Архив - 21 Июл, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
Кашни утăмрах кăсăклине куракан Вася Васин
Вăл туйăма ирĕке ярса рок юрлама, чунра капланнине ăшра тытса тăмасăр ĕçлеме хăнăхнă. Пурнăçа ансат йышăнаканскер, кашни утăмра кăсăклăх е кулăшла самант шыраканскер, туйăмсемпе çунатланнăскер редакцие утса мар, вĕçсе кĕчĕ те кăмăлăма çĕклерĕ. Çамрăк пулнăран, шăпа ăна нихăш енчен те кÿрентерменрен çапла ансат та хаваслă-ши ку каччă? Çынни çавнашкал пулĕ. Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов, вăлах — Чăваш наци радиовĕнче "Каçхи микс" ертсе пыракан Вася Васин пирки.
Шыв витрине çăварпа йăтнă
Китайпа çыхăнусене çирĕплетеççĕ
Умра анлă çул. Хăшне суйламалла?
Шкултан вĕренсе тухакансен ăсату каçĕ иртнĕ, умра — анлă çул. Халĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн пулас професси суйлама вăхăт. Аслă шкулсемпе техникумсенче, училищĕсенче хĕрÿ тапхăр пырать. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăну кампанийĕ пуçланчĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе хулари хăш-пĕр аслă шкула çитрĕм.