«Хальхи хĕрарăмсене чухăн арçын кирлĕ мар»

8 Дек, 2016

Корреспондентсем килессине пĕлсен Красноармейски районĕнчи Хусакассинчи Леня Григорьев кил хуçалăхĕнчи виçĕ енчи алăка питĕрессипе, никама та кĕртмессипе хăратнă. Анчах качча кайман хĕрсем çитессе систерсен кăмăлĕ çаврăннă: пĕччен пурăнакан арçын хапхине тĕкĕлеменччĕ, пÿрт алăкне питĕрменччĕ.

Арăмĕ тĕрмене хуптарнă

Леня Григорьев отпускра, çавăнпа вăл килтех. Кил-çуртне тап-таса та çап-çутă тирпейленĕскер ăшă пÿлĕмре телевизор курса ларатчĕ, хăйĕн умне пĕр хутаç канфет хунă та çавна çиет. “Епле “шикарнă” пурăнатăн эсĕ, тепĕр хĕрарăм килĕнче кунашкал хăтлă мар”, — тĕлĕнтĕмĕр йĕри-тавра пăхкаласа. “Варалакан çук манăн, хам ĕçре чухне кушак кăна утса çÿрет. Ака-суха вăхăтĕнче ир-ирех тухса каятăп та çывăрма кăна таврăнатăп”, — терĕ районти пĕр хуçалăхра трактористра ĕçлекенскер.

Çапла, халĕ Леня хăраххăн кун кунлать. Унăн тахçан çемйи те, ачисем те пулнă. Анчах ăнман ăна: çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе те, савнисемпе те. Арăмĕнчен уйрăлнă хыççăн хĕрарăм тупнă-ха Леня. Темле юрама тăрăшсан та, юратсан та вĕсем ун патĕнчен тухса тарнă.

Леня 1982 çулта 22-ре чухне авланнă, хăйсен ялĕнчи хĕре качча илнĕ. Арăмĕ малтан совхоз ферминче сыснасем пăхнă. Çамрăк çемье тăванĕн райцентрти 3 пÿлĕмлĕ хваттерне пурăнма куçсан арăмĕ садике ĕçе вырнаçнă, икĕ ывăлĕ те унта çÿренĕ. “Ĕçре иккĕленÿллĕ туссем тупрĕ, эрех сыпкалама тытăнчĕ, арçынсемпе çыхланчĕ. Пăтранчăк кунсем пуçланчĕç. Арăм мана милицие тыттарса ячĕ. Эпĕ ăна хĕненĕ, кăмака тавра çĕçĕпе хăваласа чупнă имĕш. Йĕрке хуралçисене каларăм: “Суять вăл. Пырса пăхăр-ха, кăмака хыçне çын мар, кушак та кĕрсе тухаймасть”. Мана 15 талăклăха хупрĕç. Эпĕ радиоузелта трактористра тăрăшаттăм. Ирхине ĕçлеме кăларса яратчĕç, каçхине камерăна çывăрма таврăнаттăм. Пĕр кунхине тĕрме пуçлăхĕ чĕнсе илчĕ те: “Сан валли “дембель” ĕçĕ пур. Мĕн пур камерăн стенисене шурататăн — киле каятăн”, — терĕ. Манăн тăван нумай, пулăшма кар! тăчĕç. Акшар сирпĕтмелли хатĕр тупса килчĕç: пĕри сăрлать, тепри пĕрĕхтерет. 15 талăк вырăнне 5 çĕр каçрăм. Кун хыççăн арăм патне таврăнмарăм, тăван яла килтĕм. Уйрăлнă хыççăн ачасем /вĕсем пĕчĕкчĕ-ха, 3-4 çулсенче çеçчĕ/ амăшĕпе юлчĕç. Колхоза ĕçлеме вырнаçрăм, шалу сахалччĕ те арăм пулнăскер алимент шыраттармарĕ. Кайран вăл качча кайрĕ. Халĕ çĕр çинче çук ĕнтĕ, тахçанах вилнĕ”, — каласа кăтартрĕ Леня. Вăл пĕр ывăлне пытарма ĕлкĕрнĕ: çамрăка кÿршĕ ялта хĕнесе вĕлернĕ. Тепĕр ывăлĕ ăна 3 мăнук парнеленĕ.

Сысна какайĕ

Вунă çул каялла Леньăна Патăрьел районĕнчи Светăпа, унран чылай çамрăкскерпе, паллаштарнă. Светăн упăшки çĕре кĕнĕ. Ачаллă хĕрарăма Хусакассине илсе килнĕ. Савнийĕн хĕрачи Леньăна “атте” тесе чĕнме тытăннă, кунта шкула 1-мĕш класа кайнă. Света почтальонра ĕçлеме тытăннă. Мăшăр пĕрле 7-8 çула яхăн пурăннă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă вĕсем. “Ăнланмарăм-ха вăл хĕрарăма. Мĕн шухăшпа пурăннă? “Усă курăп та тухса кайăп”, — тенĕ-ши? Çие юлнă пепкене çуратма килĕшмерĕ. Тĕпленес, манпа пĕрле ĕмĕре ирттерес ĕмĕт пулман унăн. Кунта килнĕ чухне тăхăнмалли те çукчĕ: хăлтăр-халтăр пальтопа пĕр мăшăр кивĕ пушмак çеçчĕ. Крентейкассинче Светăна халĕ те ырăпа аса илеççĕ: “Лайăх ĕçлетчĕ вăл”, — теççĕ. Çав ялта хăйĕн пек туссем тупса янă, эрехне те пĕрле ĕçнĕ. Ÿсĕр пуличчен кÿпсе лартнăскер çын патĕнче çывăрнă, урăлсан киле таврăннă имĕш. Хам курман, пĕлместĕп. Анчах Крентейкассинче вăл эрех ĕçсе çÿрени çинчен каласа кăтартакансем тупăнчĕç”, — аса илчĕ Леонид. Светăн, чăнах та, йĕркеллĕ пурăнас шухăшĕ пулман, пуçĕнче унăн каварлă план тĕвĕленнĕ. Ăна пурнăçа кĕртес умĕнхи каçхине кăна-ха Леньăпа арăмĕ ялта тăванĕсем патĕнче юбилейра савăннă. Тепĕр кунхине Света ахаль те хĕрĕнкĕ арçынна эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕ те хăнана килнĕ шăллĕпе Леньăн килĕнчи япаласене тиесе Патăрьел районне тухса кайнă. “Кÿрше укçа тÿлесе унăн ГАЗельне тара тытнă вĕсем. Мана эрехе те димедрол ярса ĕçтернĕ вара? Эпĕ диван çинче питĕ хытă çывăрнă. Çав вăхăтра Светăпа шăллĕ пахча хыçне лартнă машинăна япаласем йăтнă кăна! Пуçламан михĕри сахăр, телевизор /юрĕ-ха, ăна шăллĕ туяннăччĕ/, савăт-сапа, вырăн таврашĕсем... Йăлтах каласа пĕтереес çук, астумастăп та. Чăланри сысна какайĕ те, ăна нумаях пулмасть пуснăччĕ, “ураланнă”. Каçхине 10 сехетре вăранса кайрăм. Пăхатăп: килте никам та çук, ача сасси илтĕнмест. Сĕтел çинчи телевизор çухалнине асăрхасан йăлтах ăнлантăм. Иккĕмĕш сыпăкри пичче патне тухса утрăм, килти пăтăрмаха каласа кăтартрăм. Унăн арăмĕ ĕçрен таврăннă чухне пирĕн пахчара такамсем мĕкĕлтетнине, япала сĕтĕрнине курнă-мĕн, анчах мана нимĕн те систермен. Кайран куккан 300 пин тенкĕ çухални çинчен ялта сăмах тухрĕ. Ку хура ĕçе Светăпа шăллĕ тума пултарнă имĕш. Милици чĕнчĕç, анчах вăрăсене тупаймарĕç — перчеткепе “ĕçленĕ”, пÿрне йĕрне хăварман. Света, почтальонра тăрăшнă май, пенси валеçнĕ чухне кукка укçине чăланра упранине курман мар. Кайран хĕрарăма милицие чылай сĕтĕрчĕç. Тен, намăс курас килменнипе кунтан тухса тарчĕ вăл. Кайнă тăк — кайнă... Мĕн кулянас? Кайран Патăрьел районне ун патне çитсе килтĕм. Эпĕ туяннă сахăр миххи ларатчĕ. Пÿрчĕ вĕсен пысăк, кирпĕчрен. Света манпа пурăнма тытăниччен унта газ кĕртменччĕ. Эпĕ хуняма патне питех кайса çÿремен, пурĕ те 2 хутчен çеç пулнă. Юлашки хутĕнче пырсан газ кĕртнине асăрхарăм. Манăн шухăшпа, Света манпа укçашăн пурăннă, амăшне те нухрат ярса панă пек туйăнать. Сĕт сутнă укçа та унăн аллинчеччĕ. Пенси валеçнĕ чухне карчăксемпе стариксене улталанă пуль тетĕп. Халĕ Света качча кайнă ĕнтĕ, хушамачĕ те урăхла. Вăл тухса кайнă хыççăн ĕнене кĕтÿрен кĕртекен çуккипе сутрăм”, — ăнман пĕр юрату историне вĕçлесе теприне пуçларĕ Леонид Григорьев.

Укçашăн усă курнă

2010 çулта ăна Оля ятлă хĕрарăма, 1979 çулта çуралнăскере, тупса панă. “Сăнран, кĕлеткерен пăхсан вăл манран 20 çула яхăн çамрăк тесе шухăшламан, Оля эрех ĕçме юрататчĕ, самăртарахчĕ. Тен, çавăнпа пĕр ÿсĕмрисем евĕр курăнаттăмăр. Е манран та аслăрах теме пулатчĕ ăна. Оля хамăр районтанах, пекарьнăра ĕçлет. Темиçе хутчен качча кайса уйрăлнăскер вăл: икĕ упăшкаран пĕрер ача çуратнă. Эпир Ольăпа пĕрле пурăнман, хăнана час-часах çÿретчĕ вăл: çĕрлехи смена хыççăн та килме ÿркенместчĕ, канмалли кунсенче те пыратчĕ. Кăçал купăста лартрĕ, кишĕр акрĕ. Килмессерен: “Сансăр пуçне никам та çук”, — тесе йăпăлтататчĕ. Çапла çулталăк улталаса пурăнчĕ. Унпа пĕрле ĕçлекен пĕлĕшсемех каларĕç: Ольăн Женя ятлă арçын пур. Вăл ун патне тахçанах çÿрет иккен. Оля, паллах, йăлтах тунчĕ, йышăнмарĕ. Маншăн вăл арăм мар, хут уйăрттарман эпир. Ултава çиеле кăларас тесе çине тăмарăм, шарламарăм. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче вăл ман патра юлашки хут хăнара пулчĕ. Халĕ шăнкăравласан та телефона тытмасть. Эпĕ тунсăхланипе чăрмантармастăп-ха — укçа илмелли пур унран. Вăл хутшăнма тытăннăранпах мана “суса” пурăнчĕ. 2 ачана пĕччен ÿстерекенскере çăмăлах мар тесе хĕрхенеттĕм. Е коммуналлă тăкакшăн тÿлеме укçа çитмест ăна, е тата тем те пĕр. Класра пурин те йĕлтĕр пур, унăн ачин кăна çук-мĕн. “Туян ара” , — тесе укçа тыттартăм. Тепрехинче килчĕ те: “Ывăл Интернетра таçта кĕрсе кайнă, 5 пин тенкĕ штраф тÿлемелле”, — тесе пĕлтерчĕ. Каллех хĕрхентĕм. Кайран: “Пушмак çук”, — терĕ, кивçен ыйтрĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче парăмне татма шантарчĕ, анчах паянхи кун та ăна та, укçине те курмарăм-ха. Уншăн тăкакланă мĕн пур укçана илсе пĕтереес çук-ха, 10 пин тенкĕ çеç ыйтрăм. Юлташсене ун патне шăнкăравлаттартăм. Калаçу парăм çине çитсен телефона тÿрех пăрахать е мана палламанçи тăвать”, — шанăçа çухатнăн калаçрĕ 56-ри арçын. Унăн шухăшĕпе, хĕрарăмсем — пурте укçашăн, пуяннине, машинăллине шыраççĕ.

— Эсĕ ан пар! Хăв укçа тыттаратăн вĕт! — тавлашас килчĕ унпа.

— Укçа памасан кам пурăнма килтĕр? Калаçмаççĕ те. Çĕтĕк-çурăк чухăнпа хальхи хĕр-хĕрарăм мĕн тăвать? Хăрушă вĕсемпе çыхланма, — пĕтĕмлетрĕ Леня.

— Эсĕ питĕ нумай укçа ĕçлесе илетĕн-им?

— Çулла, канмалли кунсăр ĕçленĕ чухне, аванах тухать. Шалу тĕрлĕрен. Халĕ акă çуркуннеччен канатпăр. Оклад тÿлеççĕ пĕрех. Ĕçе апат çиме кайса килкелетĕп, техникăна юсатăп.

— Тепĕр хĕрарăм укçа ыйтсан татах тыттаратăн-и вара?

— Пĕлместĕп, çук пуль...

Чаплă купăсçă

Леньăна мĕнле хĕл каçасси пăшăрхантарать. Шăнса е выçса вилесрен хăрамасть-ха вăл. Ку енĕпе унăн йăлтах йĕркеллĕ: пÿрте газ кĕртнĕ, пластик чÿрече лартнă. Çимелли те туллиех: картишре индокăвакалсем, чăхсем çÿреççĕ. “Урăх пĕр выльăх та, кайăк-кĕшĕк те усрамастăп. Пĕччен хырăма нумай кирлĕ-им? Ĕçре пире кунне 3 хутчен апатлантараççĕ”, — ăнлантарчĕ арçын.

— Çăмарта ăшаласа çиетĕр-и? — сĕнчĕ пире Леня.

— Эпир командировкăра хальччен пĕр çын патĕнче те апат хатĕрлеменччĕ-ха... — турткалашам пекки турăмăр эпир. Журналист та çынах çав, хырăм выçать. Леня чăланри холодильникрен çăмарта илсе кĕчĕ. Янтăскере ăшаласси пирĕншĕн, хĕрсемшĕн, йывăр ĕçех мар. Кĕçех сĕтел çинче пĕр çатма ăшаланă çăмарта пăсланса та ларчĕ. Çăмарта тесе калаçăва пăрам мар, Леньăна хĕл каçасси мĕншĕн пăшăрхантарни пирки каласшăнччĕ вĕт. Тавçăртăр пулĕ: хĕллехи каçсем вăрăм, кун пек чухне пĕччен çынна тунсăх пусать. Ĕçе каймасан уйрăмах чун тăвăнать, кампа калаçмалла? Çавăнпа Леня хĕрарăм тупасшăн. Унăн номерĕ — редакцире, паллашас кăмăл пур тăк шăнкăравлăр.

Кичем чухне арçын алла купăс тытать. Ăна шкулта ăс пухнă чухнех иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн хĕрĕ калама вĕрентнĕ. “Тÿмисем çине кăранташпа çырса паллă тăватчĕ. Çапла пускаласа ларсах хăнăхрăм. Тăван пиччем салтака кайиччен купăс туяннăччĕ. Вăл таврăннă çĕре эпĕ ăна йăлт аркатса пĕтертĕм. Е салтак чупма, е туя, е ĕçке чĕнетчĕç. Ялта манпа пĕр ÿсĕмри купăсçă пулман, аслăраххисем çеçчĕ. Çак ăсталăха алла илнине кура пĕр вăхăт ялти клубра та ĕçлерĕм”, — çапла калаçса ларнă май Леня шкап тăрринче выртакан купăса илчĕ. Ăна тăсса ячĕ те савăнăçлă кĕвĕ вылярĕ. Итлесе ларма çук — урасем хăйсемех ташласшăн тĕпĕр-тĕпĕр турĕç. Хаваслă кĕвĕ хурлăхлипе улшăнчĕ те чун хÿхлеме тытăнчĕ. Нимĕн те калаймăн — Леня чаплă купăсçă! Унашкал упăшкапа юрласа, ташласа çеç пурăнмалла та... Тен, пирĕн вулакансен йышĕнче ăна килĕштерекен хĕрарăм тупăнĕ. Çĕнĕ çула пĕрле епле хаваслă кĕтсе илме пулĕччĕ! Тепĕр самант — Леня эрех вуçех ĕçмест.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.