- Чăвашла верси
- Русская версия
Юр пике сăнарĕ хитре тумĕпе кăна асра ан юлтăр
Шупашкарта çуралса ÿснĕ Наталья Изотова тахçанах пĕчĕк мар пулсан та Хĕл Мучи пуррине ĕненет. Вăл халĕ те асамлăх туйăмне çухатманни тĕлĕнтерчĕ. Калаçу сыпăннă май йăлтах уçăмланчĕ: Наталья — Юр пике! Илемлĕскер, хÿхĕмскер, черчен те яштака кĕлеткеллĕскер, шăнкăрав саслăскер юмахри çак сăнара аса илтерет, вăрăм çивĕтпе йăлтăртатакан пуç кăшăлĕ тăхăнсан пушшех те.
Аслă классенче вĕреннĕ чухнех хĕре Çĕнĕ çул уявĕнче Юр пике рольне калăплама шаннă, каярахпа вăл хулари Ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнчи «Тĕкĕр» театр студине çÿресе ăсталăхне аталантарнă. «Юр пике рольне вылямашкăн пултарулăх кăна çителĕксĕр: ачасене юратмалла, ырă кÿмелле, асамлăха туйса пĕчĕкскерсен чунне тыткăнлама пĕлмелле. Юмаха парнелеме пултараймасан Юр пике сăнарĕ ачасен асĕнче ятарлă костюм тăхăннă ахаль çын пек çеç юлать», — каласа кăтартрĕ Наталья. 8 çулти ывăлне те вăл шур сухаллă, парне тултарнă хĕрлĕ михĕллĕ мучи пуррине ĕненме сĕнет. Ара, ăна та ашшĕ-амăшĕ асамлăха ĕненме хăнăхтарнă, халĕ те çакă ниепле те чунран та, пуçран тухса каяймасть. Наташа мăшăрĕпе пĕрле ывăлĕ валли çулсеренех асамлăх хатĕрлеççĕ: раштав уйăхĕнче ывăлĕ килте çук чухне балкон çине чăрăш кĕртсе хураççĕ. Лева, ăна Хĕл Мучи илсе килнĕ тесе шухăшлаканскер, чунран хĕпĕртет. Унăн савăнăçĕ ашшĕпе амăшне те куçать. Çакă мар-и-ха асамлăх?
Наталья Хĕл Мучипе пĕрле хулари çемьесене те саламлама май тупать. Пĕррехинче пĕчĕк арçын ача вĕсем алăкран кĕрсенех йĕме тытăннă, ниепле те чарайман ăна. Вăл хĕрлĕ тумтир тăхăннă Хĕл Мучие кĕтнĕ! Ун патне вара кăвак шупăрли килнĕ. Малалла вулас...
Комментировать