- Чăвашла верси
- Русская версия
Тухăçлă помидор
Фитофтор - помидорăн анлă сарăлнă, хăрушă чирĕ. Тепĕр майлă - ăна «ÿсен-тăрана çиекен» теççĕ. Енчен томат чирлесен çулçисем хăмăрланса çĕрме тытăнаççĕ. Унтан чир тунипе çимĕçне куçать. Помидор аври 2-3 кунранах пĕтет. Чир çумăрлă çу кунĕсенче уйрăмах пысăк сăтăр кÿрет. Помидора вăхăтра сиплеме тытăнсан нимĕн те хăратаймĕ.
Ăсчахсем палăртнă тăрăх - çĕрулмипе томат чирне пуçараканĕ кăмпа мар, оомицет текен микроорганизм. Ăна темиçе çул каялла тупса палăртнă. Фитофтороз та çак ушкăнах кĕрет. Вăл конидипе ?куçман спора% сарăлать. Çил, çумăр ăна аталанма пулăшать кăна.
Кониди çилпе томат аврине çаклансан хĕвел çутипе пĕтет е шыв тумламĕпе хăвăрт ĕрчесе каять. Çавăнпа помидора шăварнă чухне тĕмме шыв лектермелле мар. Вăл яланах типĕ пултăр. Чи шанчăклă мел - теплицăра ÿстерни. Ăна кантăкран е поликарбонатран хатĕрлесен лайăхрах. Унта хĕвел ÿкни, витĕр вĕрекен çил фитофтора сарăлма памасть. Уçă йăран çинче йывăртарах. Кунта çанталăкран, профилактика ирттернинчен нумай килет. Енчен чир паллисем тĕмĕ çинче курăнсанах хими хатĕрĕпе усă курма тивет.
Фитофтортан сыхланмалли мелсем:
1. Томат йăранне /уçă йăран çинче/ кашни çулах улăштармалла.
2. Тĕмме сарăлса ÿсме ан парăр. Ытлашши хунавран вăхăтра иртмелле. Çакă çимĕçе хăвăртрах пиçсе çитме пулăшать.
3. Помидора лартнă хыççăн азот удобренийĕ хывмалла мар. Уçă йăран çинче 2-3 турачĕ чечеке ларма тытăнсан кăна кали удобренийĕпе апатлантарма юрать.
4. Тĕмме пĕр-икĕ туратран йĕркелемелле. Капла фитофтор сарăличчен тухăç парса ĕлкĕрет. Аври çĕре перĕнесрен çыхмалла.
5. Чир чи малтан томатăн кивĕ çулçине тапăнать. Çавăнпа вĕсене майĕпен татмалла. Анчах йăлтах мар, çимĕçĕ пиçме пуçланă туратăн аялти 2-3 сывă çулçине касмалла.
6. Хĕвеллĕ çанталăкра 1 процентлă кали сульфачĕпе тата микроэлементсемпе апатлантармалла.
7. Кĕр енне çанталăк нÿрĕ тăнипе чир уйрăмах вăй илет. Август уйăхĕнче уçă йăрана çиелтен хупламалла - çивитти пек тумалла. Айккипе хупламалла мар, витĕр çил вĕртĕр.
8. Енчен чир хăвăрт сарăлсан помидора пиçсе çитмесĕрех пуçтармалла. Хĕрелме хуриччен ăна 4 сехет 40 градуслă духовкăра е кăмакара вĕрилентереççĕ - çимĕç пиçнĕ май хураласран.
Фитофтортан профилактика ирттерме «Фитоспорин-М», «Алирин-Б», «Гамаир» препаратсем аван пулăшаççĕ. «Фитоспорин-М» препарат вара фитофтортан, çĕрĕшесрен сыхлать. Ăна ытти культура валли те усă курма пулать: 200 мл шывра 10 тумлам хутăштармалла. Ÿсен-тăрана кашни 10-15 кунра сирпĕтмелле. 100 тăваткал метра 10 л шĕвек каять. Сиплеме 200 л шыва 20 тумлам «Фитоспорин» кирлĕ.
Комментировать