Архив - 22 Фев, 2017 - Хыпар
"Хĕрĕме вăрçа яман пулăттăм"
Хурçă пек çирĕпскер
— Маргарита, эсир кунта-и? — тĕттĕм залалла тинкерсе ыйтрĕ вăл. Кино мĕнле çуралнине курмашкăн репетицие чĕннĕччĕ журналиста. Кĕтнĕ çын çитсе ĕлкĕрнине пĕлсен камера умĕнчи пурнăç малалла тăсăлчĕ. Юрий Спиридонов хăйĕн ушкăнĕпе пĕрле “Битва за Новоюжку” фильмăн виççĕмĕш пайне ӳкерет.
Чăн та, пушă та тĕттĕм залран курса ларма кăсăклă. Камера умĕнче çынсем вылямаççĕ, пурăнаççĕ тейĕн. Йăлтах çăмăллăн пулса пынăн туйăнать. Анчах та режиссер пĕр сăмаха, пĕр сценăна иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш... хут выляттарать. Çук, никам та ӳпкелешмест. Пĕлеççĕ, тĕп вырăнта — ĕç пахалăхĕ. Унсăр пуçне Спиридоновăн хăватлă кулли такамăн кăмăлне те уçса ярĕ. Сцена пурнăçран пулсан та ăна выляма çăмăлах мар иккен. “Ачасем, кăшт сывлăш çавăрса илме парсамăр”, — “Чăвашфильм” тĕп продюсерĕ, хăй те фильмра выляканскер, хăйне ыттисемпе пĕр тан тытать. Вăл айккинелле пăрăннă вăхăтра кино ӳкерекен ушкăнран ыйтатăп: “Мĕнле ĕçлетĕр Спиридоновпа? Мĕнлерех çын вăл?” Хуравĕ кĕске — ушкăн алăри пуç пӳрнине туслăн çӳлелле çĕклесе кăтартать. Канма вăхăт çитни вара чăнласах сисĕнет — манпа калаçмашкăн шăпăр-шăпăр тар юхтарса пырса тăрать Юрий Спиридонов.
Арçынран кая мар
Пĕлтĕр Амăшĕсен кунĕ умĕн паллашма тӳр килнĕччĕ Вăрмар районĕнчи Уйкасри Ангелина Ивановăпа. Ун чухне республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертӳçи Лариса Егорова хĕрарăмсене Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пуçтарнăччĕ. Ачи-пăчине вăрçăран кĕтсе илеймен амăшĕсене сцена çине кăларчĕç.
«Тантăш» № 7 (4524), 22.02.2017
Адюковсем - Елчĕк ен илемĕ
Юльăпа Маша Адюковăсем ашшĕне Александр Алексеевича çывхарса килекен уяв, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе чĕререн саламлаççĕ.
— Атте... Пире ун çумĕнче ытла та ырă, ăшă. Пĕчĕк чухне йăтса çӳретчĕ те, сăпкари пек лайăхчĕ. Паян та унчченхиллех кăмăллă вăл. «Кама хывнă эсир, пултаруллăскерсем?» — тесе ыйтакана: «Аттене пăхнă эпир!» — хуравлатпăр хавхалануллăн. Вăл Патреккел шкулĕнче физкультура вĕрентет, ăна кура чылай ача спортпа туслашрĕ. Нумай пулмасть унăн вĕренекенĕсем хоккейла выляса Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илчĕç, — теççĕ аппăшĕпе йăмăкĕ юратнă çынни пирки.
Усрав урокĕ тата çут çанталăка упрасси
Ӳсен-тăрана тата вĕçенкайăка упрас тĕллевпе шкулта эпир тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.
Иртнĕ уйăхра эпир, пĕрремĕш «б» класс вĕренекенĕсем, «Пĕтĕм Раççейри усрав урокĕ» проекта хутшăнтăмăр. Проектăн тĕп тĕллевĕ вара пирĕн çĕршыври заповедниксен, наци паркĕсен тата патшалăх сыхлакан çут çанталăкăн ытти кĕтесĕсен 100 çулхи пуянлăхĕпе вĕренекенсене тĕплĕнрех паллаштарасси пулчĕ.
Пурнăç килĕшӳлĕхĕпе илем тĕнчи
Нумай вулăн - нумай пĕлĕн
Тăваттăмĕш класс вĕренекенĕсем алран кĕнеке вĕçертменнине епле пăхса савăнмăн! Вĕсем ялан вулаççĕ, çĕнĕ произведенисемпе юлташĕсене паллаштараççĕ.
Ӳссен эсĕ кам пулатăн?
Пултаруллă, маттур ачасем республикăри пур шкулта та пур. Эпир çитсе курнă Йÿçкасси шкулĕнчи вĕренекенсем пире уйрăмах тĕлĕнтерчĕç. Вĕренÿри çитĕнÿпе кăна мар, тĕрлĕ ĕçре палăрнипе те. Виççĕмĕш класри ачасем вара хăвăртрах çитĕнсе Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас тĕллевĕпе хăпартланаççĕ.