Илем салонĕнче капăрланаççĕ… йытăсем

28 Дек, 2017

Шупашкарта пурăнакан Наталья Титова çуралнă кун тĕлне, Çĕнĕ çул умĕн, пукане е урăх тетте кĕтмен. Вăл йытă парнелеме ыйтнă. Ыйтнă кăна мар, йăлăннă. Наташăна кил-çурт сыхлаканни мар, ăратли кирлĕ пулнă. Хĕрача 12 çул тултарсан ашшĕ-амăшĕ тинех парăннă — Наталья валли бультерьер туяннă.

Совет саманинче ăратлă йытта киле «кĕртмешкĕн» çăмăл пулман. Хуçан ятарлă курс витĕр тухма тивнĕ. Экзамен тытнă. Унтан черете тăнă. Ăнăçсан çулталăкран анчăк тупса панă. Халĕ ку енĕпе чылай ансат: интернета кĕр те пĕлтерÿсене шĕкĕлче çеç.

Куç чирĕ, сыпă сикни

16-ра Наталья çĕршыври куравсене çÿреме пуçланă. Вĕсенче йытă ĕрчетекенсемпе паллашнă, канашланă. Бультерьер çемьере 16 çул пурăннă. Америкăн кокер-спаниелĕсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн хĕр çак ăратри йытта туяннă. Тăватă ураллисемпе пурнăçне çыхăнтарма тĕв тытнăскерĕн шухăшĕ çирĕп пулнă. 2002 çулта Наталья «Ахах-мерчен карти» ятпа питомник уçнă. Кун çути куракан йытăсене яланах çак ята палăртаççĕ. Калăпăр, хĕрарăм «Ахах-мерчен карти» Нота Бен ятлă анчăка ÿстерет. Халĕ Натальйăн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕнче 10 кокер-спаниель пурăнать. Вĕсенчен 5-ĕшĕ çеç хĕрарăмăн. Ыттисем — ют çĕршывран çитнĕскерсем. Акă Голландирен йыттине ятарласа пĕтĕлентермешкĕн кÿрсе килнĕ. Теприсем — тĕрлĕ курава хутшăнакансем. Вĕсене хуçисем Наташăна шаннă.

«Кокер-спаниель этеме пăхăнать. Ку ăрат ырă кăмăлĕпе палăрать. Ялан хаваслăскерсем салхулланма пĕлмеççĕ», — терĕ йытăсен хуçи. Вĕсемпе кунне виçĕ хут уçăлма тухмалла. Тăватă ураллисен çăм илемне упрамалла. Çавăнпах хĕлле 15 минутран ытларах çÿремеççĕ. Çанталăк улшăннă вăхăтра сунас ерни пулать-ши?

«Йăлтах йытта мĕнле пăхнинчен килет», — хуравларĕ Наталья. Ытларах чухне инфекцие куравра çаклататпăр. Унта хутшăнакансен йышĕ пысăк, йытăсем пĕр-пĕринпе «паллашаççĕ», «калаçаççĕ»… Хуçасем кашни ăратăн ăруран ăрăва куçакан чирĕсене пĕлсе тăраççĕ. Кокер-спаниельсем вăрăм хăлхине пула вăл ыратнипе аптăраççĕ текен шухăш анлă сарăлнă. Ку йăнăш иккен. Наташăн хваттерĕнчисен куç шăрçи тĕттĕмленес хăрушлăх пур. Унсăр пуçне черчен ураллă спаниельсем чĕркуççи сыппи сикнине пула аптăраççĕ. 2 çулта пĕрре генетика чирĕсене палăртма тест тăваççĕ. Кашниех ветеринар патĕнче шутра тăрать.

Спаниельсене тăрантармашкăн ятарлă апат туянаççĕ. Вĕсене яшка-пăтă параймăн. Типĕ апат тултарнă 15 килограмм таякан михĕ миçе куна çитет-ши? «Манăн йытăсем нумай çимеççĕ. Кунне 3 хутчен 150-180 грамм хурса паратăп», — каласа кăтартать питомник хуçи. Хавхалантармашкăн сыр, улма-çырла, пахча çимĕç туянаççĕ. Спаниельсен диетăна пăхăнмалла. Витаминсемпе минераллă хутăшсемпе пуян апат çăм илемне упрать. Анчăксем вара кальциллĕ çимĕçпе апатланаççĕ. Çурана çуралсанах вĕрентме пуçлаççĕ. Кирек мĕнле йытăн хушусем пĕлмелле. Ют çĕршывран çитнисем Натальйăна мĕнле ăнланаççĕ-ши?

«Сасса итлеççĕ, — хуравларĕ вăл. — Хаваслă туйăмпа калани мухтанине пĕлтерет, çирĕп калаçни тимлĕхе «вăратать».

Çурасем тĕнчипе саланаççĕ

Натальйăн питомникĕнче кун çути курнă анчăксем ытларах чухне ют çĕршывсене саланаççĕ. «Пĕтĕлентерес умĕн аман çитменлĕхĕсене тишкеретĕп. Вĕсем кун çути курнă анчăксенче ан пулччăр тесен аçана тĕплĕ суйлама тивет. Тепĕр чухне пулас ашшĕне АПШра шыратăп», — сăмаха малалла тăсрĕ Наталья. Аçапа ама пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсене йĕрлесе çитереймĕн. Наталья ĕçре чухне йытăсем хăйсем тĕллĕн юлаççĕ. Çапах питомникре кĕтмен «ачасем» çуралмаççĕ.

Анчăка епле суйламалла-ши? Çурана мар, ăна ĕрчетекене суйламалла иккен. Тÿрĕ кăмăллă йытă хуçи улталамĕ, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче шăнкăравласан хуравлĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшĕ. «Мана йытă хуçисемпе ăнать. Вĕсем тĕлĕнмелле ырă çынсем», — терĕ Наталья. Анчăкăн прививкăсем пулмалла. Унсăр пуçне унчченхи хуçа мăй çыххине, теттисене, апатне те парса ярать. Çурана туянаканăн пушă вăхăт çителĕклĕ пултăр. Малтанхи тапхăрта йытăпа чылай уçăлса çÿремелле. Натальйăн Нота Бен ятлă çурине Индире пурăнакансем куç хывнă. Тăватă уйăх тултараканскерпе сыв пуллашма хатĕрленеççĕ. Анчăк вăрăм çула мĕнле чăтса ирттерĕ-ши? Кулянма кирлĕ мар — вăл çул çÿреве хăнăхнă. Нумаях пулмасть ушкăн Ереванпа Тбилисинче иртнĕ куравсенчен тав-рăннă. Унти илем конкурсĕсенче Натальйăн 3 йытти хутшăннă. Пĕри «Интер чемпион» ята тивĕçнĕ, Нота Бен «Грузипе Тбилисин çамрăк чемпионĕ» ята çĕнсе илнĕ. Йытăсене стандартсене тĕпе хура хаклаççĕ. Жюрире — вун-вун çул вĕреннĕ çынсем. Çăм вăрăмăшне, йытă епле тăнине йăлт пăхаççĕ. Ăмăртаканăн çăмĕ яка та йăлтăркка пулмалла. Йытăсен илем индустрийĕ питĕ аталаннă. Çÿлĕкĕ-çÿлĕкĕпе — шампуньпе бальзам. Тури — вун-вун тĕрлĕ. Кокерăн çурăм çинчи çăмне турамаççĕ, тримминг мелĕпе чĕпĕтсе кăлараççĕ. Пудель ăратĕнчи йытăсем сехечĕ- сехечĕпе илем салонĕнче лараççĕ. Натальйăн спаниелĕсем процедурăсене хавас. Хуçа вĕсене эрнере пĕрре ваннăйĕнче çăвăнтарать. Çăмне фенпа типĕтет, турать.

Калпак кăмăллаççĕ

Çула тухма та мĕн кăна кирлĕ мар! «Ятарлă тирĕксĕр пуçне ал шăллисемпе çăма якатмалла хатĕрсем чикмелле. Çулла вентилятор, сивĕтекен кавирсем манмалла мар», — каласа парать йытă хуçи. «Тума кура кĕтсе илеççĕ, ăса кура ăсатаççĕ», — тенĕ вырăссем. Йытăсене те пырса тивет иккен ку, çавăнпа та вĕсене илемлĕ тумлантараççĕ. Натальйăн кокерĕсем калпак кăмăллаççĕ. Ытти хуçа йыттине урине тăхăнтартмасăр, жилетсăр килтен илсе тухмасть. «Тĕрĕс тăваççĕ, — палăртать шухăшне йытă тытакан. — Хĕлле çул çине сапакан реагентсене пула пÿрне пакартисем суранланаççĕ. Ку çара уран чупнипе тан. Çăмсăррисем вара, чăнах та, шăнаççĕ».

Нарăс уйăхĕнче Шупашкарта ăратлă йытăсен куравне ирттерме палăртнă. Унта Раççей регионĕсенчен чи илемлĕ те пултаруллă йытăсем çитĕç. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.