Канаш районĕнчи Ешкилтре пурăнакан Татьяна Иванова — хастар хĕрарăмсенчен пĕри. Пулас мăшăрĕпе Николай Валентиновичпа вĕсем хĕрпе каччăлла пĕр уйăх çÿресенех çемье чăмăртанă. Татьянăн упăшки — хăйĕнчен вунă çул аслăрах.
Çутă тĕнчере тĕлĕнмелле пултаруллă çын нумай. Пĕри апат-çимĕç янтăлас енĕпе ăста, тепри музыка инструменчĕ каласа тĕлĕнтерет, виççĕмĕшĕ — ÿкерсе... Хăшĕ-пĕри вара çут çанталăк кÿрентернине пăхмасăр малалла талпăнса хăйĕн пултарулăхне ыттинчен кая мар кăтартать.