Комментировать

22 Фев, 2017

Хурçă пек çирĕпскер

— Маргарита, эсир кунта-и? — тĕттĕм залалла тинкерсе ыйтрĕ вăл. Кино мĕнле çуралнине курмашкăн репетицие чĕннĕччĕ журналиста. Кĕтнĕ çын çитсе ĕлкĕрнине пĕлсен камера умĕнчи пурнăç малалла тăсăлчĕ. Юрий Спиридонов хăйĕн ушкăнĕпе пĕрле “Битва за Новоюжку” фильмăн виççĕмĕш пайне ӳкерет.

Чăн та, пушă та тĕттĕм залран курса ларма кăсăклă. Камера умĕнче çынсем вылямаççĕ, пурăнаççĕ тейĕн. Йăлтах çăмăллăн пулса пынăн туйăнать. Анчах та режиссер пĕр сăмаха, пĕр сценăна иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш... хут выляттарать. Çук, никам та ӳпкелешмест. Пĕлеççĕ, тĕп вырăнта — ĕç пахалăхĕ. Унсăр пуçне Спиридоновăн хăватлă кулли такамăн кăмăлне те уçса ярĕ. Сцена пурнăçран пулсан та ăна выляма çăмăлах мар иккен. “Ачасем, кăшт сывлăш çавăрса илме парсамăр”, — “Чăвашфильм” тĕп продюсерĕ, хăй те фильмра выляканскер, хăйне ыттисемпе пĕр тан тытать. Вăл айккинелле пăрăннă вăхăтра кино ӳкерекен ушкăнран ыйтатăп: “Мĕнле ĕçлетĕр Спиридоновпа? Мĕнлерех çын вăл?” Хуравĕ кĕске — ушкăн алăри пуç пӳрнине туслăн çӳлелле çĕклесе кăтартать. Канма вăхăт çитни вара чăнласах сисĕнет — манпа калаçмашкăн шăпăр-шăпăр тар юхтарса пырса тăрать Юрий Спиридонов.

Ун çинчен çырнă чух яланхиллех биографие асăнса тухса каймалли çук. “Çавăнта çуралнă, ашшĕ-амăшĕ — çавă...” Ача çуртĕнче ӳснĕскерне ăннă темелле — 8 çула çитсен ырă çынсем çемьене йышăннă. Каярахпа чи çывăх пулса тăнăскерсем çинчен Юрий Николаевич паян ырă сăмахпа кăна аса илет.

— Çапах та кала-ха: чăваш кино тĕнчине ăçтан персе антăн эсĕ?

— Ăçта кино сăмах пур, пур çĕрте те — эпĕ. Чăн та, пирĕн ĕçе хальлĕхе киноиндустри теме çук, çапах та пĕрремĕш утăмсем çирĕп. Пурĕ 8 ушкăн тĕрлĕ жанрлă ĕç ӳкерет: хăрамалли те, çапăçаканни те пур унта. Наци пĕлтерĕшли те аталансах пырать. Конкуренци пирки хальлĕхе шухăшламастпăр-ха, паян тĕп тĕллев — кино тĕрĕс ӳкерме вĕренмелле, актер вăййинчен пуçласа монтаж таран. Пирĕн пултарулăха пĕлеççĕ, хаклаççĕ, çак чикĕрен чакма юрамасть.

Тĕрлĕ форума, фестивале хутшăнатпăр. Çав шутра — чикĕ леш енче иртекеннисене те. Францире, Израильте, Америкăра пĕлеççĕ пирĕн ĕçсене. Пирĕнпе çыхăну тытма та пуçларĕç вĕсем.

Нумай проекта пурнăçа кĕртетпĕр. “Битва за Новоюжку” ĕçе малалла тăсатпăр. Ăна питĕ нумай халăх пăхрĕ. Чикĕ леш енче те пахалаççĕ ăна. Аргентинăран та çитрĕ хаклав. Эпир хамăр ĕçшĕн явап тытма хăнăхнă. Чи кирли — пирĕн ĕç кураканшăн кăсăклă пултăр. Çак тĕллевпе интереслĕ сценарисем суйлатпăр, хамăр та çыратпăр. Сценарист пур пирĕн. Семен Семенов ĕçĕсемпе темиçе фильм та ӳкертĕмĕр. Калăпăр, Çĕмĕрле хулине халалланă артхаус. Чăвашра пĕрремĕш ĕç кун пекки. Çавăн пекех “Çĕмĕрле, эпĕ сана юрататăп”, “Хĕр дневникĕ”... Юлашкинчен асăннă ĕçĕн историне Интернетра тупнăччĕ. Ун тăрăх сценари çырса фильма куракан патне çитертĕмĕр. Çынсене вăл çав тери килĕшессе, чунĕсене витерессе хамăр та кĕтмен. Кăçалах экрансем çине “Егор Шилов” тухмалла.

Малашлăх çинчен каласа хăварам тӳрех. Вулакан сăпайсăр тесе ан айăплатăр та, çапах та республика шайĕнче пире тăвăрланма пуçланине сисетпĕр, çунатсене анлăрах сарас килет. Хамăр умма çапла тĕллев лартмашкăн пиçсе çитрĕмĕр тесе шухăшлатăп. Республика кăна мар, çĕршыв чикки урлă каçса Голливуд, Канны пĕлекен хушаматсене кĕртесшĕн хамăрăн титрсене. Çапла Раççей фильмне халăхсен хушшинчи проектсенче хӳтĕлĕпĕр.

— Раççей фильмĕ тенĕрен, нумаях пулмасть прокатра кĕрлесе иртнĕ “Викинг” пысăк шăв-шав çуратрĕ. Ăна Голливудпах танлаштарчĕç. Эсир “Викингпа” тупăшма пултаратăр-и?

— Тупăшас тĕллев çук пирĕн. Эпир хамăрăн йăла-йĕркене кăтартма тăрăшатпăр. Эпир — наци республики. Пирĕн несĕлсенчен калама çук пуян та кăсăклă истори юлнă. Чăвашсем хăйсен чĕлхине, тĕррине, пултарулăхне упраса хăварма пултарнă. Шăпах çак енĕпе ĕçлемелле пирĕн. Эпир республика, çĕршыв тулашне шăпах хамăрăн наци хăйне евĕрлĕхĕпе тухасшăн. “Сувар — рождение легенды” фильм ăнăçлă пуласса шанатпăр. Ун тăрăх виçĕ çул ĕçлетпĕр, партнерсем — Чеченфильм, Казахфильм, Голливуд тата Инди актерĕсем.

— Мана санра шăпах çак ен килĕшет — эсĕ наци хăйне евĕрлĕхĕ çине пусăм тăватăн. Анчах та мĕн тума кирлĕ сана ку? Пурте ăнланакан вырăс чĕлхипе ăнăçтарма çăмăлрах мар-и? Тата — санра чăваш юнĕ пур-и?

— Пĕлместĕп. Хам пирки эпĕ чăваш, сăвар тетĕп. Çакăнпа мăнаçланатăп. Тăлăх пулнăран, паллах, хамăн йăх-несĕл тымарне пĕлместĕп. Анчах та Турă тивлечĕпе эпĕ Чăваш çĕрне килнĕ. Хамăн фильмсенче те эпĕ наци йăли-йĕркипе усă курма тăрăшатăп. Пире республика ертӳлĕхĕ те ăнланать, май пур таран пулăшма тăрăшать. Республикăра кинона аталантарас тени курăнать. Кăçал тата 6 кинотеатр хута каймалла. Вĕсенче Анăçра ӳкернисене кăна мар, хамăрăн фильмсене те курма май пултăр тесе тăрăшатпăр. Сăмах май, вулакансене чĕнсе хăварас килет — кино курма çӳрĕр, хăвăр шухăшăрсене пĕлтерĕр. Çакă ĕçе пĕрле аталантарма май парĕ.

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçне таврăнар-ха. Чăваш патшалăх университетне те эсĕ çакăн майлах татăлса антăн. Абитуриентран студента çаврăннă-çаврăнман “Юра Спиридонов” тени илтĕнме пуçларĕ. Мĕнпе туртатăн эсĕ çынсене хăвăн патна?

— /Кулать/. Харизма тени пур ахăр. Çын тени кашни тĕрлĕрен вĕт. Пĕри кичем, тепри ытла та хаваслă, виççĕмĕшĕ лăпкă. Лидер текен ăнлав пур тата. Эпĕ лăпкă ача пулса ӳсмен вĕт, ман пеккисем пирки “йывăр” теççĕ. Студентсем те воспитани панă мана — çакăн пек юхăм пурччĕ ĕлĕк. Çакă та пурнăçра хамăн вырăна тупма пулăшнă-тăр.

Хĕсметре те яваплă вырăнта пулма тиврĕ — Афганистанран пирĕн чаçсене илсе тухнă вăхăтра çак çĕршыв чиккине хуралларăмăр. Пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартатчĕç — çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеллеччĕ. Çынсем çитместчĕç, эпир хураллакан лаптăк вара питĕ пысăкчĕ.

Çартан таврăнтăмăр та — 90-мĕш çулсене çаклантăмăр... Анчах усал чĕлхесем хăть те мĕн каласан та ман тĕлĕшпе нихăçан та нимĕнле приговор та вуламан, уголовлă статья çыпăçтарман. Турă хăтарса хăварнă ку усалран. Ку амак витĕм кӳрсе шăпама хуçман.

Телее, 80-мĕшсем те хыçа юлчĕç. Лидер текен пахалăхпа урăх енĕпе усă куртăм эпĕ. Сăмахран, Чăваш Республикинче бодибилдинг федерацине йĕркелерĕмĕр. Шел те, хам хыççăн хăварма çын тупаймарăм курăнать, эпĕ пуçланă проектсене пурнăçласа пыракан çук паян. Мĕн тăвăн — пурте лидер пулаймаççĕ... Çак пахалăха вĕрентме çук, вăл юнра пулмалла.

Çапах та ашшĕ-амăшне ачисемпе тимлĕрех пулма сĕнес килет манăн. Воспитание чи малтан çемьере пуçламалла. Паллах, чи малтан ашшĕн хăйĕн лидер пулмалла. Шкулти ăнăçу, патриотизм, карьера — йăлтах çемьерен килет. Çемье — пĕр чышкă. Пĕр пӳрне çитмесенех чышкă пулмасть-çке. Çемьерен, тăванлăхран тытăнса тăмалла. Çемьерен вара патшалăх тытăнса тăрать. Унăн никĕсĕ — саккун. Саккун йĕркине пăхăнмасан анархи пуçланать. Çавăнпа та манăн пирĕн республикăра питĕ саккуна пăхăнса пурăнма чĕнсе калас килет. “Битва за Новоюжку — 3" шăпах çакăн çинчен каласа кăтартать те. Унта — пирĕн пурнăç, пирĕн хула, пирĕн лидер. Ку фильм — пирĕн çинчен. Çĕршывра, республикăра лăпкăлăх, стабильлĕх, аталану хуçалантăр тесен патриотизм çинчен кăпăк кăларса калаçмалла мар, хамăртан, хамăр çемьерен, хамăр çуртран пуçламалла.

— Кĕçех — Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ. Апла-и, капла-и, эпир çак кун арçынсене саламлама хăнăхнă. Пирĕн вулакансене — арçынсене — мĕн сунăттăн?

— Çынна чи малтанах сывлăх кирлĕ. Сывлăхăра упрăр. Вăхăтлăх киленӳ ан шырăр. Спортзалсене çӳрĕр. Унта, чăн та, абонементсем йӳнех мар паян. Анчах та ку ыйтăва та татса пама май пур. Эпĕ, сăмахран, хваттерте, хамăн ĕç пӳлĕмĕнче спортзал йĕркелерĕм. Ку таçта çӳремешкĕн вăхăт çитменнипе çыхăннă. Пирĕн актерсем те спортпа туслă, çакă вĕсене ĕçре пулăшать.

— Сăнатăп та, санпа кирек мĕн çинчен калаçсан та сăмах кино еннех çаврăнса çитет. Мана вара çемьене чышкăпа танлаштарни питĕ килĕшрĕ — сана çывăх çыннусем çинченех калаçтарас килет. Мăшăрупа иксĕр виçĕ ачана кун çути кăтартнине пĕлетĕп — чышкă пуçтарас тĕллевпе çавăн чухлĕ çуратнă-и-ха? Паян çапах та виçĕ пепкеллисем нумай ачаллисен шутне кĕреççĕ. Эсĕ çемйӳне чышкăра тытса тăратăн-и? Мĕнле ашшĕ эсĕ? Мĕнле упăшка?

— Мана çакăн пек арăм лекнĕшĕн Турра тав тăватăп, йăлтах вăл майлаштарса-йĕркелесе пырать. Хам пирки “пушмак кĕлли айĕнчи арçын” теме хăюллăнах пултаратăп. Ĕçре капла та йывăр. Пĕлетĕп — килте йăлтах йĕркеллĕ, шанчăклă. Мăшăрăм пирки çемье вучахĕн чăн-чăн управçи теме пултаратăп. Çемьепе çыхăннă пĕтĕм профессие алла илнĕ вăл — килте тирпейлессинчен пуçласа ачасене воспитани парасси таранчченех. Интервью панипе усă курса хунямана та тав туса хăварас килет — ман валли çакăн пек ăслă арăм ӳстерсе хатĕрленĕшĕн. Çемье социаллă сывлăхпа тивĕçтерет. Çемьере лайăх пулсан ĕçре те ăнăçать. Çемьере лайăх пулсан начар ĕçсене те сӳтсе явас килмест. Çакă тĕлĕнтерет мана. Франци, Инди фильмĕсене пăхнă чухне никам та “кун пекки пулма пултараймасть” тесе тавлашмасть. Хамăрăнне пăхма ларсан вара эх! пуçлаççĕ тавлашма. Кинора пурнăç чăнлăхне кăтартма тăрăшатпăр. Фильмра иртекен пĕр минута тепĕр чухне 12 сехет çыратпăр — унти кашни самантшăн яваплă эпир. Тивĕçтерекен дубле ӳкермесĕр “стоп!” команда янăрамасть. Тепĕр тесен, паян çакна хăв курса ĕнентĕн.

— Эсĕ хăвăн пирки “пушмак кĕлли айĕнчи арçын” тенинче мăшăрна хисепленине куратăп. Маттур! Çапах та санăн ачалăхна таврăнас килет. Ача çуртĕнче çитĕннĕ, каярахпа урам воспитанине те илнĕ. Ӳссе çитсен йывăр шăпаллă ачасене хăвăн хӳттӳне илме тăрăшнине çакă витĕм кӳмен-и? Эсир çарпа спорт “Патриот” центрне йĕркеленĕччĕ ачасем валли.

— Çук, Ача çурчĕ манăн шăпана нимĕнле витĕм те кӳмен. Темшĕн шăв-шав çуратаççĕ вĕсем пирки. Йĕркеллĕ пурнăç пырать унта. Чи пысăк çитменлĕх — тăлăхсене пурнăçа, ĕçе хăнăхтарманни, спортпа пиçĕхтерменни, пурнăç капла та кӳрентернипе сăлтавласа ытлашши шеллени...

— Чăвашлăх патне таврăнар-ха эппин. Ăна упраса хăвармаллине, аталантармаллине кашниех ăнланса та пĕтереймест... Санра вара çак туйăм тапса тăрать. Мĕнре унăн çăлкуçĕ?

— Çакна чун-чĕрепе туйса илес тесен — тухса çӳремелле. Тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕн çыннисемпе хутшăнмалла. Эпĕ хам сувар пулнине, Чăваш Енрен килнине нихăçан та пытармастăп. Мана уншăн никам та тиркемест, пурте лайăх хутшăнаççĕ. Паллах, çакна мăнаçлăн калама хамăрăн историе пĕлмелле, хамăрăн çĕршыва, республикăна, тепĕр тесен, хамăр пурăнакан подĕезда юратмалла. Малтан хамăра, çемьене юратмалла. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăваш космоса вĕçнĕ, пирĕн хамăрăн адмиралсем пур. Мăнаçланмалли нумай пирĕн. Çакăн çинчен ытларах пĕлес тесен библиотекăна çӳремелле. Ку тĕлĕшпе эпир те хамăр тивĕçе кино урлă пурнăçлама тăрăшатпăр.

— Кала-ха, чăваша телейлĕ пулма мĕн чăрмантарать?

— Кĕвĕçӳ.

— Çапах та — кĕвĕçӳ-и?

— Капла ытла та кăнттам илтĕнет-ха, капла калама юрамасть. Çителĕклĕ воспитани илменни, хамăра хамăр хисеплеменни тесен тĕрĕсрех пуль. Тепĕр лайăх мар ен пур пирĕн — пĕр-пĕрне сутни. Пĕлетĕн-ха — çав çын сутăнчăк, анчах та çакна пĕле-тăркач унпа хутшăнма лекет... Татăлса-хуçăлса ӳкнĕ алă-урана сыпăнтарма пулать, хуçăлнă чуна вара — çук. Лидерсене, тепĕр тесен, яланах кĕвĕçеççĕ пуль. Ку авалтанах, Рим империйĕнчен пуçласах, çапла пулнă. Анчах та çакна пула эпир хурçа çаврăнатпăр кăна. Чи кирли — ырă ту, вара йăлтах лайăх пулать.

Хăй пирки “сăпайсăр тесе ан айăплаччăр” терĕ-ха та Юрий Николаевич, анчах ун çинчен çакăн пек калама сăлтав çук. Пачах тепĕр май, тĕлĕнмелле сăпайлă вăл. Нумай пулăм пирки сăмах та хускатмарĕ. Калăпăр, ыркăмăллăх тĕрлĕ фончĕ йĕркеленĕ вăл. Ача çурчĕсене пулăшасси тахçанах йăлана çаврăннă. Анчах ырă ĕçе такам хушнипе мар, чун хистенипе пурнăçлать вăл. Чăвашра çакăн пек арçынсем — ырă чунлăскерсем, хĕрарăма хисеплекенскерсем, улăп пек хăватлăскерсем — пурришĕн савăнса сыв пуллашрăм Юрий Спиридоновпа. Çĕнĕ “Сувар” фильм кадрĕ вара мăнаçлă шухăша вăратрĕ — пирĕн мăн-мăн асаттесем шăпах çакăн пек кĕрнеклĕ те хăватлă пулнă ахăр...

Рита АРТИ.

СПИРИДОНОВСЕН çемье

архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.