- Чăвашла верси
- Русская версия
Йытă-кушака та сиплет
Юлия Геронтьевăран: «Мĕншĕн ветеринар профессине суйласа илтĕн?» — тесе ыйтсан нумай шухăшламарĕ. «Эпĕ ял ачи, пĕчĕкрен выльăха юратса çитĕннĕ», — хуравларĕ Мĕшĕлте çуралса ÿснĕскер. Хĕр шкул хыççăн тĕп хулари Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытнă. Халĕ 23-ри специалист тăван тăрăхра, Урхас Кушкăри ветеринари участокĕнче, тăрăшать. Халăхпа çеç мар, вĕсен килĕнчи выльăх-чĕрлĕхпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать Юлия Витальевна.
Юльăн ветеринар специальноçне алла илес шухăш аслă класра вĕреннĕ чухнех тĕвĕленнĕ. Тĕрĕссипе, вăл ача чухне шурă халат тăхăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах çынна мар, выльăха чир-чĕртен сыватаканăн çулне суйланă пике. Çуллахи каникулта Юлия тăван тăрăхри ветеринари участокĕнче ăсталăхне туптанă. Кайран, алла диплом илсен, хăй те кунта ĕçлессе шухăшламан-тăр. Ветеринарта кăçал çеç тăрăшма тытăннă çамрăк хĕрарăм йывăрлăхран хăрамасть. «Хăнăхнăçемĕн ăсталăх та пухăнать. Алла диплом илнĕ хыççăн тӳрех ĕçе пикеннĕ тĕк çăмăлрах пулĕччĕ», — пытармарĕ вăл. Юля 5-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра савнийĕпе Алексейпа çемье çавăрнă. Часах вĕсен йыш хушăннă. Юлия кăçал декрет отпускĕнчен тухнă.
— Эпир иккĕн ĕçлетпĕр: Костя Сергеев 2012 çултанпах ветеринарта тăрăшать. Вăлах мана пулăшать, кунта килсенех ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл е ку вакцинăпа мĕнле усă курмаллине, шприцсене дезинфекцилемеллине ăнлантарчĕ...» — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Юлия Витальевнăпа Упакасси ялне кайрăмăр. Выльăх тухтăрĕсем ял тăрăхне кĕрекен 13 ялшăн яваплă. Специалистăн кашни шăнкăравпа çула тухма тивет. Юля, сăмахран, хăех руль умне ларать. Çакă ĕçре çăмăллăх кӳрет паллах.
Акă шăнкăравпа яла çитрĕмĕр. Пĕр ĕне темиçе кун апат çимесĕр аптăрать. Мĕн амакĕ çакланнă-ши? Хурлăхлă куçпа пăхакан выльăха шеллемесĕр май çук. Юлия Витальевна ĕнене ачашларĕ, кĕлеткине тĕрĕслерĕ. «Паян мĕн çитертĕр? Апата шăршларĕ-и?» — ыйту хыççăн ыйту пачĕ специалист выльăх хуçине. Çийĕнчех сиплев пуçларĕ. Выльăха сывалмасан татах эмеллемеллине пĕлтерчĕ.
Кашни ĕçĕн — хăйĕн йывăрлăх. Ветеринара мĕн пăшăрхантарать-ха? «Выльăх мĕн ыратнине çын пек калаймасть. Эпир витĕр кураймастпăр-çке. Çавăнпах чирне хамăрăн пĕлмелле», — терĕ хăйĕн йăхĕнчи пĕртен-пĕр ветеринар. Чылай чухне участока ĕне е пăру аптăраса ӳкнĕрен пулăшу ыйтма килеççĕ. Паллах, специалистсем пур выльăха та сыватма хатĕр. Вăл шутра кушаксемпе йытăсене те пăхаççĕ. Юлия каланă тăрăх, вĕсем сахалтарах чирлеççĕ. Чăх-чĕп туянакансенчен чылайăшĕ кайăк-кĕшĕке ӳстермешкĕн мĕнлерех витамин кирлипе кăсăкланса сĕнӳ ыйтать.
— Хулара пурăнакан ытларах йытăпа кушак тытать. Унти ветеринарсем вĕсене çеç сыватаççĕ. Мана вара ялти выльăхпа ĕçлеме килĕшет. Çавăнпах, тен, тăван тăрăхрах юлтăм, — палăртрĕ Юлия Витальевна. Çемьеленсен вăл мăшăрĕпе пĕр вăхăт хуларах пурăннă, кайран яла таврăннă. Алексей Çĕнĕ Шупашкарти пĕр предприятире тăрăшать.
Çамрăк специалистпа яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç мĕншĕн ялта тĕпленме килĕшменни пирки те сăмах пуçартăмăр. Унăн шухăшĕпе, шалу тивĕçтерменрен. «Ĕçлеме пултаракан çын таçта та вырăн тупатех. Анчах шалу ыйтăвĕ — яланах пĕрремĕш вырăнта. Акă пирĕн тăрăхра колхоз-совхоз юхăннă. Çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтереймеççĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ.
Юлия Витальевна каланă тăрăх, килти чĕрчун çуркунне, кĕркунне ытларах чирлет. Çак тапхăрта кушаксемпе йытăсене урнă чиртен укол тумалла. Килте ветеринар пурри мĕн тери савăнăç! Çемьере те выльăх-чĕрлĕх чирлекелет-çке.
Ирина КОШКИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
Комментировать