă вăхăтра ялан майра кĕпи çĕлеттĕм. Упăшкапа канашларăмăр та ача çуртĕнчен икĕ хĕрачана илме шухăшларăмăр. Ун чухне пире Çемье ача çурчĕ йĕркелемелли саккун тухнине пĕлтерчĕç. 1988 çулхи çурла уйăхĕнче килĕшнине пĕлтерсе ыйту çыртăмăр. Пире ачасене тепĕр çулхи ака уйăхĕнче çеç пачĕç. Малтан пилĕк шăпăрлана опекăна илтĕмĕр. Ун чухне виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаттăмăр. Кайран пире виçĕ пÿлĕмлĕ икĕ хваттер пачĕç. Пурăнмалли кĕтес пысăклансан çулталăкран тепĕр 5 тăлăха хамăр хÿтте илтĕмĕр. Коммунизм тапхăрĕнче пурăннă эпир. Çемье ача çурчĕ шутланнă май мана воспитателĕн виçĕ шалăвĕ чухлĕ тÿлетчĕç. Пĕтĕмпе 510 тенкĕччĕ. Упăшка Агрегат заводĕнче 350 тенкĕ илетчĕ. Кайран ача пособине тÿлеме пăрахрĕç. Малтан дачăна сутрăмăр, унтан «тимĕр урхамахпа» сывпуллашрăмăр. Тумтир туянма Чулхулана çÿреттĕмĕр. Иккĕмĕш сыпăкри аппа фабрикăра ĕçлетчĕ, мана йÿнĕрех хакпа пусма килсе паратчĕ. Эпĕ ачасем валли хамах çĕлеттĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хулара ĕç вырăнĕ тупма питĕ йывăрччĕ. Вăтам ывăла шкул пĕтерсен урам шăлакана аран вырнаçтартăм. Совет Союзĕ аркансан ялавсене илсе валеçме тытăнчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ пурçăн пусмаран ачасене темĕн те пĕр çĕлесе тăхăнтартрăм. Пĕлĕшсем, çынсем кирлĕ мар япаласене килсе паратчĕç. Пĕрне те ывăтмастăм, кашнинех хута яма тăрăшаттăм. Юрăхлă маррисене яла кайса параттăм. Пĕр лавккара нумай ачаллă çемьесене майкăпа труççи пама тытăнчĕç. Эпĕ черете тăтăм. Вунă ача валли тумтир кирлине пĕлтерсен ыттисем кăмăлсăрланма тытăнчĕç. Куççульпех макăртăм, çапах кашнин валлиех япала илсе килтĕм, — иртнине аса илчĕ Анна Викторовна.

Ун чухне апат-çимĕç енчен те лару-тăру йывăрланнă. 10 ачана тăрантарма пушшех те çăмăл пулман.

— Каярахпа Çемье ача çурчĕсене лавккасен çумне çирĕплетрĕç. Лавкка пирĕн çемье валли пĕр ача садне панă чухлĕ тавар уйăратчĕ. 10 ачана уйăхне 3 литр хăйма тÿлевсĕр паратчĕç. Вăл йышлă çемьене икĕ хутчен ларса çиме те çитместчĕ. Ача килте садикри пек виççĕ çинипе çеç çырлахмасть-çке. Çывăхри кафесенчен те пулăшу ыйтаттăмăр. Пĕррехинче эпир яла кайнăччĕ. Çурт умне пĕр курупка пĕремĕк хăварнине шăнкăравласа пĕлтерчĕç. «Тимĕр урхамаха» хускатрăмăр та çула тухрăмăр. Хĕллеччĕ. Çул çинче çăмăл машина юр ăшне путса ларчĕ. Ăна аран кăлартăмăр, темиçе сехет асаплантăмăр. Киле çитсен ачасене тăраниччен пĕремĕк çитертĕмĕр, — сÿтĕлчĕ малалла калаçу çăмхи.

Çемье пуçĕ Александр Васильевич тăлăх ÿснĕ, мĕн пĕчĕкренех ача çуртĕнче çитĕннĕ. Вăл хăйĕн ашшĕпе амăшĕ пирки нимĕн те пĕлмест. 1948 çулта çуралнăскере вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăрта çитĕнтерме вăй çитереймен-ши? Е урăх сăлтава пула пăрахса хăварнă-ши? Александр Васильевич нихăçан та пуç усман. Мăшăрĕн çывăх çыннисене тăван ашшĕпе амăшĕ вырăнне йышăннă, вĕсене хисепленĕ, юратнă. Вăл опекăна илнĕ тăлăхсен нушине никамран лайăх ăнланнă. Вĕсем тертне сахал мар кăтартнă пулин те çемье пуçĕ яланах каçарнă.

— Опекăна илнĕ Любăпа чылай нушалантăмăр. Хĕрача питĕ кĕвĕçчĕ. 2 çулти Дима начар калаçатчĕ, сăнĕпе питĕ чиперччĕ, анчах канăçсăрччĕ. Çывăрса кайиччен ăна сехечĕ-сехечĕпе алăра йăтса çÿреме тиветчĕ. Çав вăхăтра Люба ниçта кайса кĕрейместчĕ, тарăхатчĕ. Ытларах шкул ÿсĕмне çитмен ачасене илме тăрăшаттăмăр. Вĕсене çитĕнтерме çăмăлрах пек туйăнатчĕ. Тăлăхсене суйлама ирĕк çукчĕ. Пире никам илмен ачасем лекетчĕç. Пур-пĕрех вĕсене каялла леçесси пирки нихăçан та шухăшламан, — терĕ ырă чунлă хĕрарăм.

Йăмăкне кравать уринчен çыхнă

— Эпир ачасене тăван ашшĕпе амăшĕ пирки нихăçан та япăх каламан. Вĕсене шырама, çывăх çыннисемпе тĕл пулма та чарман. Игорь 18 çул тултарсан унăн ашшĕпе Улатăрта курнăçрăмăр. Вăл икĕ урасăрччĕ, эрех ĕçетчĕ. Çемье пуçне тĕрмене лартсан амăшĕ те черкке тĕпĕнче телей шырама тытăннă. Кукамăшĕ пĕчĕкскере пăхайманнипе ача çуртне панă. «Ывăла нимĕнпе те пулăшаймастăп», — терĕ арçын ун чухне. Унăн пĕртăванĕсем пысăк çĕрте ĕçленĕ, пурте ытлă-çитлĕ пурăннă. Çакăн пек тăвансем пур çĕрте шăпăрлана ача çуртне мĕнле пама пултарнă-ха? Хăйсем каласа кăтартнă тăрăх, Игорь вĕсен пĕртăванĕн ывăлĕ пулнине ĕненмен. Мĕншĕн иккĕленнĕ? Ăнланмастăп. Арçын ача каснă лартнă ашшĕ. Çынсен чунсăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Опекăна илнĕ тепĕр хĕрĕм Евгения амăшне икĕ çул шырарĕ. Ун пирки вăл ăнсăртран, больницăра пĕр хĕрарăм каланинчен, илтнĕ. Лешĕ кинемее пĕртăванĕн ăнман шăпи пирки каласа кăтартнă. Евгения унăн амăшĕ пирки сăмах пынине пĕлсен çак хĕрарăма чунне уçнă, çывăх çыннипе тĕл пултарма ыйтнă. Женя амăшĕпе курнăçнă хыççăн шалтах тĕлĕнчĕ. Киле куççульпе макăрса таврăнчĕ. Кăтартса янă адреспа ăна ÿсĕр икĕ хĕрарăм кĕтсе илнĕ. Пĕри — кукамăшĕ, тепри амăшĕ пулнă. Хваттерте тирпейсĕрлĕх хуçаланнă, пĕр кравать çеç ларнă. Унăн уринчен ултă уйăхри пĕчĕк ачана кăкарнă. Çакна хĕрарăмсем эрех илме кайнă хушăра пĕчĕкскер урама упаленсе тухасран тунă-мĕн. Женьăн йăмăкĕ çеç мар, аппăшĕ те пулнă. Ăна та шыраса тупрăмăр. Ун чухне эпир хамăр вăйпа уçнă пекарньăра çăкăр пĕçереттĕмĕр. Çакскере ĕçе илтĕмĕр. Пĕр уйăх ĕçлесен технолог ун пирки япăх калама тытăнчĕ: «Е ăна ĕçрен хăтарăр, е хамăн ирĕк­пе тухса каятăп. Çак хĕр çăнăх миххи çинчех арçынпа çывăрать. Çитменнине, кашнинчех — урăххипе», — терĕ вăл тарăхса. Хĕре ĕçрен хăтарма тиврĕ. Кирек кампа та вырăн ăшăтма хатĕрскер, шел те, нумай пурăнаймарĕ, сифилиспа чирлесе çĕре кĕчĕ. Тепĕртакран Женя тăван ашшĕне тупрĕ. Шел те, вăл ăна йышăнмарĕ. Хăй икĕ хутлă капмар çуртра пурăнатчĕ пулин те хĕрне пĕрле пурăнма чĕнмерĕ. Тепĕр виçĕ пĕртăванăн ашшĕ ачасен амăшне вĕсен умĕнче чиксе вĕлернĕ. Ăна кирпĕч шутлама 9 çуллăха ăсатнă. Нумаях пулмасть вăл ирĕке тухнă. Ачисемпе тĕл пуласшăн, анчах амăшне хăйсен умĕнче вĕлернĕ çынна каçарайĕç-ши вĕсем? — çынсен чунсăрлăхĕнчен тĕлĕнсе калаçрĕ Анна Викторовна.

Çын сăмахне итлемен

Опекăна илнĕ вунă ачана ура çине тăратнă хыççăн Суворовсем тăватă çул хăйсем çеç пурăннă. Куншăн кил ăшшин управçи халĕ кăштах ÿкĕнет те. Шăпăрлансемсĕр кичеммине ăнланса 2003 çулта вĕсем тепĕр пилĕк ачана хăйсен хÿттине илнĕ. Суворовсем пекарня уçиччен чылай тар тăкнă. Йышлă çемьене нихăш банк та кредит пама килĕшмен. Йывăр лару-тăруран тухмашкăн пулăшу ыйтса вĕсем ЧР президенчĕ патне çыру та янă. Каярахпа пĕчĕк пекарньăран çăкăр завочĕ тунă вĕсем. Унта тăван тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле шкул пĕтернĕ хыççăн ĕç тупайман тăлăх ачасем те ĕçленĕ. Курайман çынсем Суворовсене шăпăрлансене пекарньăра ĕçлеттерес тĕллевпе хăйсен хÿттине илнĕ тесе айăпланă. Анна Викторовна çав вăхăта аса илчĕ:

— Эпир пĕçернĕ çăкăр питĕ тутлăччĕ. Пĕр буханкăна пĕрре ларсах çисе яма пулатчĕ, çавăнпа лавккасем пирĕн кулача хаваспах туянатчĕç. Усал хыпар утпа çÿрет теççĕ вĕт. Пекарньăра ачасене ĕçлеттернĕ тесе тухнă сас-хурана ĕненсе хăшĕ-пĕри пирĕн çăкăра илме пăрахрĕ. Пĕррехинче пĕр лавкка директорĕ çапла каларĕ: «Паянтан сирĕн çăкăра илместпĕр, ачасен куççулĕпе çăрнă чустаран пĕçернĕ кулач пире кирлĕ мар». Çăкăр пĕçермелли кăмакасем çынран çÿллĕччĕ. Пĕчĕк ачасем унта ĕçлеме пултарайманни каламасăрах паллă. Çавах ĕçлерĕмĕр, çын сăмахĕ хыççăн каймарăмăр. Шел те, пекарньăна сыхласа хăварма май килмерĕ. Тăкаксене саплаштарайманнине пула ăна туртса илчĕç. Мăшăрăм питĕ кулянчĕ. Пĕррехинче вăл пĕлĕшĕпе калаçнă чухне: «Ачасем пулнă тăк хăть вĕсемпе йăпанса йывăрлăха çăмăлрах чăтса ирттерĕттĕм», — тенине илтрĕм. Тепĕр кунхинех опекăпа попечительлĕх органне вĕçтертĕмĕр...

Çуллахи каникулта — Испанире

Суворовсем «Пирĕн пуласлăх» ырă кăмăллăх общество организацийĕн пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, пĕртăван аппăшĕпе йăмăкĕ Ленăпа Варя 9 çул ĕнтĕ çуллахи каникула Испанире ирттернĕ. Вĕсем унта пĕр çемье патĕнче тÿлевсĕрех пурăннă.

— Хĕрачасем çĕртмен 20-мĕ­шĕнче тухса каяççĕ те авăнăн 10-мĕшĕнче каялла таврăнаççĕ. Вĕсем лайăх çемьене лекнĕ. Мăшăрăн Мадридра çурт пур, чухăн пурăнмаççĕ. Пĕртăвансем испанла лайăх калаçма вĕренчĕç. Елена çитес çул 18 тултарать. Унти çемье ăна хăйсен çĕршыв паспортне парасшăн. Варя 9-мĕш класс пĕтерет. Вăл та унтах аслă пĕлÿ илесшĕн. Вĕсем Испанирен чăматанĕ-чăматанĕпе япала илсе килеççĕ. Паллах, эпир те вĕсене инçе çула кучченеçсĕр ямастпăр. Ку программа çинчен пĕлсен малтан 6 ачана кайма хатĕрлерĕм. Тăваттăшне çеç йышăнчĕç. Пашăна илнĕ çемьен самолет та пурччĕ. Арçын ача хăйне тытма пĕлменнипе ăна вĕсем хăнана чĕнме пăрахрĕç. Тепĕр шăпăрлана та Мадрид çыннисем кайран йышăнмарĕç, — ачасен çуллахи канăвĕпе паллаштарчĕ тивĕçлĕ канури хĕрарăм.

Опекăна илнĕ ачасенчен чылайăшĕ вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраймасть. Виçĕ çулта çемье репетиторсем тытса 400 пин тенкĕ расхутланă. Ачасем вăрă-хурахла ĕçсем туса та сахал мар хур кăтартнă.

— Çак усал йăла чылайăшĕн пурччĕ. Укçа çухалнине сахал мар асăрханă. Картла, вăйă автоматĕнче выляса янăшăн пайтах тÿленĕ. Пĕрне çăмăл машина вăрланăшăн кирпĕч шутлама икĕ çул çурăлăха ăсатрĕç. Нихăшĕ те наркотикпе айкашманшăн Турра тав тăватăп, — чунне уçрĕ тăлăхсене тĕрĕс çул çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕскер.

Халĕ Суворовсемпе пĕрле опекăна илнĕ 4 ачи пурăнать. Вĕсенчен пĕри 18 çул тултарнă, анчах патшалăх ăна пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермен-ха. Вăл пĕр вăхăт опекăна илнĕ тепĕр хĕрĕн хваттерĕнче пурăннă, анчах вĕсем иккĕшĕ килĕштереймен. Пике каялла таврăннă. Ăна Çĕнĕ çулччен хваттер пама шантарнă, анчах хальлĕхе нимĕнле сас-хура та çук-ха.

— Пурне те 18 çул тултарсанах хваттерпе тивĕçтерменнине кура Чулхула облаçĕнче ачасем валли икĕ çурт туянтăмăр. Ялсенче юхăнма пуçланă çурт нумай вĕт. Вĕсене йÿнĕрех хакпа илсе юсаса çĕнетрĕмĕр. Маларах тăлăх ачасене хваттер памастчĕç. Опекăна илнĕ малтанхи виçĕ ачана общежитире койка-вырăнпа çеç тивĕçтерчĕç. Пĕри авланса уйрăлчĕ, пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлчĕ. Халĕ шапаша çÿрет. Тепри ачаранах сусăр пулин те пĕрремĕш хутра пĕр пĕчĕк пÿлĕм çеç пачĕç. Чире пула ĕç вырăнĕнче нумай тытăнса тăраймасть вăл. Психологсем каланă тăрăх, вăл тантăшĕсенчен 10 çул каярах аталанать, — малалла калаçрĕ пысăк чĕреллĕ хĕрарăм.

«Мăнук та ултă пÿрнеллĕ çуралчĕ»

Хăйсен хÿттинче 15 шăпăрлана çитĕнтернĕ хыççăн Суворовсем тата ача илесси çинчен шухăшламан. Пĕррехинче Çĕнĕ çул умĕн Анна Викторовна опекăпа попечительлĕх органĕнче ĕçлекенсене саламлама çитнĕ. Унта ăна тăватă пĕртăван шăпипе паллаштарнă. Ăшă чунлă хĕрарăм вĕсене те шелленĕ.

— Пĕртăвансем çывăх çыннисене ашшĕпе амăшĕн правинчен хăтарма хăйсемех ыйтнă. Вĕсем çур çул реабилитаци центрĕнче пурăннă. 16-ри, 15-ри, 11-ти тата 9 çулти хĕрачасем тăванĕсем хÿтте илессе шаннă. Анчах пĕри те вĕсем патне пыман. Киле таврăнсан кун çинчен мăшăра пĕлтертĕм. Вăл ирхине вăранчĕ те: «Залра икĕ хутлă икĕ вырăн лартăпăр та тăватă пĕртăвана илсе килĕпĕр. 16-15 çулсенчи хĕрачасем ача çуртне лексен усал йăласемпе туслашаççĕ. Вĕсем хăйсем çине алă хума е арçынсемпе ир çыхланма пултараççĕ», — терĕ. Ача çуртĕнче ÿснĕ упăшкан сăмахĕсене ĕнентĕм. Тăватă пĕртăвана илме кайсан ăнсăртран тепри те тупăнчĕ: «Эпĕ те сирĕнпе пырасшăн. Мана та илсе кайăр-ха», — тесе тархасларĕ. Хирĕçлеме хăю çитереймерĕм. «Пиллĕкмĕш вырăн ăçтан тупмалла-ши?» — çаврăнчĕ шухăш пуçра. Хăйне пĕрле илсе кайма ыйтнă 14 çулти хĕрача ултă пÿрнеллине малтан курман эпĕ. Вăл аллине чăмăртатчĕ, пÿрнине пытаратчĕ. Пуринчен те кайран апат çиетчĕ. Ăна операци тусан пилĕк пÿрнеллĕ пулчĕ. Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă. Хĕрача икĕ çулта чухнех унта-кунта çывăрса пурăннă. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрлĕ арçынран çуратнă. Реабилитаци центрĕнче хĕрачана аран çуса тасатни çинчен каласа кăтартрĕç. Килте çăвăнмалли йĕркене вăл йывăррăн хăнăхрĕ. 17 çул тултарсан ирĕклĕ пурăнма, каччăсемпе калаçма тытăнчĕ. Шкулта лайăх вĕренетчĕ. Аслă шкулта старостăччĕ. Пĕр яша салтака ăсатрĕ. Кĕтме шантарнăскер урăх йĕкĕтпе паллашрĕ те Мускава тухса кайрĕ. Халĕ çемйипе унта пурăнать. Упăшки риелторта ĕçлет. Ирина ача çуратрĕ. Мăнукăм та амăшĕ пекех ултă пÿрнепе çут тĕнчене килчĕ. Тăватă пĕртăванăн кун-çулĕ тĕрлĕрен çырăнчĕ. Асли Катя 11-мĕш класс пĕтерсен колледжа повара вĕренме кĕчĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Кайран Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илчĕ. Халĕ вăл Çурçĕрте иккĕмĕш упăшкипе пурăнать. Пĕрремĕшĕпе пурнăçĕ ăнмарĕ. Иккĕмĕшĕ Лена И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренчĕ. Виççĕмĕшĕ пачах та аслисене пăхман. Пĕчĕк чухне пĕрмай макăратчĕ. Нимĕн калама çук — кÿренетчĕ. Халĕ пирус та туртать, эрех те ĕçет. Коммуналлă тăкаксемшĕн вăхăтра тÿлеменшĕн хваттерне туртса илес хăрушлăх пур. Нимĕн каласан та ÿкĕте кĕмест. Ахăртнех, амăшне пăхнă вăл. Çывăх çыннин ĕç кĕнеки те пулман. Ачисем выçăллă-тутăллă пурăннăран шкулта пĕрре мар тăн çухатнă. Амăшĕ кирлĕ справка тăратманран вĕсене столовăйра çитермен. Эрне вĕçĕнче çакскерсем кукамăшĕ патне яла кайса апатланнă. Кайран эрне тăршшĕпех выçă пурăннă. Амăшĕ 5 çул каялла ĕçке пула пурнăçран уйрăлчĕ. Ун хыççăн ашшĕ ачисен умĕнчех çакăнса вилчĕ. Чи кĕçĕнни Кристина кăçал техникум пĕтерчĕ, аслă шкула вĕренме кĕчĕ, — опекăна илнĕ ачасен шăпипе паллаштарчĕ Анна Викторовна.

Чÿрече умĕнче кĕтни килĕшмен

Çемьене малтан опекăна илнĕ ачасемпе çăмăлрах пулнă. Мăшăр вĕсен пурнăçĕпе пурăнма тăрăшнă. Юлашкинчен илнисем те Анна Викторовнăна анне тесе чĕнеççĕ-ха.

— Ачасем каçхи 7-8 сехетре киле таврăнмасан чÿрече умĕнчен каймастăп. Пĕррехинче 17 çулти Вика реабилитаци центрне пĕр уйăхлăха таврăнассине пĕлтерчĕ. Çемьерен кайнин сăлтавне эпир унпа пĕр чĕлхе тупайманнипе çыхăнтарчĕ. Опекăпа попечительлĕх органĕнче ĕçлекенсем ăна вун-вун ыйту пачĕç. Хĕрача урай çуса, апат пĕçерсе ывăннă-и? Е пахчара çум çумласа хăшкăлнă? Çук, эпĕ кашни каç вăл килессе чÿрече умĕнче кĕтни килĕшмен. «Каятăн пулсан — кай, анчах каялла йышăнмăпăр», — терĕм. Хĕрача аслисемпе канашланă. Ачалăхне реабилитаци центрĕнче ирттернисем ăна унти пурнăç пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă: апата вăхăтра çитмесен выçă ларатăн, кая юлса таврăнсан крыльца умĕнче çывăратăн. Çаксем шухăшне улăштарма хистенĕ. Вăл тухса каймарĕ. Халĕ кун пирки кулса аса илет. Викăпа тепĕр пăтăрмах та пулчĕ. Вăл модель агентствине çырăннине пĕлтерчĕ. Манран тăватă пин тенкĕ ыйтрĕ. Эпĕ ку укçа вĕренÿ курсĕшĕн пуль тесе хирĕçлемерĕм. Вăл пĕр уйăх тÿлевĕ çеç пулнă иккен. 24 пин тенке усăсăр тăкаклама тиврĕ. Укçана çилпе вĕçтернине каярахпа ăнлантăм, анчах чавса çывăх та, çыртма çук, — кулянса калаçрĕ Анна Викторовна.

Опекăна илнĕ ачасем тĕрлĕ çĕре саланнă. Евгения Египетра пурăнать. Отпускра ашшĕпе амăшĕ патне килсе каять. Суворовсем ун патĕнче виçĕ хутчен хăнара пулнă. Евгения мал ĕмĕтлĕ. Вăл хваттер мар, вилла пирки ĕмĕтленет. Игорь ресторан уçнă. Коля — сантехник. Димăн алли ăста.

Анна Викторовнăна тăлăхсемпе çыхăннă хăш-пĕр ыйту канăçсăрлантарать.

— Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнисене патшалăх пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернине ырлатăп, анчах пĕр çуртра тăлăхсене çеç вырнаçтарнине эпĕ тĕпрен хирĕç. Нуша курса çитĕннĕскерсем пĕр вырăнта пурăнма пуçласан каллех усал йăласемпе туслашаççĕ. Вĕсене лайăх çемьесен çумĕнче кун кунлама май туса парсан лайăхчĕ. Ырă тĕслĕх куç умĕнче пулсан аван. Лиза кунашкал лару-тăрăва çакланчĕ. Вăл хăйĕн пек тăлăхсемпе пĕрле эрех ĕçет, пирус туртать. Çавăн пекех тăлăхсене кирлĕ япаласемпе те тивĕçтермелле тесе шухăшлатăп. Ача çуртĕнче пурăнакансене пушшех те ура çине тăма йывăр. Тăлăхсене кашăк илсе паракан та çук. Вĕсен урай çумалли çĕтĕкрен пуçласа шăл тасатмалли щетка таранах туянмалла вĕт. Эпир кашнин хваттернех хăтлăх кĕртме, мĕн кирлипе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Сĕтел-пукан, кравать çĕнĕ мар, çапах урайĕнче çывăрни е тăрса апатланни мар ĕнтĕ. Мускавра ятарлă пункт йĕркеленĕ. Унта кулленхи пурнăçра усă курма пăрахнă япаласене тата кивĕ техникăна пуçтараççĕ. Вĕсене йывăр шăпаллă çемьесене параççĕ. Пирĕн хулара та çавăн пеккине йĕркелесен лайăх пулĕччĕ. Начар пурăнакан сахал-им? Çак çивĕч ыйтусене патшалăх татса парасса шанас килет. Çавăн пекех хушма тупăш çуккисене ачасене опекăна илме сĕнместĕп. Çыннăн модăпа килĕшÿллĕн тăхăнас, тутлă çиес, канма çÿрес килет. Тăлăх пĕр ачашăн паракан тÿлев вара пĕчĕк. Унпа ачана тăхăнтартмалла, çитермелле, репетиторшăн тÿлемелле... Патшалăх пире икĕ хутлă çурт туса пачĕ. Ун çывăхĕнче мунча уçрăмăр. Шел те, йывăр лару-тăрăва пула унта çÿрекенсем самаях чакрĕç, — терĕ кил ăшшин управçи.

2003 çулта Суворовсем Туслăх орденне тивĕçнĕ. 2007 çулта Анна Викторовнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа чысланă. 20 ачашăн чи çывăх çынсем пулса тăнăскерсен ырă кăмăлĕпе ăшăлăхĕ иксĕлми. Тăлăх ачасене хуçăлма паман вĕсем. Анна Викторовна кĕçех 65 çул тултарать. Ун чухне вăл чи çывăх çыннисене, тăван тĕпренчĕкĕсемпе опекăна илнĕ 20 ачине, вĕсен мăшăрĕсене, мăнукĕсене кĕрекене пуçтарасшăн.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.