Комментировать

24 Июл, 2015

Вăрçă ахрăмĕ

Пахра юханшыв çинчен Аркадий Никитин илтменччĕ те, пĕлменччĕ те. Вăрçă пуçлансан темиçе эрнерен çав юханшыв хĕрринчи Подольск хулинче Шупашкар каччи артиллери училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Ку училищĕре чăвашсем самайăн. Вĕсем пехота училищинче татах та йышлăрах. Вĕреннĕ хушăра Аркадий чылай курсантпа паллашрĕ. Пĕринпе – хăйĕнпе пĕр çулти Александр Толмачевпа çывăххăнах туслашрĕ. Ара, иккĕшĕ те Шупашкартан. Пĕр хĕвеллĕ вырсарникун иккĕшĕ Пахра хĕррине те çитсе курчĕç.

– Темшĕн килĕшмест мана ку юханшыв. Çыранĕсем лутра, шывĕ пăтранчăк... – пăркаларĕ пуçне Аркадий.

– Эсĕ хăв лутра, çитменнине тата кутамас, – пÿлчĕ ăна Александр. – Тĕлĕнетĕп: санашкала училищĕне епле илме пултарнă-ши?

– Училищĕне яма хам ыйтрăм. Унта вăйлисем те ăслисем кирлĕ терĕм.

Подольскинчи çар училищисен курсанчĕсем тĕп хулана тăшманран хÿтĕлеме тăчĕç. Ку вăл 1941 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче пулчĕ. Вăрçăпа Турă ăс-хакăлĕ пĕрешкел мар çав. Никитинпа Толмачев паян çанталăк кăшт та пулин ăшăтасса кĕтнĕччĕ. Çук, ун пек пулмарĕ. Тул çутăличченех сивĕ çумăр йăсласа çума тытăнчĕ. Тăшман артиллерийĕ çумăр чарăнасса кĕтмерĕ, курсантсемпе десантниксен позицийĕсем çине шартлатса çурăлакан снарядсем вăркăнтарма пуçларĕ.

Мĕн çинчен шухăшланă-ши Аркадий Никитинпа Александр Толмачев çапăçу умĕн? Тăван хулана аса илнĕ-ши? Пĕр-пĕрин хушшинче мĕн пирки пупленĕ-ши? Ун пирки те, кун пирки те уçăмлăн калаймăн. Мĕн пирки шухăшланипе, мĕн çинчен калаçни пĕре килменни пачах иккĕлентермест. Паллах, пулас çапăçу шухăшĕ вĕсен пуçĕнчен пĕр самантлăха та тухмасть, пăралакан ку шухăш пĕтĕм ăс-хакăла пăхăнтарать, çапах ун пирки иккĕшĕ те пĕр сăмах та шарламаççĕ. Çапăçăва тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ, пурпĕр тупă кĕпçине тепĕр хут тасатаççĕ, снаряд ешчĕкĕсене меллĕрех те майлăрах вырнаçтарса лартаççĕ. Карабинсене те тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Мĕн тесен те шанчăклă пăшал: унпа çĕр метртан шăнана персе тивертме пулать, теççĕ салтаксем. Вилĕм пирки вара пуçа ватма кирлех те мар. Чăн та, çапăçура Турă сыхлатăр. Хăшĕ-пĕри аманать, тепри леш тĕнчене ăсанать, анчах нумайăшĕ чĕрех юлать. Александрпа Аркадин мĕншĕн çак йышра пулас мар? Эппин шанчăка çухатма кирлĕ мар.

– Аркадий, кала-ха тÿррипе, эсĕ хĕре юратса курнă-и? – яланхи ыйту парать Александр юлташне.

– Курнă та, курман та...

– Епле ăнланмалла?

– Мĕнле илтрĕн, çапла ăнлан... Мана хамăр ялти фельдшерица Элеонора килĕшет. Питĕ шеп хĕр! Ун патне чăрсăр шухăшпа пыраймăн! Пăхма та именмелле.

– Пĕрре те пулин çарамас курнă-и эсĕ хăвăн Элеоноруна?

– Курнă... Пĕррехинче Шупашкарти арман пĕвинче пĕрле шыва кĕтĕмĕр.

– Епле ăнланмастăн? Эп ун çинчен мар, урăххи пирки ыйтатăп... Пулнă-и, пулман-и?

– Пулнă... Пулнă... Шывра эпĕ унпа юнашарах ишсе çÿрерĕм. Çурăмĕ еннелле алла тăснăччĕ, хĕр асăрхаттарчĕ: "Манпа шывра ан выля. Путма пултаратăп!"

– Эпĕ ун пирки мар. Эсĕ çакна кала: хĕрÿпе выляйрăн-и пĕрре те пулин е çук-и? – тарăха пуçларĕ Александр. Хурав пама Аркадий хальхинче те кĕттерсе тăмарĕ:

– Вылянă... Вылянă... Шывран ĕнтĕркесе тухсан, ăшă шыраса, хĕр хăй ман çума тĕршĕнчĕ. Çавăн чухне ăна питĕнчен чуптуса илтĕм. Хĕр ман еннелле тутине пăрнă пекех пулчĕ, анчах ăна çепĕç тутинчен чуптума хăяймарăм...

Александрăн тарăхăвĕ тăруках иртсе кайрĕ. Вăл кулса ячĕ те аллине юлташĕн хулĕ çине хучĕ:

– Сана акă мĕн калам: тăм писмен эсĕ, каччă мар... Каснă-лартнă тăм писмен... Хĕре астивсе курмасăрах çĕре кĕресрен шикленместĕн-и?

– Э-э, тинех ăнлантăм эс мĕн пирки ыйтнине. Мăшăрланма ĕмĕтленекен хĕрпе ун пек хăтланма юрать-и вара!

– Луччă кала: çыру çыркалать-и вара Элеонору?

– Ара, иксĕмĕр пĕрле вуларăмăр-иç. Эсĕ ман хĕрпе кăсăкланатăн та кăсăкланатăн, хăвăнни çинчен каласа кăтарт-ха.

– Çук çав, эпĕ санашкал хĕрпе пĕвере шыва кĕрсе çÿремен. Пурччĕ пĕрскер ялта...

Аркадие çав пĕрскер çинчен нимĕн те пĕлме май килмерĕ. Взвод командирĕ салтаксене тăхтаса тăмасăр выртса çывăрма хушрĕ. Ыранхи çапăçу валли вăй пухмалла. Çапăçăва кĕрес салтак ыйхи пирки мĕнех калăн-ха! Кăтăш пулать те вăранса каять, кăтăш пулать те вăранса каять... Темиçе минутлăха сĕнк пулнă хушăра та сехре хăппиллĕ тĕлĕксем курăнаççĕ.

Çар училищинче пĕр курсант тепри патне туртăнать, çывăхраххăн паллашать. Фронтăн малти линийĕнче те çавах. Степан Жарковпа Алексей Тихонов окопĕсем юнашарах.

– Ăçтан эсĕ, чăваш чĕппи? Килтен çыру хăçан килчĕ? – кăсăкланать Тихонов.

– Куславкка районĕнчи Пилешкассинчен эпĕ. Хăçан çуралнине пĕлесшĕн-и? Образец какого года? 1921 çулхи.

– Тăхта, асăрхан! Нимĕç танкĕ асар-писер килет!

Эрешменле хăрушă танк окоп урлă ним мар каçса каять, тарăн чавнă окопа тăпра кăна тăкăнса юлать. Юрать-ха, ăна тепĕр ретри окоп вут хыптарчĕ.

– Э, тусăм! Тек эпир те тăшман танкĕсене хамăр урлă каçармăпăр!

Жарковпа Тихонов гранатăсене хута яма пултарчĕç, вĕсем пулăшнипе тăшманăн икĕ танкне пăккин турĕç.

Тăшман çывăхрахчĕ. Бинокльпе Кремль стенисене куратпăр тесе мухтанатчĕç гитлеровецсем.

- Ан чĕтре, ан чĕтре! Шăнатăн-и? Сталин та шинель вĕççĕнех çÿрет, салтак аттипе тапăлтатать. Пире те кĕрĕк кирлĕ мар! – мăчлаттарать куçне Жарков.

Тепĕр кун ирех Жарков окопне училищĕри тусĕ Тихонов сиксе анчĕ. Ун хыçĕнчен тăмлă тăпра шăвăнса йăтăнчĕ.

– Курăр-ха, эпĕ акă мĕн хайларăм...

 

Юрату юрри
Алексей Тихонов хайлавĕ
Юрататăн-и, саваятăн-и,
Каласамччĕ, ан вăтан.
Хапăл туса пыраятăн-и
Тĕлпулăва улăха?
 
Тухар иккĕн урама
Хĕпĕртеме, савăнма.
Пăхар тĕнчемĕр çине,
Пăхтарар хамăр çине.
 
Уйăх çуттăн çутатса,
Хĕвел вĕрин ăшăтса
Вăйлатчăрах туйăма,
Ÿстерччĕрех вăйăма.
 
Юрататăп эп сана,
Савсамах эс те мана.
Çăлкуç патĕнче тăрар,
Шывĕпе кăмăл уçар.
 
Саватăп сана, Çерук,
Санран хитри урăх çук.
Ыталашса чуптăвар,
Пурнăçа пĕрле тăвар.

– Тĕлĕнтермĕш! Тĕлĕнтермĕш! Эсĕ салтак çеç мар, сăвăç та иккен! Ну хальлĕхе Мускав хÿтĕлевçи пулар! – алă тăсса пачĕ тусне Жарков.

Алексей Васильевич Тихонов Юхма тăрăхĕнчи Алманчăран. Рядовой пулса çар срокне тултарнăччĕ ĕнтĕ, тепĕр хут шинель тăхăнтартрĕç. Пехота училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Çерукĕпе пĕрле таса çăлкуçран асамлă шыв ĕçнĕрен-ши, хăйне тÿлек тытать. Октябрĕн 7-мĕшĕнче танксем кĕрлесе килме тытăнсан гранатăсемпе иккĕшне тапранми турĕ. Мускава Тихоновпа Жарков иккĕш пĕрле хÿтĕлерĕç. Степан Федорович каярахпа та унпа çыхăну тытрĕ, анчах 1943 çулта тусĕнчен çырусем килме пăрахрĕç. Алманчăна та çырусем пыми пулчĕç. Тихонов хыпарсăр çухалчĕ.

Тихонов 1919 çулта Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралнă. Хĕрлĕ Çара ăна 1939 çулхи октябрь уйăхĕнче илнĕ. Тăшманпа рядовой пулса çапăçнă. Тĕп хулана тăшманран хÿтĕленĕ май çичĕ кунран аманать. Госпитальтен сипленсе тухсан каллех çапăçусене хутшăнать. 1943 çулта салтак пĕр хыпарсăр çухалать.

Тĕп хулана хÿтĕленĕ чухне вăл малти линирех тепĕр чăвашпа – Петр Васильевич Васильевпа туслашать. Тĕрĕсрех каласан, Çавалпа Шăнкăртам Подольскинче чухнех пĕр-пĕрне паллатчĕç. Петр Васильевич Васильев Юхма чăвашне Тихонова Çĕрпÿ хули çинчен тем те каласа кăтартатчĕ. Вăл Çĕрпÿ çывăхĕнчи Мамликассинче çуралса ÿснĕ. Хулине хăйне чăваш кнеçĕ Пулат никĕсленĕ. Шупашкара, унти кнеçсене пăхăнса тăма, вĕсене отчетсем парса тăма килĕшмен çавскер. Хулана Çĕрпÿ ялĕ вырăнĕнче тăвать, унти çынсене урăх вырăна куçарать. Ытти Çĕрпÿсене тĕкĕнмест, çаплипех хăварать. Майĕпен çĕр ял кнеçĕ, çĕр ял пуçлăхĕ пулса тăрать. Юханшыв ячĕ Çавал тĕрĕксен чĕлхи тымарĕнчен пулнă темелле. Вăл ейĕве сарăлакан юхăма пĕлтернĕ.

Тихонов та хăйсен тавралăхĕнчи çырмасемпе юханшывсем пирки кăмăлласа каласа парать. Шăнкăртам çырми тутар ялĕн кăнтăр енчи юманлăхран юхса тухать. Кзыл Камыш, Чăваш Сăкăчĕ, Тутар Сăкăчĕ, Алманчă ялĕсем çумĕпе Хырлана кĕме васкать. Хырла хăй Ирçе Çармăс çывăхĕнчи шурлăхран юхса тухать, хыр вăрманĕ çумĕпе Сĕве еннелле васкать. Çырма ячĕ йывăç ячĕпе -- хырпа çыхăннă. Кунашкал ят ăçтан тухнине Тихонов пачах пĕлмест.

Иван Тенюшев, отставкăри капитан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ

Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.