Шыв витрине çăварпа йăтнă

21 Июл, 2016

Урамран шыв витрине çăварпа йăтакан Надьăран Элĕк районĕнчи Питĕшкассисем тĕлĕнмеççĕ. Эсир те, хисеплĕ вулаканăмăрсем, пысăках мар витрепе шыв çĕклет тесе шухăшлатăр пуль-ха. «Какуй! 12 литр кĕрекенни!» — хуравларĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕ. 3-4 çул каялла, пÿрте шыв кĕртиччен, сусăр хĕрарăм чăннипех те çапла шыв йăткаласа кĕнĕ. Урисем ĕçлеменнипе аллипе тĕревленсе урай тăрăх шуса пĕр вырăнтан тепĕр вырăна хăвăртах куçать Надя. Урама вăл пĕлĕшĕ ăсталанă урапа çине ларса тухать, алла тапочкă тăхăнса унпа утать. Кÿме те пур Надьăн, пулăшакан пур чухне вăл ун çине ларать, райцентра е хулана каять. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.