Хĕрсем ялта юлманран мăшăр тупайман

14 Июл, 2016

Элĕк районĕнчи Питĕшкассинче пурăнакан Вячеслав Филимонов çĕр ĕçне юратнипех ялта тĕпленме шухăшланă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл хĕсмете кайнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тĕрлĕ çĕрте хăйне тĕрĕсленĕ. Çавах шăпа ăна тăван тăрăхах илсе çитернĕ.

— 2008 çулта чылайăшĕ çĕр лаптăкне сутма тытăнчĕ. Ун чухне вĕсене тара илес тĕллевпе яла Чулхула çыннисем те килнĕччĕ. Çĕре юттисене парас килмерĕ. Ман пеккисем татах тупăнчĕç. Эпĕ 72 гектар çинче тыр-пул туса илме пуçларăм. Ытларах нумай ÿсекен курăк акрăм, — каласа кăтартрĕ çĕр ĕçне çамрăклах кÿлĕннĕ Вячеслав.

Фермер çулла çăвĕпех уйра: утă çулать, типĕтсе пуçтарса кĕртет... Сутлăх утта Вячеслав тюклать. «Килте выльăх нумай мар, виçĕ ĕне çеç. Çавăнпа аслăка тултаратăп та ыттине сутатпăр», — терĕ вăл.

Вячеслав мĕншĕн курăк çеç лартать-ха? Севок сухан е ытти пахçа çимĕç çитĕнтерме шу­хăш­ламан-и?

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.