Архив - 8 Окт, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ
Тĕлĕкре те çĕлет вăл
Эрех-сăрана 21 çултан çамрăккисене мĕншĕн сутмалла?
Çĕршывра çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пистерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртереççĕ. Пирĕн республикăра та уяв кунĕсенче лавккара эрех-сăра сутмаççĕ. Шел те, юлашки вăхăтра хаяр шĕвеке куллен ăша яракансен çулĕ çамрăкланать. Паянхи кун ку - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Саккунпа килĕшÿллĕн 18 çула çитмен ачасемпе çамрăксене эрех-сăра сутма юрамасть. Нумаях пулмасть РФ Общество палати çак ÿсĕме 21 çула çитерме сĕннĕ. Тĕрĕссипе, ку проекта унчченех вăя кĕртме майсем шыранă. Ăна 2012-2014 çулсенчех пăхса тухнă, анчах депутатсем саккуна йышăнман.