Комментировать

22 Фев, 2017

"Хĕрĕме вăрçа яман пулăттăм"

Вунă çула яхăн тăсăлнă Афган вăрçине чăваш 5692 ывăл-хĕрĕ хутшăннă, 115-шĕ таврăнайман, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Çак йышран пилĕк теçетке яхăн — этемлĕхĕн черчен пайĕ. Çап-çамрăк хĕрсем те тăван çĕршыв чĕннипе хăйсене мĕн кĕтнине пĕлмесĕрех вут-çулăм ăшне кĕнĕ... Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн Афган вут-çулăмĕпе пиçĕхнĕ Марина Анисимовăпа тĕл пултăмăр. Хĕрарăм чăннипех хастар та пултаруллă иккенни пĕрре пăхсах курăнать. Чăваш кун пек маттурсем пирки "вут та пăрăç" тет тата. Таçта кĕрсе темле шăтăкран тухĕ пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскер. Виçĕ çĕрте ĕçлекенскер, унсăр пуçне общество пурнăçне хастар хутшăнаканскер, таçта-таçта çитме ĕлкĕрекенскер пирĕнпе курса калаçма та май шыраса тупрех.

Вăрттăнлăх

— Эпĕ Йĕпреçре çуралса ӳснĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Хусанти медицина училищине вĕренме кĕтĕм. 1984 çулта диплом илсен Хусанти онкологи диспансерне ĕçлеме ячĕç.

Шкулта пĕрле вĕреннĕ икĕ тантăшăм Афган вăрçине кайнăччĕ. Эпир Совет саманинче çитĕннĕ çав, "патриотизм" тени пирĕншĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Пĕри те тепри хăйĕн ирĕкĕпе кайнине кура эпир те хĕр тусăмпа çак шухăшпа хăпартлантăмăр. Анчах Афганистана лекме питĕ йывăрччĕ. Певестка илессишĕн ăçта кăна çитсе мĕнле кăна тĕрĕслев витĕр тухма тивмерĕ-ши? Комсомол организацийĕнче тăни çеç пулăшрĕ пулĕ. Вăл та миçе чĕнтермерĕ-ши? Çар комиссариатĕнче те Чехословакие, Польшăна кайма сĕнчĕç, анчах эпир хамăр палăртнинчен чакмарăмăр, — пуçларĕ калаçăва Марина Анатольевна.

Профсуйлав витĕр хĕрсем иккĕшĕ те тухнă-ха, анчах юлташĕ кĕçех çар çыннипе пĕрлешнĕ, пакунлисене нумай кĕттермен, часах çырăнтарнă. Çапла Марина вăрçа каяс тĕллевĕпе пĕчченех тăрса юлнă.

Хĕр малтанах ашшĕпе амăшне пачах нимĕн те каламан. Пĕтĕмпех вăрттăнлăхра тытнă. Анчах систермесĕр те каяймастăн-çке.

— Ун чухне Монголие те ăсататчĕç. Эпĕ тăвансене шăпах унта каятăп тесе пĕлтертĕм те. Малтан турткаланчĕç-ха вĕсем, кайран килĕшмех тиврĕ.

Тухса каяс умĕн икĕ кун маларах ялти çамрăксем мана салтака ăсатма пирĕн килте пухăннăччĕ. "Сана Афганистана ăсататпăр", — персе ячĕ тусăмсенчен пĕри. Анне çакна илтрĕ те татăлса макăрма пуçларĕ. Ярасшăн мар. Ăна лăплантарма тăрăшатăп: халĕ каялла чакма юраманнине, документсем хатĕррине систеретĕп...

Чăн-чăн вăрçă

Çапла хĕр Афганистана тухса каять. 1987 çул. Çурла уйăхĕ. Малтанах Ташкента çитет. Унтан груз турттаракан самолетпа — кирлĕ çĕре. Анчах палăртнă гарнизона çитме çулĕ çывăх мар, темиçе çĕрте чарăнмалла. Çапла Кабула лекет.

— Йывăр тиевлĕ самолетăн хыçалти хӳри уçăлать. "9 рота" кинофильма курнă чухне çакна тепре аса илтĕм. Алăк хăпарчĕ те хăрушла ӳкерчĕк курăнчĕ: шăрăх, асфальтран ăрша хăпарать, сывлăшра тусан явăнать, йĕри-тавра — ту, салтаксемпе офицерсем... Хам ăçта килсе çакланнине тинех ăнланса илтĕм. Эпĕ кăштах урăхларах пуласса шаннăччĕ-тĕр. Кунта вара — чăн-чăн вăрçă. Хушупа манăн Пули-Хумрие çитмелле. Кабулти госпитальте те вырăн пур теççĕ. Килĕшмерĕм. "Ăçта янă — çавăнтах каятăп", — терĕм. Вертушка темиçе кунран çеç килчĕ. Кундузра вара эрне тытăнса тăма тиврĕ. Чăн-чăн экзотика пулчĕ тесен те йăнăш мар. Çанталăк вĕçме юрăхсăрччĕ. Хăйăрлă çил лăпланма пĕлмерĕ — нимĕн те курăнмасть. Ăна Афганец тетчĕç. Шыв та, апат-çимĕç те çукчĕ, йĕкехӳресем купипех чупатчĕç... Хĕрарăмшăн пурăнмалли условисем те пĕлтерĕшсĕр мар çав. Апат çиессишĕн пĕр еннелле çеç икĕ çухрăм утма тиветчĕ. Унтан — каялла. Çутă çукчĕ. Каç пулсан тĕттĕмре лараттăмăр...

Аранах Пули-Хумрие çитрĕмĕр. Фанертан тунă бараксенче пурăнаттăмăр, кӳршĕре мĕн калаçни пĕтĕмпех илтĕнетчĕ. Ирхине çеç мар, каçхине те ĕçлеме тиветчĕ. Хăть те хăш вăхăтра чĕнсе илетчĕç.

Пĕр-пĕр эпидеми пуçлансан вара 60 çын выртмалли больницăра чирлисен шучĕ 350 çынна çитетчĕ. Вырăнсене иккĕмĕш çеç мар, виççĕмĕш яруспа та хăпартаттăмăр, палаткăсем сараттăмăр. Госпиталь нумай профильлĕччĕ пирĕн: хирурги те, инфекци уйрăмĕ те пурччĕ: гепатитпа, тифпа, вар-хырăм чирĕсемпе асапланакансем расна вырăнтаччĕ. Шыв таса маррипе чылай чухне амебиазпа асапланатчĕç. Темĕн те курма тиврĕ çулталăк çурăра.

Çамрăк каччăсем асапланнине курса чун çурăлса тухатчĕ. Эпир вĕсемшĕн амăшĕсем вырăнне те пулса тăраттăмăр. Ăшă сăмах илтес, ачашланине туяс килнĕ-çке вĕсен, 18-19 çулти каччăсен. Тепĕр чухне офицерсем те килтен çыру килсен тунсăх авăрне путатчĕç.

Малтанхи вăхăтра çывăрма выртсан канонада кĕрлесе тăни те çав тери хăрушă та тискерччĕ. Кайран çак сасса та хăнăхрăм.

Çăратнă сĕт

Асăмра палăрса юлнă кун — 1988 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ. Эпĕ шăпах çак кун 24 тултараттăм. Пуçлăх иртерех кайма, сĕтел хатĕрлеме ирĕк пачĕ. Тĕрĕссипе, хатĕрлемелли нимĕн те çукчĕ-ха. Апатран иртĕхсе пурăнайман-çке. Столовăйĕнче çиеттĕмĕр. Унти чухлĕ шăна эпĕ текех ниçта та курман. Апат çисе ларнă вăхăтра яшкана та, ытти апата та çине-çинех кĕрсе ӳкетчĕç вĕсем. Малтанах çакă та йĕрĕнтеретчĕ. Çын хăнăхман япала пур-и вара? Кашăкпа илсе ывăтаттăмăр та вĕсене, апата малалла çиеттĕмĕр.

Операци уйрăмĕнче Украина хĕрĕ ĕçлетчĕ. Вĕсем апат-çимĕç хĕтĕрлес тĕлĕшпе ăста. Компотри çырлана шывпа çăрнă çăнăх ăшне хурса та пулин хуран кукли туса хума пултаратчĕ вăл. Кухньăра дежурствăра эпĕ тăнă чухне çĕрулми çиессе пурте хăнăхнăччĕ ĕнтĕ.

Паллах, тушенкăпа çăратнă сĕт панă пире. Совет Союзĕнче çăратнă сĕт пулман-çке, çавăнпах эпĕ ăна малтанхи вăхăтра банки-банкипе çиеттĕм. "Пăхăпăр-ха, кайран епле сăйланăн," — кулатчĕç хĕрсем. Чăн та, пĕр вăхăтран ăна курас килми пулса çитрĕ. Сăмах май, эпĕ таврăннă тĕле тутлă çимĕç хатĕрлеме тăрăшнă май анне те... çăратнă сĕт туяннăччĕ.

Çуралнă кун

Çапла эпĕ уяв сĕтелĕ хатĕрлеме тытăнтăм. Илтетĕп-ха — каллех канонада. Анчах та вăл ытти чухнехилле мар: çывăхарах та çывăхарах, хыттăнрах та хыттăнрах илтĕнет. Тухса пăхатăп — умра çап-çутă ялкăшать. Унччен те пулмарĕ, тревога янăрарĕ: васкаса эвакуациленмелле. Артиллери склачĕсем çунаççĕ.

Ун чухне çарсене пĕчĕккĕн илсе тухма хатĕрленетчĕç ĕнтĕ, çавăнпах аякри гарнизонсенчи артскладсене çывăхарах, пирĕн пата куçарнăччĕ. Питĕ-питĕ пысăк складчĕ. Паян та паллă мар: асăрханмасăр ăнсăртран хамăрăннисемех тивертсе янă-и ăна е тăшман ĕçĕ-и ку? Юрать-ха управ гарнизонтан аяккарах вырнаçнă. Пушар вăйлансах пынине кура чирлисене пахчаçимĕç управне куçарма тытăнтăмăр. Пысăк ванчăксем пыра-пыра çапаççĕ. Пуçа пĕшкĕртетĕн те пырса ан çаптăрах тесе кĕлĕ тунă май малалла чупатăн. Тĕтĕм. Сĕрĕм. Тусан. Хăрăм вĕçет. Халăх хĕвĕшет... Аякра темскер çап-çуттăн сирпĕнет. Куçа та йăмăхтарать.

Ангара куçса пĕтсен шыв пачах çуккине ăнланса илтĕмĕр, хăшне-пĕрне çӳле яркаларăмăр. БТРсем килсен аманнисене ăсатма тытăнтăмăр. Каçхине лару-тăру лăплансан тухрăмăр та — хăрушă ӳкерчĕк: çур гарнизон çук. Юрать-ха госпиталь хĕрнерехчĕ те тĕппипех ишĕлмен. Хамăн пӳлĕме кĕтĕм. Мачча та йăтăнса аннă. Эпĕ уявра тăхăнма тесе маларах хатĕрлесе хунă шурă кĕпе вырăнтах çакăнса тăрать, анчах ăна тем хулăнăш тусан витнĕ.

Апла пулин те çуралнă куна паллă турăмăр. Çурта çутрăмăр. Вĕсем пирĕн яланах пурччĕ, мĕншĕн тесе çутă час-часах пĕтетчĕ. Мĕншĕнне пĕлместĕп, анчах мана туссем çӳллĕ кĕлеллĕ пушак парнелерĕç. Темшĕн вăл тата 40-мĕш размерччĕ. Манăн ура вара — 38. Пĕтĕм савăт-сапа ваннăран спирта çав пушмака ярса ĕçрĕмĕр.

Çак кун пирĕн гарнизоншăн та çуралнă кун пулса тăчĕ. Çавăнпах эпĕ хăçан çуралнине пурте асра тытаççĕ. Кашниех саламлать. "Унашкал салют текех кăтартаймăпăр, анчах салама йышăнсам," — теççĕ шӳтлесе.

Владивостокран — Калининград таран

Эпĕ Афганистанра нумай тус тупрăм. Вăрçăра туптаннă туслăх чи çирĕппи пулĕ. Тăван тăрăха таврăнсан Йĕпреçри ытти салтакпа паллашрăмăр. Юлташсем çĕршывĕпех саланнă. 1989 çулта пурте пĕрле Мускавра тĕл пултăмăр. Кайран — Ростовра, Одессăра... Совет Союзĕ салансан пурнăç йывăрланчĕ те хутшăнма пăрахрăмăр. Анчах туссем пирки яланах асра тытнă эпĕ. "Одноклассники" сайт уçăлсан пĕр-пĕрне часах шыраса та тупрăмăр. Тĕл пулас йăлана 18 çултан чĕртсе тăратрăмăр. Çуллен черетленсе пĕр-пĕрин патне хăнана пухăнатпăр. Госпитальти туссемпе çеç мар, гарнизонти юлташсемпе те хутшăнăва упратпăр. Унта офицерсем те пур. Владивостокран пуçласа Калининград таранах вĕсем.

Вырăнти йăла-йĕрке

Паллах, госпитальти салтаксемсĕр пуçне вырăнти халăха та сипленĕ эпир. 6 çулти хĕрачана лайăх ас тăватăп. Мина çине лексе аманнăччĕ вăл. Питĕ шелччĕ ăна, май пур чухне тутлă çитерме тăрăшаттăм. Профосмотра салтаксемпе пĕрле кишлаксене те çитеттĕмĕр. Тепĕр чухне лавккасене те — дукансене — тухаттăмăр-ха. Паллах, чарнă, юраман, анчах майне тупаттăмăр. Пĕрре çапла пĕчĕк ача йăтнă хĕрарăма куртăм. Ачи чиперскер. Унпа выляс килчĕ. Анчах хĕрарăм хăр-хар тума тытăнчĕ. Афган хĕрарăмĕсемпе пачах калаçма юраманнине çирĕппĕн ăнлантарчĕç. Каярах хамăр та вĕсен йăли-йĕркине хăнăхса çитрĕмĕр.

Вырăнти пĕр арçын, Донецкри коопераци институтĕнче вĕреннĕскер, хăтана пыратчĕ тата. Госпитальте курнă та мана килĕштернĕ. Тăтăшах çӳреме тытăнчĕ. Гарнизон пуçлăхне атте вырăнне хурса ун патне те пĕрре мар пынă, мана качча пама ыйтнă. Афганистан кинĕ пулса юлма та пултарнă эпĕ. Шӳтлесе: "Миçемĕш арăм тăватăн-ха? Асли е кĕçĕнни?" — теттĕм. "Пĕртен-пĕри. Манăн урăх воспитани. Эпĕ Совет Союзĕнче вĕреннĕ вĕт", — тетчĕ. Вăрçăра та хĕрарăм — хĕрарăмах çав, — сăмах çăмхине сӳтрĕ те сӳтрĕ Марина Анатольевна.

Салам, çуралнă тăрăх!

Хусантан кайнăскерĕн ĕçе кунтах таврăнмалла пулнă пек. Анчах хĕр тăван тăрăха туртăннă. Тĕп хулара васкавлă пулăшу больницинче тăрăшма тытăннă. Социаллă университета вĕренме кĕнĕ. Психолог дипломне илсен 14 çул тухтăрсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра ĕçленĕ. Пĕр хушă интернатура уйрăмĕн пуçлăхĕнче те тăрăшнă. Халĕ те тухтăрсене хатĕрлес ĕçрех тăрăшать вăл, вырăнĕ çеç урăх. Унсăр пуçне хуралçăсемпе инкассаторсене хатĕрлекен хăрушсăрлăх икĕ шкулĕнче лекци вулать, пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтарать. Çав вăхăтрах спортзала çӳреме те вăхăт тупать. Йĕпреçри тăван килĕ çинчен те манмасть, çуллахи вăхăтра унта час-часах çӳрет, чечек-курăк акать, пахчаçимĕç çитĕнтерет.

— Нивушлĕ пачах та ывăнмастăр? Вăй-хал ăçтан тапса тăрать? — ыйтмасăр пултараймарăм.

— Пулкалать. Тепĕр чухне питĕ ывăнса çитетĕп те Кахал кунĕ тăватăп. Ăна ним тумасăр ирттеретĕп. Тепĕр кун вара мĕн тери намăсланса вăранатăп. Епле-ха эпĕ куна сая яма пултарнă? Хама хам вăрçма пикенетĕп. Хĕрĕм те хам пекех йăрă та хастар. 35 çулта çеç анне пулса тăнăран хĕрĕм шкултан кăçал çеç вĕренсе тухать-ха. Настя та хам пекех таçта та çитме тăрăшать. Ташласа та, ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнса та курчĕ, каратене, тенниса çӳрерĕ, музыка шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ишессипе лайăх кăтартусем тăватчĕ. Шел, вăхăчĕ çитменрен пăрахма тиврĕ. Чĕлхесем те вĕренет.

Аттепе анне 15 çул каяллах вилчĕç. Аппа халĕ анне вырăнĕнчех. Икĕ пĕртăван яланах пĕрле пулма тăрăшатпăр. Хваттерне те пирĕн çуртрах, пирĕн подъездрах илчĕ.

"Вăрçă — хĕрарăм валли мар теттĕм вĕт сана. Каймалла та марччĕ," — халĕ те ӳпкелет пĕр тусăм. Эпĕ вара ӳкĕнместĕп. Хамăн çирĕплĕхе тĕрĕсленĕ эпĕ. Хĕрĕм те амăшĕ çар ветеранĕ пулнипе мăнаçланать. Анчах хамăн ачама яманах пулăттăм. Халĕ аннен эпĕ вăрçа каяс чухнехи кăмăлне аван ăнланатăп, — вĕçлерĕ калаçăва хĕрарăм афганец.

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.