Çумăра шанаймăн
Ялхуçалăх отраслĕнчи çитĕнÿ, пысăк тухăç илесси çутçанталăкпа та çыхăннă. Çу каçипех ăнса çитĕннĕ пахчаçимĕç, ÿсен-тăран тухăçĕ çанталăк çумăрлă тăнипе вăхăтра пуçтарса илейменрен самантрах чакать. Типĕ çу кунĕсем те пысăк тухăç илме памаççĕ.