- Чăвашла верси
- Русская версия
Пысăк çăлтăр янкăр çутатрĕ те сÿнчĕ - ăна пурте курса юлчĕç
Çамрăксен театрĕн репертуарĕнчи чи вăйлă постановкăсенчен пĕринчи - "Тăм тивнĕ чечексем" спектакльти - Олешкăна курма темиçе хут та кайрăм. Арçын ача рольне вылякан Ольга Почалкина сăнара тĕлĕнмелле ĕнентерÿллĕн калăпласа кашнинчех куççульлентеретчĕ мана. Мана кăна-и? Мельпомена тĕнчине кăмăллакансен питĕ пысăк пайĕ унăн чун витĕр кăларнă сăнарне курса йĕнĕ. Çак рольшĕн пултаруллă артисткăна Чăваш Енри театрсен хушшинче çуллен йĕркелекен "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсра та чысларĕç. Олешка сăнарне кăна мар, 19 çул хушшинче чун кĕртнĕ 60 ытла рольне пĕтĕм ăсталăхне, пĕтĕм вăй-хăватне пĕр тĕвве пуçтарса вылярĕ вăл. Чылайăшĕнче тĕп сăнарсен чĕлхипе калаçрĕ. Ирçе хĕрĕ пулсан та чăваш халăхĕшĕн капашсăр пысăк ĕç турĕ. Шел, питĕ йывăр пулин те çут тĕнчене сцена çинче вылямах килнĕ гени пирки иртнĕ вăхăтра калаçма тивет. ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Ольга Почалкинăна никама та тиркемен вилĕм ытла та ир илсе кайрĕ. 41 çултах. Нумаях пулмасть тĕнче Жанна Фриске юрăçпа сывпуллашрĕ пулсан, иртнĕ эрнере чăваш тĕнчи Ольга Почалкинăна юлашки çула ăсатрĕ. Иккĕшне те хăрушă чир ураран ÿкерчĕ: усал шыçă...
"Каяс-и? Каятăп вĕт..."
Çамрăксен театрĕн ертсе пыракан артисткин "Чăн телей юратура", "Сансăр пурнăç çук", "Мăйракаллă упăшка", "Чунилли" тата ытти спектакльти, вырăсла лартнă юмахсенчи сăнарĕсем... Пĕри те пĕрешкел мар. Репертуарти чылай спектакльте вылянă вăл. Театр артисчĕсем Ольга Почалкина пирĕн хушăра текех çуккине ĕненесшĕн мар. Епле ĕненĕн - чĕри тапма пăрахиччен икĕ эрне маларах кăна вăл ыттисемпе пĕрле куракансен умне тухнă-çке-ха: сентябрĕн 11-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнче пулнă. Ольга Мацуцына нумай постановкăра пĕрле вылякан ĕçтешĕ кăна мар, çывăх тусĕ те. Йĕре-йĕре калаçрĕ вăл:
- Çав тери çăмăлччĕ унпа ĕçлеме. Мĕн калас тенине куçран пăхсах туятчĕ. Кашнинчех партнера пулăшса пыратчĕ. Сценăшăн хыпса çунатчĕ. Çамрăксен театрĕн хăйĕн çурчĕ çуккипе ăна тăвасса кĕтетчĕ, çавăншăн куççульпех йĕретчĕ. Çын хуйхине кăна мар, пăтăрмахне те ытла çывăха илетчĕ. Хăйне мĕн тери йывăррине вара кăтартмастчĕ.
Ольга Почалкина хăй чирленине тăватă çул каялла пĕлнĕ, анчах кун пирки вăл никама та каласа кăтартман. Çывăх тусне те.
- Ывăлăмăн хреснамăшĕ тăвасшăнччĕ ăна. "Çук, пултараймастăп пуль. Ан кÿрен", - терĕ Оля. Тĕне кĕртнĕ чухне ачама унăн мăшăрĕ Володя тытрĕ. Каярахпа кăна вăл мĕншĕн çапла каланине тавçăртăм. Театртисем те хими терапине пула çÿçĕ тăкăнсан çеç вăл хăрушлăхрине туйрĕç. Юлашки кунĕсенче те Оля урăх ним пирки те мар, театр çинчен çеç пуплерĕ: "Ура çине тăмалла ман, ĕçе каймалла", - тетчĕ, - хурлăхлăн калаçрĕ Ольга Мацуцына.
Артистсенчен чылайăшĕ, тем тесен те, питĕ туйăмлă. Юлашки уйăхсенче унăн ролĕсене ытти актера пама тытăнсан вăл хытах пăшăрханнă ĕнтĕ.
- "Аван мар, хамăнах выляс килет", - терĕ вăл мана пĕррехинче. Хăйне куракансен умне тухма пачах çăмăл марччĕ. Пĕррехинче грим пÿлĕмĕнчи хăйĕн тĕкĕрĕ умĕнче выртнине куртăм. Ахлатать. Пурпĕрех вăй-халне пухрĕ те сцена çине вирхĕнчĕ. Яланхиллех пысăк шайра вылярĕ, ыратнине систермерĕ те, - Оля çумра çуккине ăс-тăнĕпе ăнланса илеймесĕр калаçрĕ юлташĕ. - Нумаях пулмасть тепĕр ача çуратрăм. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче мана больницăран кăларчĕç. Оля сывлăш хăмписем йăтса пычĕ. Ман савăнăçшăн хăйĕнни пек хĕпĕртесе йăл çиçрĕ. Юлашки çула ăсатнă чухне çынсем сăмах каларĕç, эпĕ пултараймарăм - çăвартан сăмах тухаймасран хăрарăм. Куç умĕнче вара "Вăрмана юлнă çамрăклăх" спектакльти ăсран кăшт тайăлнă Санюк тухса тăчĕ. Çак сăнара калăпланă май вăл авкаланса: "Каяс-и?.. Каятăп вĕт, каятăп", - тет, хăй çаплах пуç усса тăрать... Кайрĕ Оля, кайрĕ, - урăх калаçаймарĕ Ольга Мацуцына.
Театра çĕнĕ варкăш кĕртнĕ
Ольга Почалкина Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕнче ирçе çемйинче çуралнă. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентнĕрен тата чи çывăх хĕр-тусĕ чăваш пулнăран пирĕн халăха мĕн ачаран юратса ÿснĕ вăл. Аттестат илсен Санкт-Петербургри театр искусствин патшалăх академийĕнче, Николай Наумов профессор патĕнче ăсталăхне туптанă. Дипломлă специалист Шупашкара таврăнсан ниçта та мар, Çамрăксен театрне ĕçе вырнаçнă. Пĕрремĕш ролĕ - "Эй, ты, здравствуй" спектакльти Маша Балагуева. Унта вылясах хăй мĕн тери пултаруллине кăтартнă вăл.
- Питĕ савăнтăмăр Оля пирĕн театра уçăлтаракан çĕнĕ варкăш илсе килсен. Ĕçлекен лашан лавне тем çÿллĕш купалаççĕ, театршăн чунне пама хатĕр Оля çине те тиемеллипех тиерĕç. Питĕ нумай роль унăн. Халĕ театрта - аврал. Кам выляса пĕтерĕ унăн сăнарĕсене? "Тăм тивнĕ чечексем" спектакльте унăн дублер та çук. Ăна куракансем малашне пăхаясси те иккĕленÿллĕ, - кашни сăмахне шухăшласа калаçрĕ Светлана Савельева.
Иккĕмĕш ролĕпех - "Кÿршĕ хĕрĕ" ĕçри Дина сăнарĕпе - "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсра палăрнă Ольга Почалкина. 2009 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм çĕршыври ача-пăча спектакльне лартакансен фестивалĕнче ăна "Ылтăн чăх чĕппи" юмахра вылянăшăн "Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан" ята панă.
- Выляса мар, пурăнса ирттеретчĕ кашни рольне. Ачашăн кирек мĕнле амăшĕ те хаклине куракана ĕнентерме "Вăрмана юлнă çамрăклăхри" манăн, ĕçкĕç хĕрарăм рольне калăплаканскерĕн, тапочкине куççуль витĕр шăлса киле таврăнма ÿкĕтлетчĕ. Ĕç уншăн пĕрремĕш вырăнтаччĕ. Утма хăнăхайман ывăлне хăварса гастроле тухса пычĕ. Таврăннă çĕре вăл утса кайнă. "Ман ача мансăрах çын пулнă", - терĕ тепĕр кунхине ĕçе килсен. Театршăн çунса пурăннăран чирĕпе кĕрешме вăхăчĕ пулмарĕ ĕнтĕ, - шухăшне палăртрĕ Светлана Рюриковна. Театрти "Тавах сана, Оля" стенд умĕнчен куççульсĕр иртеймест вăл. Çут тĕнчерен кайнă артистка кăмăлланă сарă кĕлчечексене курсан чунĕ тăвăлсах килет-мĕн.
Ĕçтешĕн сăмахĕсене Ольга Почалкинăпа пĕрле нумай камит-драмăра вылянă Владимир Григорьев та çирĕплетрĕ.
- Ĕçе кирлĕ пек туса пĕтермесĕр лăпланмастчĕ. Çулталăкра яваплă виçĕ-тăватă сăнара чун кĕртетчĕ, ÿт-пĕвĕн кашни клеткипе вылятчĕ. Спектакльсене "пĕçерсе çитерме" тăрăшнипех хăйне пăхмарĕ пуль. Николай Терентьевăн "Çĕпĕр дивизийĕ" пьеси тăрăх лартнă "Сансăр пурнăç çук" ĕçе 3-4 кунра хатĕрлесе куракан умне тухрăмăр. Шел, театра туртса пынă артисткăна юлашки çула та тивĕçлипе ăсатаймарăмăр... - ассăн сывларĕ артист.
Владимир Григорьев мĕншĕн пăшăрханнине питĕ лайăх ăнлантăм: Ольгăна сцена çинчен тăвăллăн алă çупса ăсатас вырăнне ăна тăпрапа хупланă вăхăтра актерсене спектакль ларттарнă.
"Оля килсен хĕвел пăхнăн туйăнатчĕ"
Александр Пăртта çырнă виçĕ пьесăра вылянă пысăк чунлă Ольга. Эпĕ кам пирки калаçма тĕв тунине пĕлсенех Александр Иванович:
- Пысăк çăлтăр янкăр çутатрĕ те хăвăрт сÿнчĕ, çапах ăна пурте курса юлчĕç. "Вăрмана юлнă çамрăклăх" спектакль те, ыттисенче те сăнарсене эпĕ курнинчен те çÿллĕрех шая çĕклерĕ. "Качча кайиччен" пьесăна та ăна Рита сăнарĕнче курса çыртăм. Анчах режиссер ку роле Ольăна памарĕ. Вăл театра килсенех хĕвел пăхнăн туйăнатчĕ. Кун пирки эпĕ ăна хăйне те каланăччĕ. Çутçанталăк панă ăсталăхĕпе татах усă курмаллаччĕ унăн...
- Ыттисем ан кÿренччĕр те - вăл маншăн чи юратнă артистка. "Малыш и Карлсон" постановкăра Малыш ролĕнче пирвайхи хут курсан Оля мĕн тери талантлине ăнлантăм. Трактор тăвакансен культура çурчĕн сцени питĕ пысăк, юлашки ретре ларакансем илтмелле кăшкăрмалла. Çапах вăл кирлĕ интонацирен нихăçан та пăрăнмастчĕ. Унăн çĕнĕ ролĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Ача чунне ун евĕр никам та уçса параймасть. Ăсталăхне ялан ÿстеретчĕ. Гастрольпе кайнă чухне автобусра пăхатăп - вăл Антон Чехов калавĕсене вулать. Чăн-чăн артист. Питĕ çирĕп кăмăллă, çав вăхăтрах çемçе чунлă çын... - театрта ĕçлекен Надежда Андреевăн пур сăмахне çырса та пĕтереймĕн.
Мария Митина критик Çамрăксен театрĕнчи пысăк ăсталăхлă икĕ артиста асăнать ялан. Вĕсенчен пĕри - паллах, Ольга Почалкина. Унăн "Лир патша" трагедири Мыскараçине, "Отцы и дети" драмăри Анна Сергеевнине уйрăмах пысăк хак паратчĕ вăл хăйĕн критика статйисенче, Чăваш Енри театр искусствинче унăн тÿпи самаях пысăккине тĕслĕхсемпе çирĕплететчĕ.
"Сан пек çынна тĕл пулас та, курас та çук"
Ольга Почалкина артисткăпа Владимир Манешев сасă режиссерĕ 15 çул каялла çемье çавăрнă. Вĕсен ывăлĕ Рома халĕ - 13-ре. Тĕл пулсан та вăрахчен шăп ларчĕ кил хуçи, унтан юратнă мăшăрĕ пирки иртнĕ вăхăтра мар, хальхипе калаçма пуçларĕ.
- Оля - уйрăм çын. Унăн йăл кулли те, утти те, чунĕ те уйрăм. Тасалăха, хитрелĕхе юратать. Кашни япалара, пулăмра ыррине курма пĕлет. Шÿте ăнланать. Ял пурнăçне кăмăллать. Ăна хавхалантарас тесех Красноармейски районĕнчи Вăрманкас Алманчра çурт лартрăмăр. Кĕреймерĕмĕр-ха, - сăмахĕсене ерипен сыпăнтарчĕ арăмне ура çине тăратас тесе пĕтĕм кăмăлĕпе, вăй-халĕпе тăрăшнă Владимир. Анчах хăрушă чăнлăха курса тăрса асамлăха ĕненни чăна çаврăнайман.
- Оля пеккисем çÿлте те кирлĕ пуль. Халĕ вăл унта кайнисене савăнтарать ĕнтĕ, - куçĕнче тулнă çутă тумламĕсене пытарчĕ ырă кăмăллă арçын. - Мана ун çинчен каласа кăтартма ыйтатăр. Çук, каласа пĕтереймĕп. Юлашки кунсенче унпа харкашнă самантсене аса илме тăрăшрăм. "Чашăк тирĕк шакăртатмасăр пулмасть", - теççĕ-ха, анчах пирĕн çук ун пекки. Вăл эпĕ мĕн калассине çăвара уçмасăрах ăнланать. Хам та çапла пулма тăрăшатăп, ăна пĕрмай савăнтарас килет.
Хăрушă чиртен сыватас тесе мăшăрĕпе пĕрле тăватă çул кĕрешнĕ Владимир малашне те пĕртен-пĕр юратăвĕшĕн пурăнĕ, уншăнах ялти çурта туса пĕтерĕ. Мĕншĕн тесен арăмĕн чунĕ ывăлĕпе иккĕшĕн çумĕнче яланах пуласса ĕненет вăл. Юлашки кунсенче амăшĕ ывăлне темиçе хут та каланă сăмахсене çемье пуçĕ асран нихăçан та кăлармĕ: "Рома, аçуна вĕçĕмех итле, вăл яланах тĕрĕссине çеç калать". Оля ыратни лăпланиччен выртсан та: "Володя, ан кулян, кăштахранах тăратăп", - тенĕ. Хăйĕн чирне пытарма тăрăшнă вăл.
- Оля пек çынна тĕл пулас та, курас та çук... - хăйĕн сăмахне вĕçлерĕ Вла-димир Манешев.
Кирек кам та ырă туйăмпа ăмсанмалли мăшăрăн пĕрле пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ, ывăлне ура çине тăратмаллаччĕ. Нумаях пулмасть туяннă хваттерте савăнмаллаччĕ, чун туртнă ялти çуртне кайса çÿресе малашне ĕçлеме вăй-хал пухмаллаччĕ... Мĕн чухлĕ калăпланман сăнар юлчĕ, мĕн чухлĕ лартман спектакль... Эпĕ те хăçан та пулсан Оля Почалкинăна выляма юрăхлă пьеса çырма ĕмĕтленеттĕм. Айван шухăшăм пурнăçланасси ахаль те иккĕленÿллĕччĕ-ха, халĕ вара вăл нихăçан та чăна çаврăнас çуккине ăнланатăп. Пысăк çухату тÿсрĕ Çамрăксен театрĕ, Чăваш Республикин театр искусстви, чăваш халăхĕ... Питĕ шел... Пирĕн чĕлхепе яка та тирпейлĕ калаçакан ирçе хĕрĕ ÿкерĕннĕ "Нарспи" кинопоэма, ытти картина, вăл 60 ытла сăнара чун кĕртни историре яланлăха юлĕ...
Дмитрий МОИСЕЕВ.
Комментировать