“Литература çыравçăсемсĕр пуçне урăх никама та кирлĕ мар”
"Çамрăксен хаçачĕн" çывăх тусĕсен йышĕнче Геннадий Уткин журналист, çыравçă - сумлисенчен пĕри. Октябрĕн 1-мĕшĕнче Геннадий Алексеевич хăйĕн 70 çулне паллă турĕ. Юбиляра "Чуна уçса калаçар" рубрика кĕрекине чĕнме шут тытрăмăр. Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралнă Геннадий Уткинăн кун-çулĕнчи чылай саманта аван пĕлетĕп пулсан та хальччен илтменни те самаях тупăнчĕ.
- Тивĕçлĕ канăва тухсан чылайăшĕ вăхăта епле ирттермеллине пĕлмест. Хăшĕсем кун каçа сенкер экран умĕнче лараççĕ, теприсем урама тухса сăмах çăмхине сÿтеççĕ. Эсир вара çырма хăнăхнă йăлана пăрахăçлаймастăр, сĕтел хушшине ларса алла калем тытатăр та... çĕнĕ хайлав çурататăр. Мĕн хистет сире çакна тума?
- Шалти вăй. Вăл мана ялан çырма хистет. Пуш параппан çапмалла мар, пурнăçра курни-илтнине чĕре витĕр кăларса çырмалла, унсăрăн вулакана тивĕçтереймĕн тет. Шăрçаламалли тема нумай. Эпĕ йышлă çемьере ÿсрĕм. Вунă ачаран пĕрремĕш пулса çуралтăм. Пĕчĕк чухне кÿршĕ хĕрарăмĕ "кăркка какайĕ" çиме хăнана чĕнсен хайхискер чăмăрла пĕçернĕ çĕрулмине шÿтлесе çапла каланине тавçăртăм. Мăнкунра пукан çине тăратса анне çĕнĕ çăпата сырнă чухне сĕтел çинчи çăмартана куç хыврăм. Хăнасем валли тесе шелленипе паманшăн тарăхрăм та сĕтел çивиттине туртса антартăм, савăт-сапана çĕмĕрнĕшĕн аттепе анне патак çитерчĕç. 20 вĕллерен упранса юлнă юлашки вĕллене асаннепе утара леçме кайсан пыл хурчĕсем тапăнчĕç те пит-куç шыçса тухрĕ. Куçсем хуплансан та утарçă арăмĕ сĕтел хушшине лартсан пыл савăтне те, кăпăшка кăпартмапа икерче те шыраса тупрăм.
- Аслаçăр питĕ ĕçчен пулнă тетĕр. Вăл хăй аллипе хăпартнă хуралтăсем каярахпа сирĕн çемьене выçă вилме паман. Колхоз сирĕн лаша витине туянса кĕлет тунă, унта тыр-пул упранă. Малалла вулас...