Архив - 22 Фев, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ
Кĕпе вырăнне - салтак тумĕ
Çĕршыва хÿтĕлес ĕç яш-кĕрĕм çине ытларах тиенет пулин те салтак атти тăхăнакан хĕр-упраç та сахал мар. Çут çанталăкăн черчен çуррин йышĕнче офицер пулма шухăш тытса çар училищине е института вĕренме кĕрекенсем те пур. Çатма-кастрюле автоматпа, студент общежитине казармăпа, капăр юбкăпа кĕпене салтак тумĕпе улăштарма килĕшнĕ Патăрьел районĕнчи Сител пикипе Кристина Кондратьевăпа Интернет урлă çыхăнма май килчĕ. Хĕр Вольскри çар институтĕнче 1-мĕш курсра вĕренет.
Хула хĕрĕ телейне ялта тупнă
Хĕл вĕçĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ
Нарăс уйăхĕ ыттисенчен 2-3 кун кĕскерех пулин те кăçал вăл республикăри спорт аталанăвĕн историне ăмăртусенчен пуян пулнипе, чи вăйлă та çамрăк атлетсем çĕршыври тата Европăри турнирсемпе чемпионатсенче пысăк çитĕнÿсем тунипе кĕрсе юлĕ.
Самосвал, трактор хăй тĕллĕн пуçтарнă
«Тата мĕн ăсталатăн-ха? Мĕнпе тĕлĕнтеретĕн? Пулать-и вара?» — инте-ресленеççĕ çынсем техникăпа аппаланакан Артур Герасимова курсан. «Тăрăшсан мĕн те пулин пулатех», — çапла хуравлать 28-ти çамрăк. Вăл трактор, машина, снегоход, мотоблок хăй тĕллĕн пуçтарнă. «Çын куçĕнчен пăхни мар, хамăрăн техника пурри çăмăллăх кÿрет», — терĕ тĕп хулари стоматологи клиникинче водительте тăрăшаканскер. Малалла вулас...
Чăвашсемпе казахсен хушшинче туслăх кĕперне хывнă
Философи наукисен докторĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн философи тата наука методологийĕн кафедрин профессорĕ Василий ФЕДОТОВ академик, кăçал тус-тăванĕпе тата ĕçтешĕсемпе 70 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленет. Çавăнпа ăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнесси пирки чылай маларах калаçнăччĕ. Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă Василий Артемьевич Федотов — 12 кĕнеке авторĕ. Мĕнлерех çынсем вĕсем — философсем? Вулакансене хăйне евĕрлĕ çак чăвашпа паллаштарас тесе ăна хваттерти кухньăна чĕнтĕм.
Выльăх усрама май пулни яла илĕртнĕ
Патшалăх ялта пурăнакан çамрăксене пулăшма тăрăшни чылай çăмăллăх кÿрет. Куславкка районĕнчи Криуш ялĕнчи Наталья Чукмакова та çакăнпа килĕшмесĕр тăраймарĕ. Вăл мăшăрĕпе Андрейпа ялта тĕпленнĕренпе чылай çул иртнĕ. Наталья Юрьевна — Елчĕкри шкулта поварта, Андрей Николаевич Куславккара газ службинче операторта тăрăшать. Пĕлтĕр Чукмаковсем «Çамрăк çемье» патшалăх программипе усă курса капмар çурт çĕкленĕ. Малалла вулас...
Çарта урай çутарман, çĕрулми шураттарман
Хĕсмете каясси ĕлĕкех сумлă пулнă. Ăна ял-йыш хисепленĕ. «Салтак пулман — нуша курман», — тенĕ ваттисем. Çарта темĕн те пулать: кулмалли те, пăшăрханмалли те. Салтак пурнăçĕ мĕнпе асра юлнă? Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн эпир республикăри паллă çынсене çак ыйтупа чăрмантартăмăр.
«Манăн анне»
Татьяна Иванова Шупашкарти 55-мĕш шкулта социаллă педагогра ĕçлет. Хăйĕн валли яланах çĕннине уçма тăрăшать. Хĕрĕ Милена кĕçех 4 çул тултарать. Хĕр пĕрчи питĕ калаçма юратать, çавăнпа унпа кирек ăçта кайсан та — театра, лавккана, музея — интереслĕ. Милена амăшне пулăшма юратать: вĕтĕ кукăль çупать. Амăшĕпе хĕрĕ пĕрле ÿкерме те кăмăллаççĕ.