Архив - Июл 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

июля 21st

21 Июл, 2016

Каска-пуленке тупнишĕн те савăннă

Мĕшĕлте пурăнакан 94 çулти Анастасия Офицеровăна вăрçă вăхăтĕнчи нушаллă пурнăçа аса илме ыйтсан кинемей тăрук шăпланчĕ те тăварлă куççульне çăтрĕ. Чунĕнчи нихăçан тÿрленеймен йывăр суранĕсене хускатнăшăн аванмарлантăм. Ăна пăхса пурăнакан хĕрĕ сăмах хушсан кăна калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ.

21 Июл, 2016

Йытă-кушака та сиплет

Юлия Геронтьевăран: «Мĕншĕн ветеринар профессине суйласа илтĕн?» — тесе ыйтсан нумай шухăшламарĕ. «Эпĕ ял ачи, пĕчĕкрен выльăха юратса çитĕннĕ», — хуравларĕ Мĕшĕлте çуралса ÿснĕскер. Хĕр шкул хыççăн тĕп хулари Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытнă.

21 Июл, 2016

Пĕр уйăх çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă

Канаш районĕнчи Ешкилтре пурăнакан Татьяна Иванова — хастар хĕрарăмсенчен пĕри. Пулас мăшăрĕпе Николай Валентиновичпа вĕсем хĕрпе каччăлла пĕр уйăх çÿресенех çемье чăмăртанă. Татьянăн упăшки — хăйĕнчен вунă çул аслăрах.

21 Июл, 2016

Суккăр пулин те тĕрлет, çыхать

Çутă тĕнчере тĕлĕнмелле пултаруллă çын нумай. Пĕри апат-çимĕç янтăлас енĕпе ăста, тепри музыка инструменчĕ каласа тĕлĕнтерет, виççĕмĕшĕ — ÿкерсе... Хăшĕ-пĕри вара çут çанталăк кÿрентернине пăхмасăр малалла талпăнса хăйĕн пултарулăхне ыттинчен кая мар кăтартать.

июля 14th

14 Июл, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 27 (6120) №. 14.07.2016

14 Июл, 2016

Хĕрсем ялта юлманран мăшăр тупайман

Элĕк районĕнчи Питĕшкассинче пурăнакан Вячеслав Филимонов çĕр ĕçне юратнипех ялта тĕпленме шухăшланă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл хĕсмете кайнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тĕрлĕ çĕрте хăйне тĕрĕсленĕ. Çавах шăпа ăна тăван тăрăхах илсе çитернĕ.

14 Июл, 2016

Амăшне сăнÿкерчĕкре çеç курайĕ

«Çыннăн кун-çулне — хăçан çутă тĕнчене килмеллине, хăш вăхăтра пурнăçран уйрăлмаллине — Турă малтанах палăртать», — теççĕ тĕне ĕненекенсем. Ĕненÿ тăрăх — хăйсем çине алă хуракансем каçарайми çылăх тăваççĕ, çавăнпах çăтмаха нихăçан та лекеймеççĕ.

14 Июл, 2016

Уя тухсан курăкпа калаçнă

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă шкул 85 çул тултарнине тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Унта савăнăçлă лару-тăрура 730 студент диплом илчĕ.

14 Июл, 2016

Пăта çапма, кирпĕч хума пĕлет

Нумаях пулмасть Самар об­ла­çĕнчи Мастрюково кÿллисен хĕрринче «iВолга-2016» форум иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕ­тесĕнче пурăнакан çамрăксем пу­хăннă. Форума пирĕн республикăри 90 çын кайнă. Вĕсенчен 17-шĕ хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Палăртма кăмăллă: икĕ çамрăк грант илмешкĕн тивĕçнĕ.

14 Июл, 2016

Улмуççишĕн налук тÿлеттересрен хăраççĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Пирĕн Республикăн кашни кĕтесĕнче çыруçăсем çÿреççĕ. Вĕсен ĕçĕпе иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче пулнă май тĕплĕнрех паллашма май килчĕ. Ку тăрăхра инструкторсен ултă участокне йĕркеленĕ. Патаккассинче вырнаçнине икĕ çынна çирĕплетнĕ.

Страницы