Архив - Дек 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

декабрь 28th

28 Дек, 2017

Çĕнтерÿçĕ концерта кайĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, «Çамрăксен хаçачĕ» кашни çул фотоконкурс йĕркелет. Кăçал эпир Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе сăн ÿкерчĕксен «Манăн анне» конкурсне пуçарнăччĕ. Халĕ ăна пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ!

28 Дек, 2017

Ĕçне пурнăçламасăр укçине илмеççĕ

Çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен районти участок çулсерен пирĕнтен газ оборудованине тĕрĕсленĕшĕн укçа пуçтарать. Кăçал 1005 тенкĕ илчĕç. Çулталăк тăршшĕнче газовиксене йыхравламанни те пулать. Вĕсем пирĕн пата килмеççĕ, котела, счетчике тĕрĕслемеççĕ. Апла тăк пирĕнтен мĕншĕн укçа пуçтараççĕ? Ку саккунпа килĕшÿллĕ-и?

28 Дек, 2017

Юр пике сăнарĕ хитре тумĕпе кăна асра ан юлтăр

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Наталья Изотова тахçанах пĕчĕк мар пулсан та Хĕл Мучи пуррине ĕненет. Вăл халĕ те асамлăх туйăмне çухатманни тĕлĕнтерчĕ. Калаçу сыпăннă май йăлтах уçăмланчĕ: Наталья — Юр пике!

28 Дек, 2017

«Эпĕ пурăннă чухне арăма мĕнле юратмаллине вĕренсе юлăр»

Кулăшпа сатира театрĕн артистки Вероника СОТНЕЗОВА кĕске сценкăсенче те роле тĕлĕнмелле интереслĕ уçса парать, халăха хырăм тытса култарать. «Акушер», «Сысна пумилкки», «Аншарли мыскари», «Хĕрсен общежитийĕ — каччăсем валли» тата ытти чылай фильмра вылянă артисткăн пултарулăхĕ еплерех аталаннипе паллашар-ха.

— Вероника, эсĕ калăплакан сăнарсенчен чăваш хĕрарăмĕ яр уççăн курăнать. Чи малтан чунри туйăмусене çиеле кăларатăн-çке-ха. Çак пултарулăхăн тымарĕ ăçтан йăл илнине пĕлесчĕ.

28 Дек, 2017

Асамçăсем пирĕн хушăрах

2018 çул алăкран шаккать. Уяв сĕмĕ таврана тахçанах кĕнĕ ĕнтĕ. Юртан ăсталанă кÿлепесем те чи асамлă уяв çывхарса килнине систереççĕ. Ачасем çеç мар, аслă ÿсĕмрисем те çак ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Çĕнĕ çул умĕн ялсенче культура çурчĕсем те, кил умĕсем те юмах тĕнчине çаврăнаççĕ.

28 Дек, 2017

Илем салонĕнче капăрланаççĕ… йытăсем

Шупашкарта пурăнакан Наталья Титова çуралнă кун тĕлне, Çĕнĕ çул умĕн, пукане е урăх тетте кĕтмен. Вăл йытă парнелеме ыйтнă. Ыйтнă кăна мар, йăлăннă. Наташăна кил-çурт сыхлаканни мар, ăратли кирлĕ пулнă.

декабрь 21st

21 Дек, 2017

Полицейскирен ăрăмçă пулса тăнă

Красноармейски районĕнчи Кушарти Валерий Захаров пирки çапла калаççĕ: вăл хĕрарăм кăкăрне хыпашласах укçа ĕçлесе илет. Ку сăмахсене арçын хирĕçлемест. Вĕрÿ-сурупа аппаланаканскер патне судья-прокурорсем те пыраççĕ имĕш.

21 Дек, 2017

Ваççа мучин хапхи çынсене илĕртет

Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси ялĕнчи пĕр урампа утнă вăхăтра эрешленĕ йывăç хапхапа картана асăрхамасăр иртсе каяймарăм. Чÿрече рамисемпе пÿрт çамкине те капăрлатнă. Кун пек илем ялĕпе те çук! Кил хуçи Василий Ананьев çак ĕç хăех пурнăçланă.

Страницы