- Чăвашла верси
- Русская версия
Шупашкара килнĕ... ревизор
Халĕ ял-салари чылай пÿрт тăрринче, айккинче турилкке çакăнса тăрать, çавăнпа таçти аякри тĕттĕм кĕтесре пурăнакансем те 500 телеканалтан сахал мар кураяççĕ. Вĕсенчен пĕринче - "Пятница" ятлинче - çамрăксен, аслă ÿсĕмрисен кăмăлне каякан кăларăм пур. Вăл "Ревизорро" ятлă. Елена Летучая ертсе пыракан телепередача экран çине пирвайхи хут 2014 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухнă. Ертÿçĕ малтан систермесĕр тĕрлĕ хулари общество вырăнĕсене тĕрĕслет: кухньăри тирпейлĕхрен пуçласа туалетри тасалăх таранах. Кисловодск хулин "çăмăл аллинчен" пуçланнă ÿкерÿ ăнăçлă пурнăçланса пырать. Летучая паянхи кунччен Екатеринбург, Ставрополь, Суздаль, Хусан, Краснодар, Дон çинчи Ростов, Пермь, Санкт-Петербург, Красноярск, Новосибирск, Ярославль, Кострома, Хабаровск хулисенчи хăна çурчĕсене, кафесемпе ресторансене, курав центрĕсене тĕрĕслесе çаврăннă.
Телекăларăма куллен пăхакансем пĕлеççĕ: Елена Летучая çак заведенисене тытса тăракансене пĕрре те хĕрхенмест, шурă перчеткипе шкап тăрринчи, тумба, кравать айĕнчи тусана шăлса кăтартать, апат хатĕрлемелли вырăнта йĕркене епле пăхăннине хăй куçĕпе курса хаклать.
Интернетри тĕрлĕ форумра правур журналиста Шупашкарта кĕтни пирки унчченех комментарисем шăрçалатчĕç, хăйĕн сайтне те Чăваш Ен тĕп хулинчи кафесемпе ресторансене тĕрĕслеме ыйтса йышлăн çырнă. Пĕрисем "Паруса", теприсем "Смака", студентсем вара университет кафине çитсе курма сĕннĕ - ара, хамăр апатланакан вырăнсенче мĕнле лару-тăру хуçаланнине пĕлес килет-çке-ха. Елена Летучая шĕкĕр хуламăра октябрĕн 2-мĕшĕнче çитрĕ. Тĕрĕссипе, вăл килнĕ тесе пĕр эрне маларахах сăмах тухрĕ. Социаллă сетьсенче çакна ĕнентерекен сăнÿкерчĕксем курăнманран эпир, журналистсем, хыпара ĕненмерĕмĕр. Çапах этем вут тухмасăр тĕтĕм сарăлманнине мĕншĕн йышăнасшăн мар-ха? Сас-хура сарăлнă тăк хăçан та пулсан алăкран шаккамасăрах килсе кĕрет ĕнтĕ вăл. Çакна илтсе те пулин хăна çуртне, кафе-ресторана мĕншĕн хатĕрлес мар?
Йошкар-Олари общество вырăнĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн пирĕн пата çитнĕ ревизор чи малтанах заливра вырнаçнă наци кухнин "Ехрем хуçа" ресторанне кĕнĕ. Çак тĕрĕслеве курнисем каланă тăрăх, Летучая пире унта апатланма сĕнмен. Кайран вăл Афанасьев урамĕнче вырнаçнă "Университетское" кафене персе çитнĕ - студентсем çăхав çырнине, ахăртнех, шута илнĕ вăл. Унта вăл 2 сехет пулнă, йăлтах тĕрĕсленĕ, апатланнă хыççăн алăк çине "Одобрено Ревизорро" тесе çырса хăварнă.
- Куçăмпа курнине хам ĕненмерĕм. Эпĕ питĕ хисеплекен журналиста çывăхран куртăм. Унран темĕнле асамлă та ăшă вăй-хăват тапса тăрать. Вăл апатланнине те сăнарăм. Пĕлетĕп-çке: лайăх тĕрĕслемесĕр вăл ниçта та сăйланмасть. Хăйĕн чаплă наклейкине алăк çине çыпăçтарнă чухне Елена: "Çĕршыври мĕнпур университетăн апатланмăшĕнче çакăн пек таса пулнине курас килет манăн", - терĕ, - хавхаланса каласа кăтартрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренекен Радий Борисов. Чăнах та, ку кафере нимĕнле кăлтăк та асăрхаман иккен вăл.
Унтан тухсан кафе таврашĕнче куллен апатланакансем тахçантанпах кĕтнĕ ревизор "Уильям и Кейт" паба çитнĕ. Сăмах май, каласа хăварар: хулара ÿкерÿ ушкăнĕ витĕр курăнман чÿречесемлĕ чаплă автомашинăпа çÿренĕ. Виççĕмĕш заведени, шел те, телеертÿçе килĕшмен. Вăл "Чăваш Ен" хăна çуртне октябрĕн 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ, хăрушă ÿкерчĕксем курманран алăк çине "Проверено Ревизорро" наклейка çыпăçтарнă. Паллах, пысăк мар Шупашкарта общество заведенийĕсем кĕтмен ревизор килсе çитнĕ тени часах сарăлчĕ. Кафесемпе ресторансенче ĕçлекенсем тăпăртатнине, сĕтел-пукана, стенасене "çулласа тасатнине" çав кунхине апатланма унта кĕнисем курнă. Кун пирки Интернетри форумсенче çырса кăтартнă.
Сас-хура тăрăх, Летучая Шупашкарта виçĕ кун пулнă, анчах ытти заведение кĕрсе курни пирки пирĕн информаци çук. Телекăларăм "Пятница" канал эфирне тепĕр 2-3 эрнерен тухĕ. Ун чухне тĕп хуламăрти общество вырăнĕсенче мĕнлерех лару-тăру хуçаланнине хамăр куçпа курăпăр, апатланма-хăналанма ăçта çÿремеллине пĕлĕпĕр...
Дмитрий МОИСЕЕВ.
Комментировать