Полицейскирен ăрăмçă пулса тăнă
Красноармейски районĕнчи Кушарти Валерий Захаров пирки çапла калаççĕ: вăл хĕрарăм кăкăрне хыпашласах укçа ĕçлесе илет. Ку сăмахсене арçын хирĕçлемест. Вĕрÿ-сурупа аппаланаканскер патне судья-прокурорсем те пыраççĕ имĕш. Эпир ăна пĕвере пулă тытнă, хăй каланă тăрăх, çĕртен чĕнтĕмĕр. Камсем пулнине ыйтмарĕ, тÿрех килнелле ертсе кайрĕ пире. Кăкăр кăтартма килнĕ тесе шухăшларĕ-тĕр малтанах. Çапах журналистсем пулнине пĕлсен те хăйĕн пирки каласа пама килĕшрĕ.
Пысăк асамлă йĕр
Ытларах ун патне маститпа, мастопатипе аптăракансем килеççĕ-мĕн. Хыпашламасăр, тытса пăхмасăр епле палăртăн-ха амака? Валерий Петровичăн арăмĕ куншăн кĕвĕçмест, хăйĕн тусĕсене те илсе килет. Ара, ăрăмçă та тухтăр пекех, унтан мĕн вăтанмалли пур? Кăкăр чирне чĕлхе каласа ăрăмламашкăн çавра пĕремĕк кирлĕ. Вăл сĕтел çинчех выртатчĕ.
«Тытса пăхнăшăн та укçа илетĕр-и?» — ыйтаççĕ ун патне килекенсем. Çук, куншăн илмест. «Кă-кăр чирĕ аталаннин пĕрремĕш сăлтавĕ — савăшманни, тĕрĕс мар апатланни тата ытти те. Арçынпа çывăрмасан хĕрарăм çумне нумай чир çулăхать. Миомăран хăтарма ыйтакансем те килеççĕ, ăна пĕтермелли чĕлхе çук. Кĕркуннехи ĕçсене пĕтерсен операцие кайма сĕнетĕп, унсăрăн иртмест. Çуркунне валли суран тÿрленĕ. Анчах шăнма юрамасть. Çавăн пекех сахăр чирĕпе нушаланакансене пулăшаймастăп. Кунта диетăна пăхăнни кăна лайăх туйма май парать», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Валерий Петрович вĕрÿ-суру кĕнекисене кăтартрĕ, чăвашлисем те, вырăслисем те пур.
Çынна пăсас, усал тăвас текенсемпе ăрăмçă çыхланмасть: «Ун пеккине мана ан калăр», — тет хăйĕн пирки. 1990 çулччен вăл çут çанталăк ăна çакăн пек вăй парнеленине пĕлмен. Хироманти кĕнеки алла лексен çавна питĕ вăйлă шĕкĕлченĕ. Ал лаппи çинче пысăк асамлă йĕре асăрханă. Вăл пин çынран пĕрин кăна пулать иккен.
Ача чухне Валерăн аллине шĕпĕн нумай тухнă. Тухтăр патне касма илсе кайнă ăна. «Ай, ыратать, атте! Атя сурса пĕтеретпĕр», — тенĕ вăл. Вĕрÿ-сурупа аппаланакан кукашшĕн аппăшĕ ăна шĕпĕн чĕлхин сăмахĕсене вĕрентнĕ. Шĕпĕнсем пĕтнĕ. Ун чухне Валера 10-ра пулнă. Кайран вăл çапла майпа тантăшĕсене сурнă. Халĕ вăл 24 чĕлхе пĕлет. <...>
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Апла пулсан та чир-чĕр аптăратсан, шăл ыратсан вĕрÿ-суруçăсем патне мар, тухтăр патнех кайма сĕнетпĕр. Тулли верси...