Комментировать

22 Фев, 2017

Хĕл вĕçĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ

Нарăс уйăхĕ ыттисенчен 2-3 кун кĕскерех пулин те кăçал вăл республикăри спорт аталанăвĕн историне ăмăртусенчен пуян пулнипе, чи вăйлă та çамрăк атлетсем çĕршыври тата Европăри турнирсем­пе чемпионатсенче пысăк çитĕ­нÿсем тунипе кĕрсе юлĕ.

Çак уйăх варринче Чулхула облаçĕнчи Выкса хулинче 23 çултан кĕçĕнрех самбистсем çĕршывра мала тухассишĕн вăй виçнĕ. Кавир çине 42 регионти 300 ытла çамрăк тухнă. Унта чăваш самбисчĕсем — Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче вĕренекен спорт мастерĕсем Дмитрий Петровпа Вера Гладкова — пысăк ăсталăх кăтартнă. Иккĕшĕ те тĕрлĕ регионти 5-6 спортсмена çĕнтерсе 1-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем кĕркунне Словенире ирттерме палăртнă юниорсен тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Çак турниртах Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче вĕренекен Олег Петровпа Станислав Никифоров пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине тăнă. Яшсем тепĕр икĕ уйăхран Европа чемпионатĕнче ăмăртĕç.

Пĕр уйăх каялла Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 10-мĕш спорт шкулĕнче вĕреннĕ, йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ Александр Васильев Эстонири Отепя хулинче хĕллехи триатлон енĕпе иртнĕ юниорсен Европа чемпионатĕнче Раççей чысне хÿтĕленĕ. Лапсар поселокĕнче çуралса ÿснĕ 19-ти каччă триатлонăн виçĕ енĕпе ăнăçлă ăмăртса «ылтăн» çĕнсе илнĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.