Çурисене шыраса кашкăр яла килнĕ

21 Июл, 2016

Геннадий Даниловăн картишне кĕрсенех кайăк-кĕшĕк тĕнчине лекнĕн туйăнать. Хуçалăхра вăл хур-кăвакалпа чăх-чĕп çеç мар, цесарка, кăркка, павлин, попугай, фазан, кăвакарчăн тата ытти тĕрлĕ кайăк усрать. Темиçе çул каялла страус та тытнă.

Сăнчăрта — тилĕ

Чĕрчунсемпе кайăксене юратасси мĕнрен пуçланнă? Çут çанталăк тĕнчипе çывăхланма мĕн хистенĕ-ха Мĕшĕлте пурăнакан кил хуçине?

— Манăн атте, Семен Илларионович, вăрман хуралçинче тăрăшатчĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен унпа ĕçе çÿреме юрататтăм. Хăйĕнпе пĕрле илсе кайман чухне макăрсах юлаттăм. Пĕррехинче çывăх çыннăмпа пурăш тытас тĕллевпе çула тухрăмăр. Ку чĕрчуна тĕл пулайманнипе кăмпа-çырла татма пикентĕмĕр. Сасартăк атте кашкăр йĕрне асăрхарĕ. Тÿрех пăшалтан тÿпенелле печĕ. Вăрман чĕрчунĕ хăраса тарчĕ, васканипе çăварĕнчен пĕр çурине ÿкерсе хăварчĕ. Атте ăна йăтрĕ те çывăхри йывăç тĕммисене сирсе пăхрĕ. Вĕсен айĕнчен кашкăрăн тепĕр пилĕк çурине тупрăмăр. Эпĕ, 5 çулти ача, аттен шăлаварĕнчен тытса утнине лайăх астăватăп. Чĕрчунсене киле йăтса кайма шухăшларăмăр. Вĕсене чĕркесе йăтма çири кĕпене хывма тивнĕччĕ. Киле çитсенех атте пиччесене кашкăр яла çитме пултарасса систерчĕ. Ывăннипе çав каç эпĕ вилнĕ пекех çывăрнă. Пирĕн пата «хăна» килнине те сисмен. Тепĕр кунхине юман хапха çинче кашкăрăн чĕрне йĕрĕсене курсан тин çывăх çыннăм тĕрĕс каланине ăнлантăм. Мана, вăрманăн нимрен хăраман пĕчĕк тусне, кашкăр çурисемпе ÿкерме район хаçатĕнчен те килнĕччĕ. Тискер чĕрчунсем пирĕн килте икĕ эрне пурăнчĕç. Çурисене çухатнă кашкăр лăпланман. Вăл кĕтÿри выльăх çине тапăннă, çапла майпа хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн тавăрнă. Атте ял халăхĕ ыйтнипе пĕр кашкăрне персе те вĕлернĕччĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне килте тилĕ çури те, тăмана та усранă эпир. «Кил картишĕнчи чăхсене ахаль те вăрман чĕрчунĕсемех тытса пĕтерчĕç, эсĕ тата вĕсене сăнчăрта усратăн», — вăрçатчĕ анне. Пур-пĕрех чĕрчунсемпе кайăк-кĕшĕкрен сивĕнмерĕм. Çамрăклăхăма та вĕсемпех йăпанса ирттертĕм, — каласа кăтартрĕ Геннадий Семенович.Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.